Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИСКУССТВĂЛЛА ИНТЕЛЛЕКТ – МАЛАШЛĂХ

Сентябрӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 16-мӗшӗччен Раççейри шкулсенче искусствăлла интеллект темипе иртекен «Цифра урокӗсенче» (https://урокцифры.рф/) ачасем технологи стартапӗн тапхăрӗсемпе паллашаççӗ.

 

Сбербанкăн «Вклад в будущее» ыркăмăллăх фончӗ хатӗрленӗ уроксене РФ Цифра тата Çутӗç министерствисемпе, «Цифра экономики» коммерцилле мар организаципе пӗрле ирттереççӗ. 

– Цифра трансформацийӗ пынă вăхăтра патшалăх цифра кадрӗсем хатӗрлесси, ачасене мӗн пӗчӗкрен IT-тӗнчипе паллаштарма майсем туса парасси çине тимлӗх уйăрать. «Цифра урокӗсенче» илнӗ пӗлӳ пысăк тупăшлă професси суйлама кăна мар, çӗнӗлле шухăшлама, çынсемпе хутшăнма та пулăшать. Хальхи вăхăтра РФ Цифра министерстви «Код будущего» проекта та хута ячӗ. 8–11-мӗш классем IT-курссенче тӳлевсӗрех вӗренсе программировани чӗлхине алла илме пултараççӗ, – пӗлтерет РФ цифра министрӗн çумӗ Николай Яцеленко кун пирки.

«Цифра урокӗсен» тӗллевӗ – ачасене искусствăлла интеллект çине тимлӗх уйăрттарасси, шухăшӗсене пурнăçа кӗртесси, искусствăлла интеллектăн майӗсене кăтартасси.

РФ Çутӗç министерствин Цифра трансформаци департаменчӗн директорӗ Андрей Горобец сăмахӗсемпе, цифра технологийӗсен тӗнчи кашни ӳсӗмри ачана кăсăклантарнипе «Цифра урокӗсене» 1 – 11-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӗрентӳ материалӗсенчен кашнин кăткăслăх шайӗ пур, вӗсем илнӗ хăнăхăва кура, тӗрлӗрен. Цифра компетенцийӗсене аталантарасси вӗрентӳ процесӗн уйрăлми пайӗ пулни ачана пулас професси енӗпе аталанма пулăшӗ.

«Цифра урокӗсенче» ачасене «технологи стартапӗ» ăнлав мӗне пӗлтернине ăнлантараççӗ. Тӗп тапхăрӗсемпе практикăра паллаштараççӗ. Урока ачасем видеолекци пек итлӗç. Занятисене 1–4, 5–7 тата 8–11-мӗш классене ăнланмалла йӗркеленӗ. Илнӗ пӗлӗве вăйă-тренажерсем çинче çирӗплетме май пур. Килти уроксем валли ятарлă мобильлӗ верси те хатӗрленӗ. Кун валли телефон тата интернет-çыхăну кăна кирлӗ.

Урок материалӗсене педагогсем валли занятисене мӗнле ирттермелли методика сӗнӗвӗсемпех яраççӗ. Вӗсенче çаплах шкулăн техника хатӗрӗсен шайне кура занятисене ирттермелли альтернативлă сценарисем те пур.

– Технопредпринимательство çинчен нумайрах пӗлес текенсем валли Сбербанкăн тата Sber AI çамрăкӗсем онлайн-вебинарсем те хатӗрлеççӗ.

Искусствăлла интеллект – хăвăрт аталанакан технологисенчен пӗри. Паян унпа кашни сфера анлă усă курать. Искусствăлла интеллект компетенцийӗсем кашни отрасле кирлӗ. Малашне вӗсен пӗлтерӗшӗ ӳссе кăна пырать. «Цифра урокӗ» проект ачасене искусствăлла интеллект пирӗн пуласлăх пулнине кăтартма пулăшать, – палăртать проектăн пӗлтерӗшне Сбербанк Правленийӗн Председателӗ Александр Ведяхин.

– Искусствăлла интеллекта тӗпчесси пурнăçри чăнлăх халӗ. Малашне çынсене вăл хăнăхнă задачăсене пурнăçлама пулăшӗ. Сбербанкăн Ыркăмăллăх фончӗн «Вклад в будущее» урокӗсене вӗрентӳ программине кӗртни шкул ачисене шухăшӗсене пурнăçа кӗртме, хăйне евӗрлӗ проект е сервис шутласа тупма пулăшӗ. Вӗрентӳ материалне кашни ӳсӗмри шкул ачи валли хатӗрленӗ. Педагогсен урокне интереслӗ те усăллă тума пулăшать, – тет «Цифровая экономика» АНО генеральнăй директорӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Дмитрий Тер-Степанов.

«Цифра урокӗсем» – Пӗтӗм Раççейри çулленхи акци. Кăçалхи шучӗпе 4-мӗш. Пӗлтӗр вун-вун педагог материалсемпе усă курса «Искусствăлла интеллект вӗрентӳре» занятисем ирттернӗ. «Цифра урокӗсенче» 1–11-мӗш классенче вӗренекен 3,5 миллион ача ларнă. 20 куна тăсăлнă проекта Раççейсӗр пуçне тата 127 çӗршыв хутшăннă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации