Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иннополис импорта ылмаштарассипе ӗçлет

Искусствăлла интеллект, робот-такси, дрон-доставщик, кашни виççӗмӗш çын IT-специалист е ученăй... Сăмахăм виртуаллă тӗнче çинчен мар, Иннополис хула пирки.

Мартăн 19-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче «Иннополис» инновацилле проект 2023 çулта мӗнле пурнăçланнипе тата 2024 çула палăртнă плансемпе ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, Иннополис хулин мэрӗ Ренат Халимов, Иннополис университечӗн директорӗ Кирилл Семенихин паллаштарчӗç. Кулленхи пурнăç тепӗр темиçе çултан мӗнле пулассине пӗлес килсен Иннополис хулана çитсе килмелле. СССР арканнă хыççăн çӗкленнӗ пӗрремӗш хула вăл. Çитменнине ахальли мар, çӳллӗ технологисемпе ӗçлекен ăста кадрсем хатӗрлекен, ют çӗршыв технологийӗсене хамăрăннипе ылмаштаракан центр. Раççей рынокӗнчен кайнă цифра сервисӗсен аналогӗсене (IVA — видеоконференци çыхăнăвӗн системи, «Майкрософт Офисăн» аналогӗ «Астра Линкус», информаци хăрушсăрлăхӗн сервисӗсем) хатӗрлессипе кунта 50 ытла компани ӗçлет. 
Вӗсенчен пӗрре виççӗмӗш пайӗ студентсен стартапӗсем. Пултаруллă çамрăксен проекчӗсене аталантарма патшалăх 1,2 миллиард тенкӗ укçа уйăрнă.
 
Ятарлă экономика зони 
«Иннополис» ятарлă экономика зонин икӗ площадка, пӗри хулара, тепри Лайăш районӗнче вырнаçнă. Юлашки икӗ çулта Иннополис производствăна роботизацилессипе нумай ӗçлет. Çак тӗллевпе хулара 12 пин тăваткал метрта «Иннополис» çӳллӗ технологисен паркне туса лартнă. Сăмах май, ăна арендаторсем 100 проценчӗпех йышăннă та ӗнтӗ. Вӗсем: телекоммуникаци оборудованийӗсем кăларакан «ТА-ИТ» Раççейпе Китай компанийӗ, Университетăн «Робототехника» наукăпа производство центрӗ, «Русдронопорт» предприяти. Çитес вăхăтра унта тата халăха чрезвычайлă лару-тăру çинчен систерекен программăпа аппарат комплексӗсем кăларакан «Триалинк» Мускав компанийӗ, автоматизациленӗ конвейер системине хатӗрлессипе ӗçлекен «Озон технологии» тулли мар яваплăхлă общество вырнаçмалла. 
Ятарлă экономика зонин 2024 çула палăртнă планӗсем çав тери пысăк. Вӗсенчен пӗри «Лаишево» индустри паркне 116 гектартан 550 çитересси, урăхла каласан 5 хут ӳстересси. Ренат Халимов каланă тăрăх, унччен «Смарт Сити» строительстви валли уйăрнă вырăн вăл. Унта малашне электроникăпа микроэлектроника кăларакан тӗрлӗ технологи производствисем вырнаçмалла. Çитес çулталăк çурăра «Лаишево» индустри паркӗнче тăватă çӗнӗ производство хута каймалла. Планра çаплах тепӗр пысăк проект — аккумуляторсен литий-ионлă батарейăсем кăларакан «Нетер» заводăн строительстви тата авиаципе шыв-шур техникин интерьерӗсен, ПВХ декоративлă пленкăсен тата робот системисемпе усă курса пластикран изделисем хатӗрлекен производствăсене хута ярасси. 

Иннополис университет
Иннополис университетшăн та 2023 çул ăнăçлă пулнине палăртрӗ аслă шкулăн директорӗ Кирилл Семенихин. Раççейрен тата 32 çӗршывран пурӗ 432 абитуриента вӗренме илнӗ пӗлтӗр. Унта кăмăл пур кашни çыннах вӗренме илмеççӗ. Чи пултаруллисене кăна суйласа илеççӗ. Конкурс çав тери пысăк, пӗр вырăна 46 çын. Заявкăсем вара 150 ытла çӗршывран килнӗ. 2030 çул тӗлне студентсен шутне 5 пине çитерме планлать университет. Кунсăр пуçне 1000 вырăнлă презентаци залӗ тата 4,0 индустри центрне туса хурасшăн. Асăннă центр тăватă тӗп задачăна пурнăçлӗ: Иннопаркри хăйӗн производствине тӗрев парасси, вӗрентӳ, промышленность робототехникине аталантарасси тата çӗнӗ технологисене тестласа тӗрӗслемелли вырăн пулса тăрасси. 
Фундаменталлă наукăна аталантарассине пысăк тимлӗх уйăрать университет. Ку вӗренӳ çулӗнче бакалавриатăн математикăпа тата искусствăлла интеллектпа икӗ çӗнӗ программи ӗçлеме тытăннă. Пӗлтӗр пуçласа онлайн-магистратура уçăлнă. Халӗ унта Иннополиса килмесӗрех тӗнчипе вӗренме пултараççӗ.
Пӗлтӗр университетăн представительствине Китайра уçнине пӗлтерчӗ Кирилл Семенихин. Черетре Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗ, Малайзи, Индонезипе Инди. Вӗсем проектпа вӗрентӳ ӗçне аталантарма тата студентсемпе ылмашăнма май парӗç. 
Санкцисене пăхмасăр халăхсен хушшинчи çыхăнусем те аталанаççӗ. Искусствăлла интеллект енӗпе ӗçлекен тӗнчери чи паллă ученăйсенчен пӗри 112 Хирш индекслă (физикăн наукăри тухăçлăхӗн кăтартăвӗ. — Авт.) Аджит Абрахам университет командине хушăннине хавхаланса пӗлтерчӗ директор. Пирӗн çӗршывра интеллектуаллă ӗçе сутасси вăйлах аталанманнине те палăртрӗ спикер, çапах та университет ку енӗпе вăйлă команда пухма пултарнах. Республикăри 44 аслă шкулпа та килӗшӳ тунă. Пӗлтӗр кăна университетăн заказ портфелӗ 109 проектпа пуянланнă иккен. Урăхла каласан 2023 çулта заказсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ. Тӗп заказчиксем: «Газпром», «Роскосмос», RockwooI, РФ Ял хуçалăх министерстви.
Чи пысăк проекчӗ вара — инженери шкулӗ. Искусствăлла интеллект пулăшăвӗпе кода автогенерацилессипе Microsoft, GoogIe, Amazon сервиссен конкуренчӗ пулаяссине иккӗленмест Кирилл Семенихин.
 
IT-специалистсен е ученăйсен хули
Иннополис хули 10 çул та тултарман-ха. Тӗпрен илсен, çамрăксен хули вăл, вăтамран 31 çултисем пурăнаççӗ унта. Кашни виççӗмӗшӗ IT-специалист е ученăй. Кашни утăмра çӳллӗ технологи, искусствăлла интеллект. Хула урамӗсем тăрăх хальхи вăхăтра пилотсăр 8 такси, 15 робот-доставщик çӳрет. Чăн та, хӗллехи вăйлă çил-тăманра пилотсăр-пулăшуçăсене чарма тивнӗ. Малашне, тен, вăйлă юр та чăрмав пулмӗ-ха вӗсемшӗн, мӗншӗн тесен икӗ çул каялла «Газпром» заказӗпе кунта юр тасатакан робот шутласа тупнă. Хула урамӗсене кăна çитеймен-ха вăл хальлӗхе. 
Малашне кунта тата тиевсене сывлăшпа та кӳме тытăнӗç. РФ Правительстви çулталăк пуçламăшӗнчех хулара дронсемпе тиев турттарассин эксперимент площадки пулма ирӗк панă вӗсене. 


Иннополис хули пӗлтӗр цифра йӗкӗрешне (автоматизациленӗ ӗç вырăнӗ) туса хума грант çӗнсе илнине пӗлтерчӗ хула мэрӗ. Çӗнӗлӗхӗн модулӗсемпе хула çыннисем те усă курма пултарӗç, калăпăр, пурăнмалли çурт-йӗре тара тытма.
Хула халăхӗ, хальлӗхе, йышлă мар-ха, пурӗ те 8 пине яхăн кăна. Вӗсене мӗн кирли кунта йăлт пур — шкул, ача сачӗ, больница. Çапах та çитес вăхăтра халăх йышӗ самай ӳсесси куçкӗрет. Мӗншӗн тесен резидентсен кунтах тӗпленме кăмăл пур ӗçченӗсем йышлă. Ренат Халимов, хваттер ыйтакансем нумаййине пӗлтерчӗ. Хула чăнах та ӳсет. Кăçал «Квартал Ю» пурăнмалли çурт-йӗр комплексӗн 250 хваттерлӗ виçӗ çуртне хута яма хатӗрленеççӗ. Пӗтӗмпе кун пек савăнăçлă черетсем кунта 11 пулмалла иккен. Кунсăр пуçне «Зион — 2» комплекс та тепӗр темиçе çӗнӗ çурта ӗлкӗртнӗ. 
Хулана килсе куракансем нумай, çӗр каçма юлакансем кăна çук. Хула япăххипе мар, хăна çурчӗ çуккипе çыхăннă иккен ку. Çавăнпа кунта кăçал Республика кунӗ тӗлне пӗрремӗш хăна çурчӗ уçăлмалла. Паллах, ахальли мар, роботсемли. 
Ӗçлесе пурăнмалли çакăн пек хула Раççейрех пур чухне IT-специалистсен ют çӗршывсенче телей шырама кирлех-ши? Хула хальхи вăхăтра БРИКС вăййисене хӗрсе хатӗрленнине те каларӗ хула мэрӗ. Шанатăп, кун пек пысăк мероприятисем хыççăн Иннополиса лайăхрах пӗлсе кунта пурăнма куçас текенсем ют çӗршыв специалисчӗсен хушшинче те тупăнӗç-ха. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество