Ирина Степанова: «Тăван ен историне кашнин пӗлмелле, тӗпчемелле»
Унăн ӗçӗсемпе Хусанти Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн ученӑйӗсем те усӑ кураççӗ
Нурлатра иртнӗ республика Уявне кайсан Мира Израт кӗнекисен куравӗ илӗртрӗ. Таврапӗлӳ ӗçӗпе хатӗрленӗ илӗртӳллӗ хуплашкаллăскерсем кашни иртен-çӳрене тыткăнларӗç пуль тетӗп. Хăйӗнпе çывăхрах паллашас тесе интернет урлă çыхăнса кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм.
– Ирина Михайловна, хăвăрпа тӗплӗнрех паллаштарсамăр тархасшăн: ăçта çуралнă, мӗнле çемьере?
– Эпӗ Ирина Степанова, 1968 çулхи февралӗн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче нумай ачаллӑ çемьере çуралнӑ. Манӑн атте – Михаил Егорович Михайлов, Савгачево ялӗнчен, анне – Мария Николаевна Михайлова, Чистай районӗнчи Анат Кăтратаран. Иккӗшӗ те Карл Маркс ячӗллӗ колхозра ӗçленӗ: атте – МТФ заведующийӗ, анне пӑрусем пӑхнă. Çемьере 6 ача ӳссе çитӗннӗ, эпӗ виççӗмӗш.
– Ăçта пӗлӳ илнӗ эсир?
– 1985 çулта Савгачевӑри вӑтам шкултан вӗренсе тухрăм. 1987 çулта Анат Камӑри педагогика училищине пӗтерсе пуçламӑш классен вӗрентекенӗн дипломне илтӗм. 1996 çулта Елабугăри физикăпа математика факультетӗнче «математика учителӗ» специальноçпа куçăн мар майпа вӗренме пуçларăм, каярахпа Çырчаллинчи пединститутра вӗçлерӗм.
– «Мира Израт» хушма ят мӗнле пулса кайнӑ? Вулакансемшӗн те кӑсӑклӑ пулӗ.
– Манӑн ят, Ирина, грек чӗлхинчен куçарсан «мир» тенине пӗлтерет, тӑван ялта мана Ира («а» саспалли çине пусӑм туса) тесе чӗнеççӗ. «Мир» сӑмахра икӗ сӑмах та пур. Атте каласа панӑ тӑрӑх, Израт вӑл – пирӗн мӑн асатте, ясак чӑвашӗ.
– Пӗчӗкренех калавсем çырма ӗмӗтленнӗ-и?
– Эпӗ таврапӗлӳçӗ-çыравçӑ пулма нихӑçан та шухӑшламан та, ӗмӗтленмен те. Ача чухне балерина е пуçламӑш классен вӗрентекенӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Аслӑ классенче университета юриста вӗренме кӗме ӗмӗтленеттӗм. Пирӗн атте историпе кăсăкланатчӗ, анне литературӑна юрататчӗ.
– Апла литература тӗнчине тем илӗртрӗ?
– Йăлтах хӑй тӗллӗн пулса тухрӗ. Чире пула юратнӑ ӗçе пӑрахма тивсен темшӗн учительсем тата ытти специалистсем ман пата диплом ӗçӗсем çырма пулӑшмашкӑн килме пуçларӗç. Эпӗ 10 диплом ӗçӗ çыртӑм. Хӗрпе пӗрле «Бизнес-план» республика проектне те хутшӑнтăм. Ун чухне хӗрӗм 9-мӗш класра вӗренетчӗ. Майӗпен Валентина Михайловна Михайловăпа (Кивӗ Мӑкшелӗнчи шкул вӗрентекенӗ) пӗрле ӑслӑлӑх ертӳçи пулса тӑтӑм. Республикӑри конкурссенче вӗренекенсем хӑйсем те призлӑ вырӑнсем йышӑннӑ. «Тӑван ен тӑрӑх çулçӳреве» тата «Вӗренӳ заведенийӗсен энциклопедийӗ» проектсем Тутарстанра чи лайӑх 10 инноваци проектне кӗнӗ. «Тӑван ен тӑрӑх çулçӳрев» проектпа килӗшӳллӗн хальлӗхе 63 кӗнеке çыртăм.
– Хайлавӑрсене критиклени çине мӗнле пӑхатӑр?
– «Собака лает, караван идёт» каларăш пур вӗт. Эпӗ хама кирлине тӑватӑп. Хама критикленине пăхсан пӗр кӗнеке те тухмастчӗ тесе шутлатăп.
– Кӗнекӗрсене çырнă чух Аксу çӗрӗпе çыхăннă сведенисен пысӑк архивне пухма пултарнă эсир. Хӑш çӑлкуçсенче информаци тупма май килнине калӑр-ха?
– Тӗп тӗллев – районта пурӑнакансем хӑйсен ялӗсем пирки мӗн пӗлнине тӗпчесе пӗлмелле. Раççей патшалăх авалхи актсен архивӗн (Мускав), ТР Наци архивӗн (Хусан) докуменчӗсене, район архивӗпе çемье архивӗсене тӗпе хурса çырмалла кӗнекесене. Тӗллеве пурнӑçланӑ, задачӑсене пурнӑçлатпӑр. Çӑлкуçсем питӗ нумай.
– Эсир Аксу районӗн историне халалланӑ кӗнекесем çеç пичетлесе кӑларнӑ-и? Вӗсем пирки каласа парсамӑр.
– Константин Малышева тав сӑмахӗ калас килет. Унӑн çӑмӑл аллинчен пуçланчӗ манăн ӗç-хӗл. Вӑл ун чухне «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗнче ӗçлетчӗ. Эпӗ унран канаш ыйтрӑм, вӑл пулӑшрӗ. «Новое время» типографие (Шупашкар) кайма сӗнчӗ. «Тӑван ен тӑрӑх çулçӳрев» ятпа пӗрремӗш кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Çаплах Алексеевски районӗнчи Шеме ялӗ çинчен, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗ çинчен, 3 кӗнеке Нурлат районӗнчи ялсем çинчен. Ыттисем вара Аксу районӗн çыннисем çинчен пулчӗç.
– Хӑвӑр ӗç-хӗлӗн тӗп тӗллевне мӗнре куратӑр?
– Тӗллеве пурнӑçланӑ, задачӑсене пурнӑçлатпӑр. Эпӗ телейлӗ çын, мӗншӗн тесен хамӑн пӗлӗве çынсене парса хӑваратӑп. Архив докуменчӗсем тӑрӑх çеç çырмалла.
– Сире нумайӑшӗ таврапӗлӳçӗ пек пӗлет. Историпе кӑсӑкланакансене мӗн сӗннӗ пулӑттӑр?
– Паллах, тăван тăрăх историне кашнин пӗлмелле, тӗпчемелле. Нумай çӗннине тупса вулатăн. Чи кирли, архив докуменчӗсем тӑрӑх çырмалла.
– Калӑр-ха, таврапӗлӳ ӗçӗнчи хăш çитӗнӗвӗрпе ытларах мӑнаçланатӑр? Е кашни кӗнеке хаклӑ-и?
– Тӑван ен историйӗпе çыхăнни, паллах. Вăл тӗп ӗçсенчен пӗри. Анчах та пур ӗç те кирлӗ. Эпӗ ахаль халӑхпа специалистсем валли çыратӑп. Манӑн ӗçсемпе Хусанти Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн ученӑйӗсем усӑ кураççӗ. Кӗнекесене хут тата электронлă вариантсемпе пичетлетӗп. Кӗнекесем ТР Наци библиотекинче, ТР Наци музейӗнче, район музейӗнче, библиотекӑсенче тата манӑн пултарулӑха кӑмӑллакансенче упранаççӗ.
– Сире таврапӗлӳ ӗçӗнче пысăк ӗç пурнăçланăшăн хисеплӗ ятсем те парса чысланă пуль?
– 2017 çулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш таврапӗлӳçисен союзӗ «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» ята пачӗ. Чӑваш çыравçисен III съездӗнче таврапӗлӳ ӗçӗсемшӗн медаль парса чысларӗç. 2017 çулхи чӳк уйӑхӗнчен ТР ЧНКА çумӗнчи Чӑваш çыравçисен союзӗн пайташӗ эпӗ. 2018 çулхи кăрлач уйăхӗнчен – Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн пайташӗ. Çаплах Чӑваш халӑх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн пайташӗ. 2019 çулта çак организацин «Культурӑн тава тивӗçлӗ деятелӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллипе чысларӗç. 2022 çулта Шупашкарти Наци библиотекинче иртнӗ Чӑваш таврапӗлӳçисен XIV съездӗнче Н.Я.Бичуринӑн «Таврапӗлӳри çитӗнӳсемшӗн» орденӗпе наградăларӗç.
– Малашнехи планăрсем мӗнлерех?
– Çӗнӗ кӗнеке çыратӑп – математика çинчен. Тата чи тӗп ӗç – 63 кӗнекене пурне те пӗрлештермелле, çӗнӗ хыпарсемпе пуянлатмалла.
– Тавах ыйтусем çине хурав пама вăхăт тупнăшăн. Малашне те вулакансене çӗнӗ кăларăмсемпе савăнтармалла пултăр.
– Тавтапуç!
Юрий АДЪЮТАНТОВ калаçнă.
И.Степанова архивӗнчи тата
автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев