ЙӲНӖРЕХ ХАКПА ÇЫРĂНСА ЮЛĂР
Октябрӗн 3-мӗшӗнчен çырăнтару декади пуçланать Хаклă туссем, юратнă вулакансем! 2023 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани малалла пырать. Сиртен хăшӗ-пӗри, паянхи ӗçе ырана хăварма юратманнисем, «Сувара» çырăнса та ӗлкӗрчӗç пулӗ ӗнтӗ – тавах сире, хисеплӗ тусăмăрсем!
Çырăнса ӗлкӗрейменнисене вара ырă хыпар пӗлтеретпӗр: октябрӗн 3–13-мӗшӗсенче Раççей Почти çырăнтару декади ирттерет. Апла-тăк хăвăр юратнă хаçат-журнала çак 10 кун хушшинче 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли йӳнӗрех хакпа çырăнма пулать. Тӗслӗхрен, Тутарстанра пурăнакансем «Сувара» декада вăхăтӗнче 628 тенкӗ те 92 пуспа çырăнма пултараççӗ. Раççейӗн ытти регионӗсенче те çак тапхăрта Тутарстан чăвашӗсен хаçатне самай йӳнерехпе çырăнма май пур, хакӗ региона кура тӗрлӗрен.
Хаклă тусăмăрсем, 2023 çулта 30 çул тултаракан хаçата çырăнмасăр ан юлăр! «Сувара» çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Чăваш пулар, пӗрле утар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев