Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИКӖ УЙĂХЛĂХ ПУÇЛАНАТЬ

Республика çыннисенчен 94 проценчӗ экологи акцийӗсене хутшăнма хирӗç мар

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра санитарипе экологин икӗ уйăхлăхӗ пуçланать. Тӗллевӗ паллă – хӗл хыççăн тавралăха çӳп-çапран тасатасси. Кăçал çуркунне ытти çулсенчен иртерех килнӗрен, мӗн палăртнине пурнăçлама вăхăт çителӗклӗ. ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ черетлӗ брифинга шăпах республикăра санитарипе экологин икӗ уйăхлăхне халалларӗç. Экологи марафонӗпе тата министерствăн ытти ӗçӗсемпе ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков паллаштарчӗ. 

Министр сăмахӗсемпе, икӗ уйăхлăх апрелӗн 1-мӗшӗнче рес­публикăн кашни кӗтесӗнче субботниксенчен пуçланать те май уйăхӗн 31-мӗшӗнче вӗçленет. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗллевсем яланхисемех – кашни район-хула территорине, çыран хӗррисене çӳп-çапран тасатмалла, йывăç лартмалла. Халăхпа ирттернӗ ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, республика çыннисенчен 94 проценчӗ экологи акцийӗсене хутшăнма хирӗç маррине пӗлтерчӗ Александр Валерьевич. Министерст­вăн коллективӗ те ума лартнă тӗллевсене пурнăçлама, вăйлатнă режимпа ӗçлеме хатӗррине пӗлтерчӗ. 126 инспектортан кашни 500-шер тăваткал километр территорие тимлӗ. 

Кунсăр пуçне министерство ӗçченӗсем çитес вăхăтра «РЖД» УАОпа пӗрле республика территорийӗ тăрăх иртекен Чулхулапа Куйбышев чугун çулӗсемпе вӗсен çывăхӗсенчи лаптăксене пăхса çаврăнӗç. Министр вӗсен тӗллевӗ явап тыттарасси мар, экологи йӗркине пăсасран асăрхаттарасси терӗ пулин те, экологие ăçта мӗнле пăснине кăçал та вертолетпа пăхса çаврăнассине пӗлтерчӗ. Экологи тасалăхӗ ватти-вӗттине тӳрремӗн пырса тивет пулсан та, йӗркене пăсакансем нумай пирӗн, çуллен юраман вырăнта çӳп-çап куписем ӳссе ларни çакна çирӗп­летет. Пӗлтӗр икӗ уйăхлăхра респуб­ликăра çакăн пек 4574 купана асăрханă, вӗсенчен 3888-шне тасатса ӗлкӗрнӗ. Юлнисенчен хăшӗ-пӗри «вăрăм ӗмӗрлисене» çаврăнни те палăрнă. Тӗслӗхе министр Хусанти Советски районӗнчи Троицкая Нокса поселокри çӳп-çап купине илсе кăтартрӗ. Купа пӗлтӗр апрелӗн 23-мӗшӗнче ăçта пулнă, халӗ те вырăнтан хускалманнине çынсем «халăх контрольне» сăн ӳкерсех ярса панă иккен. «Çак тирпейсӗрлӗхе пӗтерме пӗр машина та çитетчӗ», – терӗ Александр Валерье­вич вырăнтисен явапсăрлăхӗ çинчен аса илтерсе. Кун пек «реклама» хыççăн айăп­лисем явап тытасси иккӗленӳллӗ мар. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, экологие сиен кӳнӗшӗн пурӗ 29,6 миллион тенкӗ штраф тӳлеттернӗ, 16 уголовнăй ӗç пуçарнă. 

Çулсерен иртекен санитарипе экологин икӗ уйăхлăхӗ çӳп-çап­ран тасалма кăна мар, çынсене йӗркене те вӗрентет. Çутçанталăка сыхлассипе, экологипе çыхăннă мероприятисене юлашки 5 çулта 1,2 миллион  çын хутшăннă. Шăпах çакăн пек мероприятисем ирттернипе халăхран килекен çăхавсен шучӗ икӗ хут чакнă иккен. Александр Валерьевич апрелӗн 1-мӗшӗнче пуçланакан йăлари «Эковесна-2023» конкурса кăçал та хастар хутшăнма чӗнсе каларӗ.

Брифингăн теми санитарипе экологин икӗ уйăхлăхӗ тесе палăртнăччӗ пулин те, хӗл хыççăн ял-хула территорийӗсене çӳп-çапран тасатасси çинче кăна чарăнса тăмарӗ спикер, «Экологи» наци программин кăçала тата темиçе çула палăртнă ӗçӗсемпе паллаштарчӗ. Тӗпрен илсен вӗсем пурте тенӗ пекех халăха хумхантаракан ыйтусемпе çыхăннă. 2022 çулта республика пурӗ 4 федераллă проекта – «Атăла сыватасси», «Таса çӗршыв», «Хăйне евӗрлӗ шыв объекчӗсене сыхласа хăварасси», «Вăрмансене сыхласси» – хутшăннă.

«Таса çӗршыв» федераллă проектпа килӗшӳллӗн, Хусанти Самосырово çӳп-çап полигонне кăçал рекультиваци туса пӗтерессине, Хусанăн тепӗр енчи «Салават купере», «Радужный» пурăнмалли çурт-йӗр комплексӗсенче пурăнакансем ыйтнипе март уйăхӗнче кунта сывлăша тӗрӗслекен виçӗ станци вырнаçтарнине каларӗ. Сăмах май, атмосфера сывлăшне Тутарстанра 2008 çултанпа тӗрӗслеççӗ. Хальхи вăхăтра рес­публикăра пурӗ 17 станци тата куçса çӳрекен 6 экологи лабораторийӗ ӗçлет. 2018 – 2022 çулсенче атмосферăна варалакан веществосен шучӗ 3,6 хут чакнă. 

Шыв-шурсене сыхлассипе çыхăннă тепӗр «Хăйне евӗрлӗ шыв объекчӗсене сыхласа хăварасси» федераллă проект пулăшнипе Лайăш районӗнчи Державино пӗви, Меша юханшывӗн юппи, Мамадыш райо­нӗнчи Берсут юханшывӗн юппи туйăнран тасалӗ. 2021 çулта пуçăннă ӗç кăçал малалла тăсăлассине пӗлтерчӗ министр. Проектăн 2025–2027 çулсене кӗнӗ планӗпе вара Мелекеска юханшывӗн Çырчаллинчи пайне, Актаныш районӗнчи Иске-Идель, Анат Камăри Хуракӳл, Лайăш районӗнчи Архиерей кӳллисене тата Хусанти Нокса юханшывӗн юппине тасатӗç. 

Республика халăхне ӗçмелли таса шывпа тивӗçтересси халăх сывлăхӗпе çыхăннине палăрт­са республикăн стратегилле задачи пулни çине те пусăм турӗ А.Шадриков. 14 районăн 1629 шыв хуçалăхне тӗрӗсленӗ хыççăн 1181 скважинăн лицензийӗ çукки, 269-шӗн шыв пахалăхӗ СанПиН нормисене тивӗçтерменни палăрнă иккен. Министр каланă тăрăх, ревизи вӗçленмен-ха, пӗтӗмпе вăл икӗ çула тăсăлмалла. 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев