Иннополис университетӗнчен вӗренсе тухнисем ӗçсӗр юлмаççӗ
Цифровизаци çулталăкӗн кăтартăвӗсем пысăк. Иннополиса илес пулсан 2022 çулта унта пурăнакансен шучӗ 1369 çын чухлӗ ӳснӗ. Мӗнрен килет çакă? Информацилле технологисен аталанăвӗ хăвăрт пурнăçланса пынă май çӗнӗ специальноçсем çуралаççӗ, ӗç вырăнӗсем уçăлаççӗ. Çӗршывра IТ сферăна пысăк тӗрев панине кура нумай çын çӗнӗ технологисемпе çыхăннă профессисемпе интересленме пуçларӗ. «Иннополис» ятарлă экономика зонине кăçал 66 çӗнӗ компани килнӗ. Иннополисри университет «Передовые инженерные школы» федераллă проектпа мала тухнă. Çитес çул кунта çӗнӗ производствăпа социаллă объектсем хута каймалла. Çавсен шутӗнче роботизациленӗ хăна çурчӗ, çӳллӗ технологисен технопаркӗ, пурăнмалли çуртсем тата студентсем валли виçӗ общежитипе çӗнӗ лабораторисем.
Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов пӗлтерчӗ. Журналистсемпе тӗлпулăва Иннополис хулин мэрӗ Руслан Шагалеев, Иннополис университечӗн директорӗ Кирилл Семенихин тата «Иннополис» ятарлă экономика зонин генеральнăй директорӗ Ренат Халимов хутшăнчӗç.
– «Иннополис» инновацилле центр çирӗппӗн малаллах аталанса пырать, вăл федерацин тата республикăн цифра экономикин сферинчи проекчӗсен аталанăвӗн тата Раççейре импорта ылмаштарассипе харпăр IТ-продуктсен тивӗçлӗ площадки пулса тăрать. Кунта хальхи вăхăтра 15 миллиард тенкӗ ытларах чухлӗ инфраструктурăпа çыхăннă инвестици проекчӗсем пурнăçланаççӗ. Малашлăхлă проектсем 2023–2025 çулсенче хута каймалла, – пӗлтерчӗ Роман Шайхутдинов.
Паяна Иннополис хулинче 4474 çын пурăнать, ӗçе куллен çӳрекенсене шута илсен – 7601 çын. Пурăнакансен вăтам çулне пăхсан – 31 çул – вăл çамрăксен хули. Пурăнакансенчен кашни IТ-специалист е ученăй. Вăтам ӗç укçи 146 пин тенкӗпе танлашнă.
Хула мэрӗ Руслан Шагалеев сăмахӗпе, Иннополис IТ-индустри аталанăвӗпе çӗршывӗпе чи çӗнӗ институт пулса тăрать. Хулана çӳллӗ технологиллӗ бизнес çаврăмӗ туртăнать. Мӗншӗн тесен кунта ӗçлеме мӗнпур майсемпе тивӗçтереççӗ тата Раççейӗпе илсен те хула пурăнма чи хăтлисен шутӗнче. Социаллă инфраструктура аталанăвӗ те чарăнса тăмасть, шкулсемпе ача сачӗсем уçăлаççӗ, хушма вӗрентӳ центрӗсем тата ытти те.
2021 çулпа танлаштарсан, ӗçлекен компанисен шучӗ те 40-е ӳссе 545-пе танлашнă. Прогнозсем тăрăх, çулталăк вӗçӗнче налог кăна 3,6 миллиард тенкӗ пуçтарăнать.
Хула хăтлăхӗ пирки каласан, 2018 çултах кунта пилотсăр автомобильсем çӳреме пуçланă, Европăран та маларах пулнă тутарстансем. Апата та ресторансенчен роботсем килех кӳрсе пама пултараççӗ. Пурӗ хулара 15 робот-доставщик ӗçлет.
Çывăх вăхăтри (2-3 çул) плансен шутӗнче 53 номерлӗх роботизациленӗ хăна çуртне, «Зион» таунхауссен иккӗмӗш черетри çурчӗсене хута ярасси, 3500 хваттерлӗх «Квартал-Ю» пурăнмалли комплекс тăвасси, 4000 ӗç вырăнӗлӗх çӗнӗ икӗ технопаркпа «Атомдата-Иннополис» дата-центр уçасси, 12 пин тăваткал метрлăх çӳллӗ технологисен производство паркне тăвасси.
Иннополис университечӗ çинчен каласан, вăл Форбс рейтингӗнче Раççейри аслă шкулсен хушшинче 12-мӗш вырăн йышăнать. U-Multirank рейтингӗнче 2000 хутшăнакан йышӗнче топ-25 шутне кӗрет, тӗнчери аслă шкулсен хушшинче IТ рейтингӗпе 13 вырăнта тăрать. Мăнаçланмалăх пур. Кирилл Семенихин пӗлтернӗ тăрăх, университетра паян 1086 студент шутланать, вӗренме кӗрекенсен вăтам балӗ 99,36. Тӗп вӗрентӳсӗр пуçне цифра экономикин кадрӗсене хатӗрлессипе хушма вӗрентӳ курсӗсем йӗркеленӗ. Малашнехи плансен шутӗнче студентсен шутне 5000 çитересси, Раççейӗн индустри компанийӗсем валли 4.0 Индустри центрне пуçарса ярасси, Computer Science енӗпе тӗнче рейтингӗн топ-100 шутне кӗресси. Тата çитес çул кунта информацилле хăрушсăрлăхăн киберфизика лабораторийӗ – Киберполигон хута каймалла. Унăн тӗллевӗ чăн пурнăçри пек условисем туса киберхăрушсăрлăх информаци системисене шутласа кăларса вӗсене практикăра усă курасси.
Иннополис университетӗнчен вӗренсе тухнисене ӗç паракансем те хапăлласах йышăнаççӗ, пӗр специалист та хальччен ӗçсӗр юлман. ICPC енӗпе программăсем хатӗрлессипе тӗнче чемпионатӗнче те Иннополис университечӗн команди финала тухнă, 2023 çулта Каирта иртекен тӗнче чемпионатне хутшăнма тивӗç.
Иннополис ЯЭЗ та хăвăрт аталанса пырать. Пурӗ кунта 336 компани ӗçлет, çавсенчен 123 резидент, 55 компани-партнер, 158 стартап. Инвестицисен калăпăшӗ 73,8 миллиард тенкӗпе танлашнă. ЯЭЗра пӗтӗмпе кăçалхи 9 уйăхра кăна 5268 ӗç вырăнӗ уçăлнă. 2022 çулта 66 çӗнӗ резидент хутшăннă. Чи пысăккисен шутӗнче «Газпром ВНИИГАЗ», вăл «Газпром» ПАОн тӗп наука центрӗ пулса тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев