Истори паркӗ "Раҫҫей – манӑн истори" Тутарстан Республикинче
Концепципе тата пӗлтерӗшӗпе чи анлӑ мультимедиа куравне пирӗн ҫӗршыври живописецсен 200 ытла шедеврне кӗртнӗ
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Асӑнупа мухтав ҫулталӑкне ирттернине халалласа 23 регионра "Ӑрусен астӑвӑмӗ" мультимедиа куравӗ иртет. "Раҫҫей – манӑн истори" аваллӑх паркӗсен ассоциацийӗ РФ Культура министерстви пулӑшнипе "Ӑрусен астӑвӑмӗ: Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ӳнер искусствинче" мультимедиа куравне ирттерет. Хусанта экспозици "Раҫҫей – манӑн истори" истори паркӗн площадкинче сентябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Концепципе тата пӗлтерӗшӗпе чи анлӑ мультимедиа куравне пирӗн ҫӗршыври живописецсен 200 ытла шедеврне кӗртнӗ. Хальхи цифра технологийӗсем тата оборудовани пулӑшнипе экспозиции кашни картинӑна спецэффектсем кӗртнӗ. Ҫапла майпа картинӑсем хӑйне евӗр мини-новеллӑсене ҫаврӑнӗҫ.
Аркадий Пластов, Павел Корин, Александр Дейнеко, Александр Лактионов тата ыттисен ӳкерчӗкӗсенчи хусканакан сӑнарӗсем искусствӑна юратакансене хӗрӗхмӗш ҫулсенчи пурнӑҫа кӑтартӗҫ. Ун чухнехи полотносен чӗрӗлсе тӑнӑ сӑнарӗсене курни вӑрҫӑ свилетелӗсене курни пекех.
Аркадий Пластовӑн "Фашист пролетел" компощицийӗнче мессершмидт вӗҫсе иртсе кайнӑ сасӑ илтӗнет, Гелий Коржевӑн картининче уйрӑлу саманчӗн юлашки ҫекунчӗсем краскӑра хытса ларас вырӑнне хронометражлӑ пулса тӑраҫҫӗ...
Ҫакӑ веҫех видеомэппинг, лазер проекцийӗн оборудованийӗ, тачскрин-панельсем пулнипе йӗркеленсе пырать. Проекта ҫулталӑк ытла хатӗрленӗ. Экспозицире 8 тематикӑллӑ зал, вӗсем ҫӗршыври 45 музейри кариинӑсене пӗрлештернӗ. Курав "Раҫҫей – манӑн истори" мультимедиа паркӗнчи 2-мӗш павильонра сентябрӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлать. Вӑл 10:00 сехетрен 19:00 сехетчен пырать.
Ыйтса пӗлмелли телефон: 267-42-04
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев