Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ирада АЮПОВА: «КУЛЬТУРА ХĂЙХАЛЬЛӖХӖ – СУВЕРЕНИТЕТ ПАЛĂРĂМӖ»

ТР культура министрӗ Ирада Аюпова журналистсемпе тӗрлӗ интереслӗ вырăнсенче тӗл пулма кăмăллать. Çапла майпа республикăри культура отраслӗ мӗнлерех аталанса пынине ăнăçлă тӗслӗхсемпе çирӗплетсе парать. Йăлари пресс-конференци августăн 28-мӗшӗнче Ильяс Аухадеев ячӗллӗ Хусанти музыка колледжӗнче иртрӗ.

Мӗншӗн кунта? Мӗншӗн тесен нумай пулмасть музыка училищин çурчӗн пӗр пайне çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн реконструкцилесе пӗтернӗ. Колледж директорӗ Айрат Заппаров журналистсен тӗпрен юсавпа çыхăннă ыйтăвӗсене хуравланă чух çине тăрса юсав тенине реставраци сăмахпа улăштарчӗ. «Музыка училищин çурчӗ историлле пӗлтерӗшлӗ объект. Май килнӗ таран ăна мӗнле пур çапла хăварма тăрăшатпăр. Требованисемпе нормативсене шута илсе пӗр пайне хальхилле çӗнетрӗмӗр. Анчах историлле пайне çаплипех хăварасшăн, çавăнпа пире унта тӗпрен юсав кăна мар – реставраци кӗтет», – терӗ Айрат Агзамович журналистсене музыка колледжӗн класӗсем, студийӗсем, тӗрлӗ залӗсем тăрăх илсе çӳресе.

Сăмах май, ытти чух ку йышши экскурсисене Ирада Аюпова хăйех ирттерекенччӗ, хальхинче уçă калаçу ирттернипех çырлахрӗ. Сăлтавӗ министр питӗ те çӳллӗ кӗлеллӗ туфлипе килнинче, кăна вăл хăй те пытармарӗ. Кун йӗрки те пысăк пуçлăхсен хӗвӗшӳллӗ, тăкăс, ăна та ăнланмалла, министр та çын – ывăнать.

Малтанласа Ирада Аюпова журналистсем урлă тутарстансене çывхарса килекен Республика кунӗпе саламларӗ. «Хуть мӗнле территорин суверенитечӗн тӗп факторӗсенчен пӗри вăл – культура хăйхальлӗхӗ, культура еткерне упраса хăварма тăрăшни, ăна хисеплесе йышăнни», – терӗ министр.

Ку хутӗнче министрпа калаçу ытларах театр, кино, музыка искусствисен аталанăвӗпе тата ыйтăвӗсемпе, проблемисемпе çыхăнчӗ. Журналистсене Н.И.Фешин ячӗллӗ художествăлла училищӗн, Çамрăк куракансен театрӗн, цирк ӗçӗсем интереслентерчӗç.

Ирада Аюпова пӗлтернӗ тăрăх, культура еткерӗн объекчӗ тесе палăртнă Н.И.Фешин ячӗллӗ училищӗне кӗçех туристсемпе хăнасене, паллах, хула çыннисене экскурсипе кӗртме тытăнаççӗ. Çавна май халӗ  çӗнӗлӗхе учрежденин уставне кӗртессипе ӗç пырать.

 Реставраци ӗçӗсем кунта вӗçленмен-ха, пӗрремӗш тапхăрӗ 2018-2022 çулсенче пынă, юсав ӗçӗсем 565 миллион тенкӗпе танлашнă. Кӗçех иккӗмӗш тапхăрӗ пуçланмалла, вăл 849,8 миллион тенке ларать.

Палăртса хăварар, Хусанти художествăлла училищӗне 1900-1905 çулсенче Карл Мюфке архитекторăн проекчӗпе вырăс стильне пăхăнса тунă. Ку çурт чăннипех те хула архитектурин, культура историйӗн еткерӗ шутланать. Çавăнпа ӗнтӗ, министр шучӗпе, вăл вӗренекенсемшӗн кăна мар ытти çынсемшӗн те уçă пулмалла.

«Çамрăк куракансен театрне реконструкцилесси те темиçе тапхăрпа пурнăçланӗ. Ку нумай сийлӗ, комплекслă тата амбицилле проект. Укçа-тенкӗ енчен федераллă пулăшу илес тесе заявка та патăмăр. Чи малтан производство цехӗсенче, репетици залӗсенче аварилле ӗçсене туса ирттермелле», – пӗлтерчӗ Ирада Хафизяновна. Сăмах май, ТЮЗ та культура еткерӗн объекчӗсен шутӗнче. Çавăнпа федераллă шайра укçа-тенкӗ ыйтса илме çăмăл мар. Хăй вăхăтӗнче театр территорине, ун таврашне çӗнетессипе федераллă грант конкурсне те хутшăннă. Шел те, ăнăçман.

Кадрсем çинчен

Ирада Аюпова сăмахӗпе, культура отраслӗнче те кадрсен дефицичӗ  çивӗч тăрать. Ăна татса парассипе нумай ӗç тăвăнать ведомствăра. Икӗ çул каялла ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн ВГИКпа ГИТИС ертӳçисемпе – Владимир Малышевпа тата Григорий Заславскийпе тӗлпулăвӗ те çавсен шутӗнче.  Пӗрремӗш тӗлпулусем хыççăнах нумай проект  пурнăçланнă. ГИТИСпа ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетни те театр искусстви аталанăвӗшӗн усăллă, паллах. Килӗшӳ условийӗсемпе Тутарстан çулсерен 6 çынна ГИТИСа вӗренме яма пултарать, 3-шне очно майӗпе, тепӗр 3-шне – заочно. Ӗçе йӗркелесе пыма куратор вырăнне К.Тинчурин ячӗллӗ тутар патшалăх комедипе драма театрӗн  режиссерне Туфан Имамутдинова палăртнă. Министр сăмахӗпе, ку проект хута кайнă, ӗçлет. Хальхи вăхăтра тутар театрӗсем валли ГИТИСра 2 режиссера хатӗрлеççӗ.Унсăр пуçне ГИТИС Тутарстанăн театрӗсемпе пӗрлехи постановкăсем лартассипе те ӗçлет. Нумай пулмасть çакна Аслă Пăлхарта иртнӗ «Возрождение: Эпос в современном прочтении» фестивальте курма пултартăмăр.

Çитес вăхăтра, сентябрӗн 5-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ уçăлассине асăнса Ирада Аюпова регион киноискусстви малашне вăйлăрах аталанма пуçласса шаннине пӗлтерчӗ. «Çулсерен наци киновӗ вăйланса пырать. Енчен те маларах пирӗн киносем республика çыннисене тивӗçтермелли шайра кăна пулнă-тăк, халь ӳкерекеннисем çав картаран тухнă. Ягафаровăн «Исемесез», Рахимбайăн «Микулай» тата ытти кинофильмсем çӳллӗ шайра, тӗрлӗ кинопремисене тивӗçрӗç. Шанатăп, малашне пирӗн киносем тата та пахарах пулӗç», – терӗ министр.

Нумай паллă музыкант тухнă

 Министрпа тӗлпулу вӗçленсен Айрат Заппаров пире хаваспах колледжăн çӗнелнӗ пайӗпе паллаштарчӗ. Музыка училищин директорӗ пӗлтернӗ тăрăх, юсав ӗçӗсене çуртăн никӗсне çирӗплетсе инженери коммуникацийӗсене йăлтах çӗнетнинчен пуçласа чӳрече-алăк улăштарасси, сӗтел-пукана çӗнетесси таранччен тунă. Ку ӗçсем 200 ытла миллион тенке ларнă. Учрежденин историлле пайне реставрацилесси самаях хака лармалла – 400 миллион тенке яхăн е ытларах та. Паянхи кун колледжра бюджет майӗпе 300 студент вӗренет, тепӗр 60-шӗ тӳлесе. Каласа хăварас пулать, вӗренӳ класӗсемпе студисемсӗр, концерт залӗсемсӗр пуçне медицина блокӗ, баянсене юсассипе мастерской тата ытти хуçалăх пӳлӗмӗсем пур кунта.

И.В.Аухадеев ячӗллӗ музыка училищи Раççейӗпе те чи ваттисен шутӗнче. Ăна Рудольф Гуммерт 1904 çулта харпăр музыка шкулӗ никӗсӗнче йӗркелесе янă. Кунтан питӗ нумай паллă музыкант, вокалист, композитор тухнă, шутласа пӗтерес çук. Хăш-пӗрне çапах асăнса хăварар: паллă юрăçсем – Ильгам Шакиров, Ренат Ибрагимов, Венера Ганеева; композиторсем – Ренат Еникеев, Рафаэль Белялов, Лоуренс Блинов, Назиб Жиганов, Салих Сайдашев; пирӗн саманара вӗренсе тухнă Альбина Шагимуратова, Венера Гимадиева, Марина Нерабеева, Айдар Сулейманов тата ытти паллă юрăçсем Тутарстан ятне тӗнчери чи чаплă театрсенче çӳле çӗклеççӗ.

Тепӗр пресс-конференцие культура министрӗ тен циркра ирттермелле пулӗ тесе пӗлтерчӗ. Мӗншӗн тесен журналистсен унпа çыхăннă ыйтусем нумай. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура