Ирина БОЛЬШАКОВА: «МАНĂН КАЯ ЮЛМАЛЛА МАР, МАЛТА ПЫМАЛЛА, ТӖСЛӖХ КĂТАРТМАЛЛА»
«Сувар» вулакансем асăрхарӗç пуль ӗнтӗ, нумай пулмасть хаçатăмăрта çӗнӗ автор пичетленме пуçларӗ – Ирина Большакова.
Ачасем валли çырнă калавӗсем юлашки вăхăтра темиçе те пичетленчӗç. Пысăк мар калаврах кӗске предложенисемпе чуна тыткăнлакан пӗр-пӗр истори каласа пама пӗлет сăмах ăсти. Унăн калавӗсене эпир, редакцире ӗçлекенсем те, хапăл туса йышăнтăмăр, вулакансенчен те ырă хаклав сăмахӗсем илтсех тăратпăр.
Кам-ха вăл Ирина Большакова? Тӗлӗнмелле пултаруллă, талантлă, ырă кăмăллă çын. Ахаль çын кăна та мар – пысăк опытлă педагог. Ӗçе тӗплӗ тума хăнăхнă вăл. Вӗрентме тӗллев лартнă-тăк – вӗрентетех. Нумаях пулмасть Ирина Большакова калавсем çырма пуçланă. Вӗсене шутласа кăлармасть вăл – веçех пурнăçра чăн пулса иртни пирки çырать. Пысăк ăсталăхпа хайланăскерсенче е хăй тӗп сăнар, е унăн ытарайми ачисем, е Ирина Николаевна вӗрентекен шăпăрлансем... Çавăнпах интереслӗ те унăн калавӗсем.
Пирӗн хамăрăн çӗнӗ авторпа çывăхрах паллашса сире те, хаклă вулакансем, ун çинчен тӗплӗнрех каласа парас килчӗ. Эппин паллаштаратпăр. Пысăк стажлă вӗрентекен хăй çинчен хаваспах каласа пачӗ.
– Эпӗ 1973 çулхи ака уйăхӗн 10- мӗшӗнче çуралнă. Çемьере 5-мӗш ача. Пурӗ пӗрле саккăрăн – 4 ывăл та 4 хӗр – ӳснӗ эпир. Эпӗ чи пуянни, манăн виçӗ тете, икӗ аппа тата шăллăмпа йăмăк пур! Анне мана хăйӗн амăшӗн ятне панă, кукамай Ирина Алексеевна ятлă пулнă. Эпӗ вара Ирина Алексеева пулса çуралнă, – пуçларӗ сăмаха Ирина Николаевна. – Куршанкă Шăхаль, 40 килӗллӗ, çырма-çатраллă пӗчӗк ял Çӗпрел районне кӗрет. Пирӗн ялти шкул эпӗ ӳссе çитнӗ çӗре хупăнса ларчӗ. Манăн вара 1-мӗш класранах кӳршӗ ялти – Пуянкассинчи (Чăваш Енри Шăмăршă районне кӗрет) – шкула çӳреме тиврӗ, вăл пиртен 3-4 çухрăмра. Иван Андреевич Журавлёв, çав çулсенче «Дружба» колхоз председателӗ пулса ӗçлетчӗ, тăрăшнипе тата ял халăхӗ ыйтнипе 1986 çулта пирӗн ялти шкул çӗнӗрен уçăлчӗ. Анчах та эпӗ ун чухне 6-мӗш класа çӳреттӗм ӗнтӗ.
Вăтам пӗлӳ илнӗ хыççăн учитель пулма шутларăм. 1990 – 1992 çулсенче Ульяновск облаçне кӗрекен Сенгилей хулинчи учительсене хатӗрлекен училищӗрен вӗренсе тухрăм та яла ӗçлеме таврăнтăм. 22 çул тăван ялта ӗçлерӗм. Ӗçленӗ хушăрах Хусанти Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетне пӗтертӗм. Республикăн тӗп хулинче вӗреннӗ хушăра Хусан хулине пит кăмăлларăм.
Ачасем ялти шкулта çултан çул сахалланса пычӗç, унтан шкулта пӗртен-пӗр хӗрача тăрса юлчӗ. Эпир унпа килӗшӳ турăмăр. Настя Хурăнварти вăтам пӗлӳ паракан шкула куçӗ, эпӗ вара – Хусана. Каланă – тунă.
2014 çултанпа 5-6 çулти Хусан ачисене «Borita school» ятлă шкулта вулама-çырма, хушма-кăларма вӗрентетӗп, 1-мӗш класа кайма хатӗрлетӗп. Шкулне уçаканӗ, ертсе пыраканӗ манăн хӗрӗм Маргарита Сергеевна. Ытларах акăлчан, нимӗç, китай чӗлхисене вӗрентеççӗ, эпӗ вӗсемпе ăмăртмалла ӗçлетӗп, кашни уйăхра ман пата миçе ача çӳренине шутласах тăратăп. Манăн кая юлмалла мар, малта пымалла, тӗслӗх кăтартмалла.
Ку вӗренӳ çулӗнче ман пата 60 ача вӗренме çӳрет. Кашни ачан хăйӗн тӗнчи, хăйӗн шухăшӗ, хăйӗн туйăмӗ, хăйӗн пурнăç йӗрки. Хама курас килсен куçкӗски умне пымалла мар ман, хам вӗрентекен ачасем çине пăхмалла. Урок пӗтнӗ хыççăн тав тăваççӗ, пуç таяççӗ! Çакна асăрхарăм та шалт! тӗлӗнсе кайрăм. Ăçтан вӗсем çапла аслисене хисеплеме пӗлеççӗ-ха? Хам çине сăнасарах пăхрăм та çакна асăрхарăм – эп вӗсене пуç тайса сывлăх сунатăп иккен, пуç тайса ăсатса яратăп.
«Ман паян çуралнă кун!» – текен ачана ик алăпа йăтса илетӗп те маччана çити çӗклетӗп. «Эсир çакăн пек пысăк пулатăр-ха!» – тетӗп те ахăлтатса кулса ярать ача. Вӗренекенсем кулнине, чунтан ахăлтатнине питӗ юрататăп – кулни, савăнни вӗренӳре нумай пулăшать.
«Тата миçе минут вуламалла-ха?» – тесе ыйтсан: «Мӗн бензин пӗтнӗ машина пек лӗкӗрт-лӗкӗрт тăватăр? Халех бак тулли бензин яратăп!» – тесе чупса пыратăп та бензин янă пек сас кăларса илетӗп. Ачасем ахăлтатса кулаççӗ. Вуласа ывăннă ача та: «Полный бак!» – тесе кăшкăрса ярать те çӗнӗ вăйпа хăвăртрах та хытăрах вулама пуçлать.
Фойере хăшӗн ашшӗ, хăшӗн амăшӗ кӗтсе ларать. Урокран тухсан ман çине пăхса кулмасăр чăтаймаççӗ вара. «Ирина Николаевна, чăтăмлăх-тăк чăтăмлăх вара сирӗн», – теççӗ. «Тавах сире ачăра мана шанса панăшăн», – тетӗп. Çак сăмахсене кашни кунах кашни ачан ашшӗ-амăшне калама тăрăшатăп.
«Ăçтан-ха сирӗн вăй тухать?» – тесе ыйтаççӗ ӗçтешсем пӗрмай. «Юратуран! – тетӗп. – Юратсан ачи те лайăх, юратсан ачан ашшӗ-амăш те лайăх, юратсан çӗр çинче пурăнма та, ӗçлеме те лайăх!»
Манăн виçӗ мăнук. Аслă хӗрӗн, Катюшăн çемйинче (вăл тутара качча кайрӗ) икӗ ача ӳсет, Камилла тата Тимур. Вăтам хӗрӗн мăшăрӗ вырăс, вӗсен Илья ятлă ывăл ӳсет. Кӗçӗн ывăл, Ананий, 2023 çулхи раштав уйăхӗн пуçламăшӗнче салтакран таврăнчӗ, – çапла хăйпе ăшшăн паллаштарчӗ пире çӗнӗ авторăмăр Ирина Большакова.
Сире вара, хаклă вулакансем, унăн çӗнӗ калавӗпе паллашма сӗнетпӗр.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
И.Большакова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев