Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ирина Саригель Хусанта юрлать

Тӗрлӗ халăхсен хăй тӗллӗн юрă хайлаканӗсен хушшинчи «Çамрăк чӗресем» конкурс-фестиваль кăçал 5-мӗш хут иртет.

Унăн гала-концерчӗ апрелӗн 8-мӗшӗнче Хусанти «Юность» культура керменӗнче 11:00 сехетре пуçланать. Ыттисемпе пӗрле çак конкурс-фестивальте Пушкăртстанри чăвашсен «Канаш» общество организацийӗн ертӳçи Ирина Саригель те хутшăнӗ. Ирина Витальевна Сухарева чăвашла сăвă-юрă тӗнчинче çӗнӗ çын мар. Вăл Ӗпхӳри фольклорпа этнографилле «Нарспи» ансамблӗн пӗрремӗш аккомпониаторӗ пулнă. Нукăпа общество ӗçӗсӗр пуçне сăвăсем çырать, юрăсем кӗвӗлет, хăех юрлать те. 
Пушкăртстан хăнин чăвашла юррисене итлес текенсене апрелӗн 8-мӗшӗнче 11:00 сехетре Хусанти Жилплощадкăри (Химиксен урамӗ 11 çурт) «Юность» Культура керменне пыма чӗнетпӗр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев