Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ирӗке тухнă хыççăн вăл Илемтăва таврăннă

Совет саманинче, политика статйипе арестленӗ хыççăн, унăн хайлавӗсене пичетлеме пăрахнă, ячӗ шупкаланса манăçа тухса пырать. Анчах та пирӗн ентеше тата унăн пултаруллăхне манмалла мар,

 Тахçанах иртсе кайнă патша саманинче 1889 çулхи  июлӗн 17-мӗшӗнче Саратов кӗпӗрнинчи Кивӗ Лебежайски вулăсӗнчи Чăваш Кăлаткă ялӗнче (халӗ  Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Кăлаткă районӗ) 131 çул каялла пулас талантлă художник, сăвăç, çыравçă, прозаик Иван Игнатьевич Кураков (Курак Иванӗ) çуралнă.

Тăван ялта, чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ вăхăтрах Ваня пултаруллăхӗпе палăрнă. Тӗрлӗ мероприятисене хутшăннă, илемлӗ ӳкернӗ.

1904-1097 çулсенче Аçтăрханри ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ.Ăна ăнăçлă вӗçлесен вăл тӗрлӗ учрежденисенче художник-оформительте тăрăшнă.

1911 çулта ашшӗ вилнӗ хыççăн, тăлăха юлнă амăшне пулăшма яла таврăннă. Чăваш Кăлаткă ялӗнче, килти ӗçсемпе пӗрлех, вăл хăйӗн пӗлӗвне малалла тăсас тӗлӗшпе те вăй хунă. Вырăнти чиркӳ стенисене библи сюжечӗсемлӗ ӳкерчӗксемпе сăрласа илемлетнӗ.

1914 çул вӗçӗнче вăл  хăйӗн чунне çывăх ӗç шыраса Саратов кӗпӗрнинчи çав уездри Илемту чăваш ялӗнчи чиркӳ-прихут шкулӗнче художникра ӗçлеме пуçланă (Халӗ Пенза облаçӗ). Кунта вăл Домна Федоровнăпа çемье çавăрать.

Революци хыççăн вăл, аллине пăшал тытса,  темиçе çул рабочисемпе хресченсен çамрăк влаçне хӳтӗленӗ. Граждан вăрçи вӗçленсен чечеклӗ тавралăха – Илемтăва таврăннă, Кунта Иван Игнатьевич ялти клубпа тата библиотекăпа  ертсе пынă. Кунта унăн пултарулăхӗ самаях сарăлса кайнă. Стена хаçачӗсем кăларнă, плакатсем ӳкернӗ, пейзажсем, пысăк картинăсем çырнă. Ял çыннисем ыйтнипе ку тăрăхра тăтăшах лартакан концертсем валли чăвашла пьесăсем, сăвăсем, такмаксем, юрăсем çырнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗшпе виççӗмӗш вунăçуллăхӗсем пирӗн ентеш пултарулăхӗшӗн питӗ тухăçлă пулнă.

Çав çулсенче Иван Игнатьевич çӗршывăн тӗрлӗ облаçӗсенчи чылай хаçат-журналсенче, çав шутра Мускавра та пичетленет. Сăмахран, ЦК РКП(б) чăваш секцийӗ кăларса тăракан «Хресчен сасси» хаçатра та. Унăн чи пирвайхи, 1924 çулта пичетленнӗ хайлавӗ «Сухавçă» ятлă.

«Сунтал» журналта 1924 çулта «Уçтук» калав пичетленнӗ. Каярах унăн «Микула муч», «Сыванюка», «Хруша аслати» калавӗсем кун çути  курнă. «Паттăр» тата ытти поэмăсем те пур. 1926 çулта унăн «Сăвăсем» поэзи сборникӗ  пичетленсе тухнă.

Репрессисем вăхăтӗнче  интеллигенцин чылай представителӗсем Çӗпӗпӗре,  лагерьсене лекнӗ.  Çак шăпа Иван Игнатьевичран та айккинчен пăрăнса иртмен. 1930 çулхи март уйăхӗнче ăна политика статйипе арестленӗ, май уйăхӗнче  Казахстан ССРӗнчи Караганда ӗç лагерьне виçӗ çула ăсатнă.

Ирӗке тухнă хыççăн вăл Илемтăва таврăннă, 1937 çултанпа хӗвеллӗ  Турекменгире Байрам-Ала станцийӗ таврашӗнче пурăннă. Ӳнер мастерскойӗнче ӗçленӗ. 1942 çулта,  хăй 53 çулта чухне  вилнӗ.

Талантлă писателӗн, поэтăн, прозаикпа ӳнерçӗн, пирӗн ентешӗн, Иван Игнатьевич Кураковăн ытла вăрăм мар пурнăçӗ çутă çăлтăр пек ялтăртатса, куçа йăмăхтарса тăрать.

1989 çулта ăна реабилитациленӗ

Совет саманинче, политика статйипе арестленӗ хыççăн, унăн хайлавӗсене пичетлеме пăрахнă,  ячӗ шупкаланса манăçа тухса пырать. Анчах та пирӗн ентеше тата унăн пултаруллăхне манмалла мар,

Михаил Васильев,

Илемту ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев