Йӳккел ачисене чăвашла калаçма пăрахтарас марччӗ
Эпӗ, библиотекарь пулнă май, мероприятисем ирттернӗ чух тăван чӗлхене, хамăр халăхăн йăли-йӗркисене упраса аталантарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мелсемпе усă курма тăрăшатăп. Ачасем уйрăмах таврапӗлӳпе тата фольклорпа çыхăннă мероприятисене, урок-вăйăсене, тӗлпулусене, тăван чӗлхепе йӗркеленӗ калаçусене килӗштереççӗ, экскурсисене те питӗ кăмăллаççӗ.
Çулсем иртнӗçем И.Я.Яковлев пурăннă тата ӗçленӗ çулсем аякка та аякка юлса пыраççӗ. Анчах та унăн шухăшӗсемпе ӗçӗсем вăхăт иртнӗçемӗн кивелмеççӗ кăна мар, тата çывăхрах, кирлӗрех пулса пыраççӗ. Пирӗн библиотекăн тӗп тӗллевӗ – çитӗнекен ăрăва тивӗçлӗ воспитани парса ӳстересси.
И.Я.Яковлев чăваш халăхӗ пур енлӗн аталаннă, ăс-хакăл енчен пуян пултăр тесе тăрăшнă. Пирӗн унăн Халалӗпе çамрăк ăрăва туллин паллаштарма тăрăшмалла.
Теччӗ районӗнчи Йӳккел библиотеки Иван Яковлевăн ырă ятне яланах асра тытать, вăл панă Халала пурнăçласа пырать. Иван Яковлевичăн тӗп халалӗсенчен пӗри – тăван чӗлхене юратасси, ăна упрасси. Тăван чӗлхе нацин харпăр хăйне ăнланаслăхне тата культура шайне ӳстерме пулăшать.
Эпӗ, библиотекарь пулнă май, мероприятисем ирттернӗ чух тăван чӗлхене, хамăр халăхăн йăли-йӗркисене упраса аталантарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мелсемпе усă курма тăрăшатăп. Ачасем уйрăмах таврапӗлӳпе тата фольклорпа çыхăннă мероприятисене, урок-вăйăсене, тӗлпулусене, тăван чӗлхепе йӗркеленӗ калаçусене килӗштереççӗ, экскурсисене те питӗ кăмăллаççӗ.
Паянхи кун ачасем, ялта пурăнаканнисем те, чăвашла сахал калаçаççӗ. Пӗр-пӗринпе ытларах вырăсла хутшăнаççӗ. Ялта шкул çук. Шкул çулӗнчи ачасем кӳршӗ яла çӳреççӗ, унта вара чăваш чӗлхи вӗрентмеççӗ.
Кашни ача хăйӗн тăван чӗлхине юратмалла тата пӗлмелле. Çавăнпа библиотекăра тăван чӗлхене юратма вӗрентекен мероприятисем час-час ирттерме тăрăшатпăр. Пирӗн ялти ача-пăча чăвашла юрăсем, такмаксем, эстрада юррисем итлеме питӗ кăмăллать, ташшисемпе те интересленеççӗ. Мероприятисене ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле ирттерме тăрăшатпăр. Нумай пулмасть асламăш-кукамăшсем пирӗн ялта пурăнакан кӳршӗ ял ачисемпе тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Чăвашла сăвă-юрă янăрарӗ, хӗрачасем чăвашла ташă ташласа пачӗç.
Мероприятисем ирттернӗ чух чăваш халăх тумӗпе, кӗвви-юррипе усă куратпăр. Чăваш çыравçисен хайлавӗсем тăрăх аслисен «Рябинушка», ачасен «Непоседы» пӗрлешӗвне çӳрекенсемпе пӗчӗк инсценировкăсем хатӗрлесе лартатпăр. Улах та ирттертӗмӗр, таврапӗлӳ, фольклор сехечӗсем ирттеретпӗр.
Çавăн пекех И.Я.Яковлевăн тăван ялӗнче – Кăнна Кушкинче – çулсерен иртекен «Чӳклемене» те хутшăнатпăр. «Кӗр сăри» фестивале, сувенирсен конкурсне хутшăнса дипломсене тивӗçрӗмӗр.
Ачасене тăван чӗлхене, культурăпа йăла-йӗркесене юратма вӗрентес ӗç пирӗн çулла та чарăнмасть. Çулла хуларан аслашшӗ-асламăш патне ачасем йышлăн килеççӗ. Вӗсем валли ялта экскурси ирттеретӗп, пӗрле библиотекăри музей кӗтесӗ валли ӗлӗкхи япаласем пухатпăр.
Иван Яковлев çемьене, ваттисене хисеплеме вӗрентсе калани те хаклă пирӗншӗн. Çавна тӗпе хурса çемьесемпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелетпӗр. Аслă Вӗрентекенӗмӗр чăваш халăхне панă Халал хăйӗн пӗлтерӗшне пӗрре те çухатман, пачах тепӗр майлă – вăл пире çитӗнекен ăрăва тӗрӗс воспитани пама, халăхăн ăс-тăн культурине ӳстерме питӗ пулăшать. Çулсем, ӗмӗрсем иртӗç, анчах та Яковлевăн еткерлӗхӗ яланах пирӗн асра пулӗ. Иван Яковлевичăн Халалӗ вара пирӗн кун кӗнеки вырăнӗнче пулмалла.
Лилия АРИСОВА,
библиотекарь.
Теччӗ районӗ,
Йӳккел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев