Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ИРТНИНЕ ПӖТӖМЛЕТСЕ, ПУЛАССИНЕ ПАЛĂРТСА

Январӗн 17-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакансем çулленхи пуху ирттерчӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков çынсен умне тухса сăмах каларӗ. Муниципаллă йӗркеленӳ 2022 çулта пурнăçланă ӗçсене аса илчӗ, 2023 çулта тума палăртнисем çинче тӗплӗн чарăнчӗ.

Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗнче çулленхи пуху пулчӗ. 

Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхне икӗ ял кӗрет: 605 çын пурăнакан Çӗнӗ Йӗлмел тата 305 çынран тăракан Çӗнӗ Чукал. Пӗтӗмпе ял хутлăхӗнче 910 çын пурăнать. Кил-хуçалăхӗсемпе пăхсан Çӗнӗ Йӗлмел самай пысăк ял – 210 кил хуçалăхӗ унта, Çӗнӗ Чукалта вара икӗ хут сахалрах – 106 кил.

Ял хутлăхӗнчи социаллă объектсем, тӗпрен илсен, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче ӗçлеççӗ: пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул. Паян унта 66 ача вӗренет, 17 вӗрентекен вăй хурать. 200 вырăнлă Культура çурчӗ те ку ялтах; фельдшерпа акушер пункчӗ; ача сачӗ – 7 ача çӳрет. 1991 çулта Çветтуй аслă асап тӳсекен Дмитрий Солунский ячӗллӗ чиркӳ уçнă. Почта тата икӗ лавкка ӗçлеççӗ. 

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ демографи ыйтăвне те сиктерсе хăвармарӗ. 2022 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1 ача çуралнă, 7 çын вилнӗ; 4 çын пурăнма куçса килнӗ. Ялтан тухса каякансем те сахал мар – 28. Пӗлтӗр январь уйăхӗнчен кăçал январьччен ял халăхӗн шучӗ 30 çынна чакнă. 

Ял хутлăхӗнчи 910 çынран ӗçлекенсен шучӗ 324. Вӗсенчен ял хуçалăхӗнче 30 çын, бюджет организацийӗнче 35 çын тăрăшать. Инçет çӗрсене 60 çын ӗçлеме çӳрет. 

Ял хутлăхӗн территорийӗнче «Дрожжаное Рассвет-Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн предприятийӗсем пур.  «Çӗнӗ Чукал» филиалӗнче – 12 çын, «Çӗнӗ Йӗлмел» филиалӗнче 30 çын ӗçлет. 

Пухăвăн кун йӗркинчи черетлӗ ыйтусемпе полицин уполномоченнăйӗ аслă участковăй, полици майорӗ Алик Альбертович Якупов, Çӗпрел районӗн пушар хăрушсăрлăхӗн службин  ӗçченӗ Александр Витальевич Мердеев тухса калаçрӗç. Вӗсем иртнӗ çулталăка пӗтӗмлетсе профилактика ӗçӗсене тимлӗх уйăрмаллине астутарчӗç. 

«Дрожжаное Рассвет-Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн администрацийӗнчен Алексей Васильевич Храмов пулчӗ. 2022 çулта тунă ӗçсемшӗн ял халăхне тав туса кăçалхи плансемпе паллаштарчӗ. Пуху вӗçленес умӗн Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Ринатович Гафаров халăх умне тухрӗ. Вăл районăн 2022 çулти социаллă экономика аталанăвӗ çинчен каласа пачӗ, çынсен ыйтăвӗсене хуравларӗ, ӗçре, ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакансене Тав хучӗ парса хавхалантарчӗ.

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев