Инспекторсем 1641 автомобиле тӗрӗсленӗ
Июнӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Экологическое благополучие» наци проекчӗ шайӗнче «Чистый воздух» профилактика мероприятийӗ иртет. ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗн тата Ространснадзорăн ӗçченӗсемпе пӗрле ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин инспекторӗсем республикăра бензин, дизель тата газпа çӳрекен автомобильсене тӗрӗслеççӗ. Кун пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.
Паянхи куна 1641 автотранспорта (1373 çăмăл авто, 81 грузовик, 187 автобус) тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 21-шӗ (тӗрӗсленисенчен 1,3 проценчӗ) сывлăша вараланине тупса палăртнă. Рейдсем Тури Услон, Чистай, Пăва, Анат Кама, Азнакай, Арск, Лениногорск, Тукай, Менделеевски, Елабуга, Балтасси, Тюлячи районсенче тата Çырчаллипе Хусанта иртнӗ.
Йӗркене пăснă машина хуçисемпе сывлăша сыхлассипе çыхăннă требованисене пăхăнмалли пирки ăнлантару ӗçӗ ирттереççӗ. Çавăн пекех административлă йӗркене пăсни çинчен протоколсем çыраççӗ.
«Чистый воздух» операци – çулсерен иртекен оперативлă профилактика мероприятийӗ, унăн тӗллевӗ – автомобильсен сывлăша вараланнине чакарасси.
Республика çулӗсем çинче тӗрӗслевсем сентябрӗн 30-мӗшӗччен иртӗç.
ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев