Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИРИНА ТРЕТЬЯКОВА ТĂВАН ГИМНАЗИНЕ ÇӖНТЕРӲПЕ ТАВРĂНЧӖ

ТР Вӗрентӳ министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ӗçченӗсем çитес çул чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене уйрăм секцие пуçтарма шантарчӗç

Мартăн 28-29-мӗшӗсенче Хусанти 27-мӗш гимназире тăван чӗлхесен вӗрентекенӗсен мастер-класӗсен Пӗтӗм Раççейри «Туган тел» конкурсӗ иртрӗ.

Конкурс ӗçӗ секцисем çине пайланса пурнăçланать. Вырăс, тутар чӗлхисемпе вӗрентекенсем уйрăм секцисем çине пайланса ӗçлерӗç пулсан чăваш, мари, удмурт чӗлхисен учителӗсене пӗр секцие пуçтарнă. Мӗншӗн-тӗр кăçал мордва чӗлхине вӗрентекенсем пулмарӗç ку шутра. Чăвашсем шучӗпе республикăра виççӗмӗш тӗп халăх пулнине шута илсен ку тӗрӗс мар. Шкулсем кăна пирӗн 89. Те çавна пула, çулсерен асăннă конкурса чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем сахалрах хутшăнаççӗ. Пӗлтӗр 17 заявка килнӗччӗ,  кăçал 9. Вӗсене пурне те конкурсăн иккӗмӗш тапхăрне илнӗ. Заявка шучӗ сахаллипе мар, чăннипех те тивӗçлӗ ӗçсем ярса панăшăн.

Çапла Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен секцийӗнче марисемпе удмуртсемпе пӗрле 14 педагог пуçтарăнчӗ. Мастер-классене итлесе ларнă май чăваш чӗлхи учителӗсем самай лайăхрах, тӗплӗ хатӗрленсе килни палăрчӗ. Конкурс условийӗпе пӗр çӗнтерӳçӗне, икӗ призерпа виçӗ лауреата палăртмалла.  Вӗрентекенсен мастер-класӗсемпе проект ӗçӗсем çӳллӗ шайра пулнине шута илсен çӗнтерӳçӗсене палăртма çăмăл мар. Пирӗн хамăрăн вӗрентекенсене чи нумай вырăн парас килет пулин те ытти наци енчен те жюри пайташӗсем пур-çке. Çакна шута илмеллех, министерствăн позицийӗ те çапла. Çавăнпа ТР Вӗрентӳ министерствин представителӗсемпе хальхинче те чăвашсене уйрăм секцие пуçтарма ыйтрăмăр. Капла мари, мордва, удмурт учителӗсен те çӗнтерме шанăçӗ ӳсет, чăвашсемпе, вăйлă конкурентсемпе, тупăшма тивмӗ вӗсене.  Пирӗн вӗрентекенсене те кӳренчӗклӗ пулмасть. Кăçал пăр хускалчӗ пулмалла. ТР Вӗрентӳ министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ӗçченӗсем çитес çул чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене уйрăм секцие пуçтарма шантарчӗç. Ку енчен ЧНКА та пулăшасса шанатпăр, «Сувар» редакцийӗ те вăй çитнӗ таран тăрăшӗ.

Икӗ куна тăсăлнă конкурсăн пӗрремӗш кунӗнче вӗрентекенсем мастер-классем кăтартрӗç, иккӗмӗш кун – класс тулашӗнчи ӗçпе çыхăннă проектсем. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсенчен çаксем пулчӗç: Ольга Петровна Салюкова (Элкел, Кивӗ Матакри вăтам шкул), Ирина Леонтьевна Бикбова (Элмет, Кивӗ Патраклăри вăтам шкул), Надежда Николаевна Валиуллина (Апас, Азбабари вăтам шкул), Лариса Анатольевна Андреева (Пăва, Тури Лашчи тӗп шкул), Светлана Федоровна Савельева (Çӗпрел, Матакри вăтам шкул), Галина Николаевна Сандиярова (Çӗпрел, Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкул), Ирина Ивановна Третьякова (Анат Кама, 34-мӗш чăваш гимназийӗ), Алена Николаевна Торгашова (Теччӗ, Пухтелӗнчи тӗп шкул), Марина Николаевна Свежинкина (Пӗкӗлме, Наратлăри тӗп шкул).

Вӗрентекенсен ӗçӗсене суйласа илнӗ темăн актуаллăхӗпе пӗлтерӗшне, ăна творчествăлла пурнăçланине, темăна тарăн та хăйне евӗр уçса панине, наука енчен хаклă пулнине, аудиторипе профессилле шайра ӗçлеме пултарнине, мастер-класа вӗренекенсен потребноçӗсене шута илсе пурнăçланине – пӗтӗмпе вунă критерие пăхса хакламалла, проект ӗçӗсене ултă критерипе. Тема çӗнӗ пулмаллине те шута илмелле. Паллах, мӗнпур критерие тивӗçтерекен проект хатӗрлесси çăмăл задача мар, анчах пирӗн вӗрентекенсемшӗн мар. Республикăри чăваш шкулӗсенче çакăн пек педагогсем пурришӗн чăннипех савăнатăн.

Уйрăмах Алена Николаевна Торгашован, Ирина Ивановна Третьякован, Галина Николаевна Сандиярован, Лариса Анатольевна Андрееван, Ольга Петровна Салюкован, Ирина Леонтьевна Бикбован ӗçӗсене палăртас килет. Чăвашсем уйрăммăн пулнă-тăк, вӗсен хушшинче пайланатчӗç те малти вырăнсем. Надежда Валиуллинăна та палăртса хăварас килет. Унăн педагог пултарулăхӗ уйрăмах иккӗмӗш кун лайăх палăрчӗ. «Асанне арчи» проект хатӗрлесе вăл чăваш ачисене кăна мар шкулта вӗренекен ытти наци ачисене те чăваш халăхӗн культурипе, йăли-йӗркисемпе паллаштарать. Мастер-класра сахалрах балл пуçтарнипе кăна вăл çӗнтерӳçӗсен ретне кӗреймерӗ. Матакри вăтам шкулра ӗçлекен Светлана Савельева вара мастер-класс енӗпе вăйлăрах пулчӗ, проект ӗçне мӗнпур критерие тивӗçтермелле хатӗрлесен унăн та çӗнтерӳçӗ пулма шанăç пысăк. Марина Свежинкина пирки те çавнах калас килет. Хăйӗн мастер-класене вăл çӗнетнӗ ФГОСра креативлăх тӗп пайсенчен пӗри темăпа хатӗрленӗ. Тема питӗ те актуаллă, кирлӗ, усăллă.

Жюри пайташӗсем палăртнă тăрăх, чи интереслӗ проектсен шутӗнче шкул хаçачӗ кăларни (А.Н.Торгашова), чăваш халăхӗн йăли-йӗркисемпе, тум-тирӗпе ярминкке йӗркелесе паллаштарни (И.Н.Третьякова), чăваш халăхӗн тӗррин тӗнчипе паллаштарни (Г.Н.Сандиярова), чăваш пуканин историйӗпе паллаштарса ăна ăсталани (О.П.Салюкова), чăваш наци сувенирӗсене хатӗрлесси (И.Н.Бикбова) пулчӗç. Ирина Бикбован вӗрентекенӗ ăсталанă чăваш тумӗллӗ хир шăшине, сăмахран, кашни тыта-тыта пăхрӗ. Патраклă вăтам шкулӗ ку ӗçпе республика конкурсӗнче çӗнтерӳçӗ те пулнă. Алена Торгашова шкул хаçачӗпе паллаштарса хăй енчен çак ӗçе ытти чăваш шкулӗсенче те илсе пырсан аван пулмалли пирки каларӗ, Чăваш наципе культура автономийӗ  шкулсен хушшинче ятарлă конкурс йӗркелесен аван пулӗччӗ терӗ. Аван шухăш, ун пирки шутламаллах.

Тӗрӗссипе, чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем хăйсен профессилле шайӗпе тахçанах ахаль предметник  шайӗнчен иртнӗ. Вӗсем паян чăваш чӗлхин пуласлăхӗпе аталанăвӗн чи хӗрӳ пропагандисчӗсем. Нумай ӗç вӗсен тăрăшăвӗпе пулса пырать.

Анчах конкурс конкурсах, çӗнтерӳçӗ пурте пулаймаççӗ. Суйлав йывăр пулин те жюри çакăн пек пӗтӗмлетӳ турӗ. Пӗр саслăн пулса çӗнтерӳçӗне Ирина Третьяковăна суйларӗç. Призерсен шутӗнче Галина Сандияровапа Эвелина Михеева (мари чӗлхи вӗрентекенӗ)  пулчӗç. Лауреатсем – Алена Торгашова, Ирина Галиева (мари чӗлхи  вӗрентекенӗ), Татьяна Раимова (удмурт чӗлхи вӗрентекенӗ).

Чăваш учителӗсем пирӗншӗн пурте çӗнтерӳçӗ. Çавăнпа çавра сӗтел ларăвӗнче вӗсене Чăваш наципе культура автономийӗ енчен конкурса хутшăннисене пурне те мастер-класс темипе килӗшӳллӗ номинацисен çӗнтерӳçи пек дипломпа палăртма йышăну турăмăр.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев