Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ кăларăм лауреат ятне илнӗ

Нумай пулмасть «На родине П.И.Чайковского» V литература фестивалӗнче «Книга года на родине П.И.Чайковского» регионсен хушшинчи фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ тата çӗнтерӳçӗсене чысланă. Юбилейлă конкурса Раççейӗн 19 регионӗнчен 146 кăларăм хутшăннă


Нумай пулмасть «На родине П.И.Чайковского» V литература фестивалӗнче «Книга года на родине П.И.Чайковского» регионсен хушшинчи фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ тата çӗнтерӳçӗсене чысланă. Юбилейлă конкурса Раççейӗн 19 регионӗнчен 146 кăларăм хутшăннă. 

Чăваш кӗнеке издательстви кăларнă икӗ кăларăм çак конкурсра III степеньлӗ лауреат пулса тăнă: «Вековые образы Чувашии в узорах. Национальная вышивка, история, люди» кӗнеке-альбом (пухса хатӗрлекенӗ тата авторӗ Г.Н.Орков) «Ӳнерпе графика енчен илемлетнӗ чи аван кăларăм» номинацире тата «Петр Егоров — наш современник» (пухса хатӗрлекенӗ Е.В.Дмитриев) кӗнеке «Чи лайăх вӗренӳ, наука, популярлă ăслăлăх кăларăмӗ» номинацире çӗнтернӗ. 
Чăваш кӗнеке издательствине çавăн пекех Удмурти Республикин Культура министерствин Тав хучӗпе те чысланă. 


«ТӖКЕКЕН ӖНЕ»

Константин Ушинский кӗнеки чăвашла пичетленсе тухрӗ

Константин Ушинский (1823 — 1871) — вырăссен паллă педагогӗ. Ачасем валли вăл ырра вӗрентекен хайлавсем çырнă. Вӗсем пурнăçпа тачă çыхăннă. Сăнарсен ӗçӗ-хӗлӗ урлă пӗчӗк вулакан çут тӗнчепе паллашма пултарать.

Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Константин Ушинскин «Тӗкекен ӗне» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Унта педагог-писателӗн ултă калавӗпе икӗ юмахӗ кӗнӗ. Вӗсене Валерий Алексеев чăвашла куçарнă, ӳнерçи — Светлана Бритвина. Хайлавсенче чӗрчунсемпе вӗçен кайăксен пурнăçӗ тӗпре. Кулленхи тӗрлӗ пулăм урлă автор вулакансене çутçанталăка сăнама, тимлӗ те хăюллă, ӗçчен те сапăр пулма хăнăхтарать.
«Хура çӗлен» калава пӗрремӗш сăпатран çырнă. Каласа параканӗ — арçын ача. Пӗррехинче вăл выляса çӳренӗ чухне хура çӗленпе куçа-куçăн тӗл пулать, сехӗрленсе ӳкнипе ним тума аптăрать. Юрать-ха, çакна Бровко ятлă пысăк хура йытă асăрхать те ачана пулăшма чупса çитет. Малалла мӗн пулса иртнине кӗнекере вуласа пӗлме пулать. Анчăксем тепӗр калавра та — «Йытăсем выляççӗ» — тӗл пулаççӗ. Кунти тӗп шухăш çапларах янăрать: «...пысăкки тата вăйли нихăçан та хăйӗнчен пӗчӗкреххисене, имшертереххисене кӳрентермест». «Чӗкеç» хайлаври тӗп сăнар килте йăва çавăрнă вӗçен кайăксене сăнать, ашшӗ каласа панинчен тӗлӗнмелли нумай пӗлет.
«Тӗкекен ӗне» калав — хăюллă та ăслă ӗне çинчен. Кăткăс лару-тăрура шӗвӗр мăйракаллă выльăх çухалса каймасть, сăрă кашкăра хирӗç тăма пултарать. Çапла майпа пăрăвне те, Феня ятлă хӗрачана та çăлса хăварать.
«Рашчана кайсан» юмах шкула каяс вырăнне рашчана çул тытнă пиччӗшӗпе йăмăкӗ çинчен каласа парать. Уçăлма тухнăскерсем темле чӗрчунпа та сăмах пуçараççӗ, пӗрле выляма сӗнеççӗ. Анчах пурте ӗçлӗ 
иккен, пӗри те выляс шухăшлă мар. Юлашкинчен чепчен кайăк тăн парать ачасене: «Кайăр хăвăрăн çулăрпа, анчах çакна астуса юлăр: тумалли ӗçе вӗçлесен кăна савăнса выляма, канма аван». «Икӗ така» юмах кутăна пеме юратакан такасемпе паллаштарать. Юханшыв урлă пăрахнă ансăр пӗрене çинче тӗл пулсан вӗсенчен нихăшӗ те теприне маларах ирттерсе ярасшăн мар. Паллах, калаçса татăлма, кирлӗ чухне чакма пӗлменни пăтăрмах патне илсе çитерет.

Страницăри материалсене Ольга АВСТРИЙСКАЯ хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература