Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Инсульт вăхăтӗнче кашни çеккунтра пуç миминче пиншер нейрон вилет

Пӗтӗм тӗнчери инсультпа кӗрешмелли кун умӗн (октябрӗн 29-мӗшӗ) «Татар-информ» агенствăра тухтӑрсемпе общество деятелӗсем хутшӑннипе пресс-конференци иртрӗ. Ачасен хушшинче мӗншӗн инсульт пулнине, хӑрушӑ симптомсене мӗнле уйăрса илмеллине тата Тутарстанра пурнӑçа çӑлас тӗлӗшпе мӗнле мерӑсем йышăннине спикерсем каласа пачӗç.

Пуç мими – пирӗн организмра тӗп управлени центрӗ. Шӑпах унта шухӑшсем, туйӑмсем, хускану тума пӗлни çуралать. Ăна йӗркеллӗ ӗçлеме нумай юн кирлӗ. Инсульт – пуç мимин юн çаврăнăшӗ пăсăлни. Ăна пула пуç мимин клеткисем (нейронӗсем) вилеççӗ, çынни хăй те вилме пултарать. Статистика тӑрӑх, çӗр çинче кашни тӑваттӑмӗш çынăн инсульт пулать. Инсульт Раççейре те, тӗнчипе те инвалидлӑхпа вилӗмӗн тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри шутланать.

Тухтăрсем ишеми (пуç артерине тромб хупланипе пуç мимине кислородпа пуян юн çитеймест) тата гемморраги (юн тымарӗ çурăлнипе юн  юхса тухать) инсульчӗсене уйăраççӗ. 

«Пуç мими сиенленсен çын хускалма та, калаçма та, алӑсемпе вак-тӗвек хусканусем тума та пултараймасть. Çак хăнăхусем пире чӗрчунсенчен уйăраççӗ,  çын тӑваççӗ. Мӗн пулса иртет-ха пирӗн организмра инсульт пулсан? Юн тымарӗ питӗрӗнсен е татăлсан пуç миммине юн килме пăрахать. Çавна пула унăн нейронӗсем вилме пуçлаççӗ», – пӗлтерчӗ Регионсен хушшинчи клиникӑпа диагностика центрӗн врач-неврологӗ, Инсульт чирӗпе чирлисене пулӑшакан «Зэнгэр Тасма» фондăн президенчӗ Тимур Демин.

Инсульт темиçе сӑлтава пула аталанма пултарать. Хӑрушлӑх факторӗсен хушшинче пилӗк тӗп фактора палăртмалла:

  • юн пусӑмӗ ӳсни;
  • вӑй-хал çитменни;
  • тӗрӗс мар апатланни;
  • хырӑм мӑнтӑрлӑхӗ – хырӑм таврашӗнче çу ытлашши пухӑнни;
  • пирус туртни.

Инсультран сыхланас тесен асӑннӑ факторсене тӗрӗслемелле. Енчен те сирӗн вӗсем пулсан, профилактика енӗпе сӗнӳсем илме тухтӑр патне каймалла. Тухтăр депресси инсульт хӑрушлӑхне ӳстерекен сăлтав пулнине те каласа хăварчӗ.

Инсультӑн тӗп паллисене те асӑнчӗç тухтăрсем. Çыннăн пичӗн пӗр енӗ, аллипе ури туйми пулаççӗ, вăл ура çинче тăраймасть, ăнланмалла калаçаймасть, çын каланине те ăнланмасть, куçӗ япăх курма тытăнать, пуçӗ çаврăнать, хăй тӗллӗн тӳрӗ утаймасть, пичӗ чалăшать, пуçӗ вăйлăрах та вăйлăрах ыратать, лӗклентерет, хăсма пуçлать. 

Инсульт пулнине тӗрӗслес тесен çынран кулма, аллине çӗклеме, сирӗн хыççăн тӗпӗр хут калама  ыйтмалла. Питӗн пӗр енӗ хускалмасть, пӗр алли тепринчен çӳллӗрех хăпарать, е  уçӑмсӑр, çыхланса калаçать пулсан васкавлӑ пулӑшу чӗнмелле.

«Пӗтӗмӗшле илсен, чир 60 çултан аслӑраххисене пырса тивет, анчах ачасем хушшинче те тӗл пулма пултарать. Ку ачасен юн тымарӗсен çуралнă чухнеххи аномалийӗсемпе çыхӑннӑ – юн тымарӗсем  пусӑма чӑтаймаççӗ, татăлаççӗ» – пӗлтерчӗ ТР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ Марат Сайхунов.

Пресс-конференцире тухтӑрсем инсультӑн паллисене асăрхасан  медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра чӗнни пӗлтерӗшлӗ пулнине темиçе хутчен те палӑртрӗç. Анчах та, специалистсем каланă тӑрӑх, практикӑра лару-тӑру аванах мар.

«Пациентсенчен 30 проценчӗ çеç инсульт паллисене асăрхасан пӗр сехет хушшинче медицина пулӑшӑвне илме васкать. Ыттисем чылайӑшӗ инсульт хăйпе хăй иртсе каясса кӗтеççӗ», – пӗлтерчӗ Марат Сайхунов.

Çапла вара, тухтӑр палӑртнӑ тӑрӑх, çын хӑйӗн «ылтӑн сехетне» – чи тухӑçлӑ пулӑшу пама май пур вӑхӑта  çухатать. Пациент мӗн чухлӗ кӗтет, унӑн пурнӑçӗ çавӑн чухлӗ йывӑрланать, вилӗм хӑрушлӑхӗ те çавӑн чухлӗ ӳсет.

Нумай чухне ватӑ çын аптӑраса ӳкнине туйса ачисем е мӑнукӗсем патне шӑнкӑравлать. Вӗсем килеççӗ, ытти тӑванӗсем патне канаш ыйтма шӑнкӑравлаççӗ, вӑхӑчӗ вара иртет. Инсульт аталаннӑ кашни çеккунтра пуç миминче пиншер нейрон пӗтет. Вӑхӑтра пулӑшу илсен тухтӑрсем юн юхӑмне юсама пултараççӗ, ӗçлемен, анчах чӗрӗ пуç мимин клеткисене çӑлса хăвараççӗ. Пурнӑç вăрăмăшӗ ӳснӗрен, инсульт пулнӑ çынсен шучӗ те ӳсет. Ку ыйту çивӗчленнӗçемӗн çивӗчленсе пырать, халӑха хытах пӑшӑрхантарать.

«Хӑрушлӑх пур, анчах хытӑ пӑшӑрханма кирлӗ мар. Тутарстанра чи йывăр пациентсене те пулӑшу пама пур услови те туса панӑ. Регионсен хушшинчи клиникӑпа диагностика центрӗнче йӗркеленӗ хӑйне евӗрлӗ тытӑма палӑртас килет.  Чи çӳллӗ шайри специалистсем  унта Раççейри пур операцие те тӑваççӗ», –   палӑртрӗ ТР Сывлӑх сыхлав министерстви çумӗнчи Общество канашӗн председателӗ Чингис Махмутов.

Республикӑра юн тымарӗсен 20 центрӗ ӗçлет. Пӗр сехет хушшинче Тутарстанран (хăш районтан пулсан та) чирлӗ çынна МКДЦна çитерме май пур, апла пулсан унăн пурнăçне çӑлса хăварма пулать. Республикӑра васкавлӑ пулӑшу паракан ятарлӑ бригадӑсем инсульт пулнă пациентсемпе ӗçлеççӗ.

Каласа хăварас килет, инсультăн пӗр паллине çеç асăрхасан васкавлă пулăшу чӗнмеллине асра тытăр, иртет тесе ан шутлăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минздрав рт #ЗдоровьеТатарстан инсульт