ИСКУССТВО СЫВАТАТЬ
Çамрăксем çынна хăйӗн сывлăхӗ çине тимлӗх уйăрма хăнăхтарасшăн
ИСКУССТВО СЫВАТАТЬ
Çамрăксем çынна хăйӗн сывлăхӗ çине тимлӗх уйăрма хăнăхтарасшăн
Хусан патшалăх культура институчӗ обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать. Кунта республика, Раççей шайӗнчи фестивальсем час-час иртеççӗ. Нумай пулмасть иртнӗ мăсăльман кинофестивалӗн площадкисенчен пӗри культура институчӗ пулчӗ. Халӗ авă, Хусанӗпе иртекен Халăхсен хушшинчи «Kazan Digital Week-2022» форум витӗмӗпе «Цифровая «Арт-терапия» хакатон ирттерчӗç.
Ăна сентябрӗн 16-мӗшӗнче Цифра аталанăвне пулăшассипе ассоциаци канашӗн председателӗ Рифкат Минниханов тата Культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева уçрӗç. Рифкат Нургалиевич: «Пӗлтӗр çур зал пушăччӗ, паян тулли. Çитессинче зала шăнăçайми çын пулӗ. Кăçал 3-мӗш хакатон иртет. Аслă шкулсенче вӗренекенсен пуласлăхӗ пур. Культура институтӗнче творчество çыннисем вӗренеççӗ, апла вӗсем темӗнле лару-тăрура та ӗçсӗр юлмаççӗ. Кăткăс ыйтăва творчество мелӗпе татса параççӗ. Студент стартапӗсене хутшăнакансем те нумай. Апрельте стартапсен хакатонӗ иртрӗ, 400 ытла ӗç тăратнă студентсем. Май вӗçӗнче иккӗмӗш тапхăрӗ иртрӗ. Раççей шайӗнче иртекен студентсен стартапӗсен хакатонӗнче çӗнтерекенсем 1 миллион тенкӗ илчӗç. Ку енӗпе çитӗнӳсем тума культура институчӗн резервӗ пур. Паян цифровизаци ыйтăвӗсене пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Культура инс-
титучӗ ку енӗпе малта пырать. Çак хакатонра çӗнтерекенсене «Kazan Digital Week-2022» пӗтӗмлетӗвӗнче, сентябрӗн 23-мӗшӗнче, ТР премьер-ми-
нистрӗ сертификатсем парӗ».
Роза Ахмадиева хакатона хутшăнакансене тав турӗ хăйӗн саламӗнче. Культура институчӗ Хусанта цифра трансформаци-
йӗн лидерӗ пулнине астутарчӗ тата Тутарстанри творчествăпа çыхăннă аслă шкулсене ку енӗпе ертсе пыни çинчен пӗлтерчӗ. Чи пӗрремӗш хакатона халăх илемлӗ культурине халалласа ирттернӗ. Çавăнта студентсем шутласа кăларнă ӗçсенчен хăшӗсемпе усă курса культура институтӗнче инжиниринг цент-рӗ виртуаллă тренажер хатӗрленӗ. Унпа студентсем усă кураççӗ кулленхи вӗренӳре. Çавăн пекех «Цифровая «Арт-терапия» уçăлнă çӗрте ТР Культура министерствин, ТР Вӗрентӳ минис-
терствин, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин, «Çӳллӗ технологисен сферинчи технопарк «IT-парк» ПУА, Хусан патшалăх медицина университечӗн ӗçченӗсем пулчӗç.
Израиль патшалăхӗн Вӗрентӳ министерствин посланникӗ Анна Озер çамрăк программистсене Израиль патшалăхӗн вӗрентӳ министерстви ятӗнчен, ЮНЕСКОн халăхсем хушшинчи хутшăнусен уйрăмӗн ятӗнчен саламларӗ. Хакатона хутшăнакансен умӗнче пысăк пуласлăх пулнине палăртрӗ Анна Яковлевна. Вӗсем хăйсен, ачисен пуласлăхне тăвакансем пулнине аса илтерчӗ. Творчест-
вăра çитӗнӳсем, ăмăртура çӗнтерӳсем сунчӗ хакатона килнисене.
IT-индустрин çăлтăрӗсем
Кун пек хакатон виççӗмӗш хут иртрӗ культура институтӗнче. Унăн кураторӗ Анастасия Николаевна Малькова акă мӗн каласа пачӗ пире: «Цифровая «Арт-терапия» программăсем çырассипе, мобильлӗ приложенисем туса кăларассипе аппаланакансем, интерфейссем тума хăнăхакансем пухăннă кунта. Асăрхарăр ӗнтӗ, хакатонăн ячӗ «Цифровая «Арт-терапия», апла çак ӗçсем пурте искусствăпа, сывлăхпа çыхăнмалла. Çамрăк программистсем командăсемпе ӗçлерӗç. Каласа хăварар, çулӗсемпе вӗсем тӗрлӗрен, вăтам шкулта вӗренекенсем те пур – 4 команда. Ыттисем студентсем. Кăçал пирӗн хакатонра 12 команда, пӗтӗмпе 50 çын хутшăннă. Тутарстанран Пӗкӗлме, Анат Кама хулисенчен килнӗ. Шупашкартан та пулчӗç хутшăнакансем.
Хакатона Атăлçи округӗнчи тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсене хутшăнтарма тӗллев лартнă. Малтанах 30 команда хутшăнма кăмăл тунă унта. Анчах Хусанта пӗр вăхăтрах пилӗк хакатон иртнипе чылайăшӗ культура институтне çитеймен. Урăх тематикăсемпе иртекен хакатонсене хутшăннă хăшӗсем. Çавăнпа командăсен шучӗ кăшт иксӗлнӗ, çав вăхăтрах регионсен шайӗн-
чи хакатон Раççей шайне çӗкленнӗ – Дагестан студенчӗсем (Махачкала) хутшăнчӗç.
Икӗ куна тăсăлчӗ IT-индустрин пулас çăлтăрӗсен ăмăртăвӗ. Çак тапхăрта командăсем пӗр-пӗр тема суйласа илсе чăн-чăн пурнăçа тивӗç проект ăсласа кăларнă, хӳтӗленӗ. Чылайăшӗ çул çитмен ачасемпе çыхăнтарнă проекчӗсене. Тӗслӗхрен, «Туда и обратно» çул çитмен ачасен психологипе çыхăннă проблемисене татса пама меслет шырать. Çак тӗллевпе тунă сайт урлă ача психологран пулăшу ыйтма пултарать, унăн учет çырăвӗпе усă курса ашшӗ-амăшӗ те çав психологпа канаш-
лайӗç.
Çамрăк программистсене итлеме кăсăк пулчӗ, хăшӗсем чăнах та пурнăçра усă паракан интереслӗ сайтсем, приложенисем шутласа кăларнă. Тӗслӗхрен, 10-мӗш класра вӗренекен виçӗ хӗрача Е.Блохина, А.Ахмадеева, А.Яшина «Сердце жизни» проекта ӗçе кӗртесшӗн. Ăна инклюзивлă ачасем валли шутласа кăларнă. Хӗрачасем пурте аниматор пулса тăрăшаççӗ. Ӗçре сусăррисен пурнăçӗ, хутшăнăвӗсем çăмăл маррине те пӗлеççӗ. Онлайн форматпа вăйă терапине шутласа кăларнă. Телеграм-каналра шутланисене пурнăçласшăн. Унта тӗрлӗ вăйăсем, флешмобсем ирттереççӗ. Тӗслӗхрен, вӗсен унта юмах терапийӗ пур. Музотерапи, вырсарникунхи çурта – хӗрсен идейисем нумай. Шел, вӗсен проекчӗ çӗнтерӳçӗсен шутне кӗреймерӗ.
Чăннипе усăллă
Сентябрӗн 17-мӗшӗнче программистсем хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç, вӗсем пур-
нăçшăн кирлӗ иккенне ӗнентерчӗç тата экспертсен ыйтăвӗсем çине хуравларӗç. Çа-кăн хыççăн жюри çӗнтерӳçе палăртнă вăхăтра залра пӗтӗмлетӳсем кӗтекенсем валли «Ибн Фадлан» документлă-
илемлӗ фильм кăтартрӗç.
Çӗнтерӳçӗ Хусан патшалăх культура институчӗн команди «Пингвины Мадагаскара» пулчӗ, вăл 150 пин тенкӗлӗх сертификат çӗнсе илчӗ. Тӗспе тата музыка терапийӗ çинчен вӗсен ӗçӗ. Кӗске тестпа çыннăн эмоци шайне палăртнă хыççăн приложени выляма сӗнет. Ӳсен-тăран вăрри ӳкерчӗке сăрлать. Мӗнле тӗссем суйласа илни çын хăйне мӗнлерех туйни çинчен калать. Енчен те вăйă пуçламăшӗнче суйласа илнӗ тӗссем тӗттӗм, хурлăхлă кăмăла палăртаççӗ-тӗк, вăйă вӗçленнӗ çӗре тӗссем улшăнаççӗ, савăнăçа, лăпкăлăха палăртаççӗ.
II вырăна «Dr.dev» Хусан патшалăх университечӗн информаци технологийӗсен тата интеллект тытăмӗсен институчӗ тухрӗ, 100 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗçрӗ. Нумай вăхăт компьютерпа ӗçлекенсене тимлӗхе çухатасран виджет шутласа кăларнă вӗсем. Кашни сехетрен вăл çынна канса илме вăхăт çитнине аса илтерсе ансат вăйă выляма сӗнет. Çакăн хыççăн компьютер умӗнчи çыннăн тимлӗхӗ «таврăнать».
III вырăна «MaxTrade» Дагестан студенчӗсем йышăнчӗç. Çамрăксем акă мӗн асăрханă: çынсем сывлăх сыхлав учрежденийӗсене çӳреме юратмаççӗ, профилактика сывлăх тӗпчевӗсем сахалăшне интереслентереççӗ. Лару-тăрăва улăштарма, çынна хăйӗн сыв-лăхӗ çине тимлӗх уйăрма хăнăхтарасшăн çамрăксем. Фитнес-браслет пулăшăвӗпе программа çыннăн сывлăхне тӗпчет, вăл е ку тухтăр патне кайма канаш парать.
Хакатон вӗçленнине пӗлтерсе Р.Н.Минниханов, ТР культура министрӗн çумӗ Д.Д.Натфуллин, Р.Ш.Ахмадиева ректор, Хусан патшалăх культура инс-
титучӗ вӗрентӳпе воспитани ӗçӗн проректорӗ Т.В.Леонтьева сцена çинчен студентсене ырă сăмахсем каласа малашне те çакăн пек ăмăртусене хутшăнма хавхалантарчӗç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем ХПКИ
сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев