Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Итиль 2023»: кинопа концерт та куртăмăр, лекци те итлерӗмӗр, мастер-классене те хутшăнтăмăр, тутлă апат та çирӗмӗр

Августăн 12-мӗшӗнче Хусанти М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче виççӗмӗш хут «Итиль» этнофестиваль иртрӗ. Ăна Хусан хула администрацийӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш хут фестиваль 2021 çулта пурте лайăх пӗлекен Чаша çывăхӗнче пулнăччӗ. Юлашки икӗ çул М.Горький ячӗллӗ паркри çерем çинче иртрӗ. Çемьепе канакансем те, юлташӗсемпе уçăлма тухнисем те – никам та хăйне юттăн туймарӗ.

Фестиваль шăп кăнтăрла уçăлчӗ. Çакăнтах тӗрлӗ халăх апатне тутанма май  пулчӗ – удмуртсен темиçе тӗрлӗ рецептпа хатӗрленӗ перепечи, Свияжск икерчисем, вегетарианецсен кухни, паллах, тутарсен эчпочмакне тутанмасăр иртме пулмарӗ. Каçхине 10 сехетре фестиваль вӗçленичченех тараватлăн хăналарӗç фестиваль хăнисене. 

Кухньăсен çывăхӗнчех ал ăстисен лавккисем ларса тухнă. Палланă сăнсене курсан иртнӗ фестивале хутшăннисем кăçал та килнине ăнланатăн. Çакă ырă паллă – пӗр енчен илсен, лайăх ăстана йӗркелӳçӗсем татах чӗнни куçкӗрет, тепӗр енчен, фестивале çӳллӗ шайра йӗркелекенсем патне ăстасем шанса, хавхаланса килнине те ăнланмалла. Апла, «Итиль» чăннипех 2-3 хут иртекенскер мар, пысăк малашлăхлă фестивальсенчен пӗри пулни куçкӗрет. Çитменнине çуллен çӗнӗлӗхсем кӗртеççӗ фестиваль ӗçне. Ӳссе-çитӗнсе пыракан «Итильшӗн» ку ырă паллă.  

Ал ăстисен сӗтелӗсен хушшинче Шупашкартан килнӗ OMLA та пур. Латуньрен чăваш тӗррисемпе эрешлесе тунă çӗрӗсем, кулонсем, сулăсемпе алкасем нумайăшӗн кăмăлне каять. Çак капăрлăха ăсталаканӗ, сутаканӗ Людмила Семенова. Ăна ку ӗçре Вадим мăшăрӗ пулăшать.  

Фестиваль ӗçне кăçал «Лекторий» ятлă площадка хутшăнчӗ. Унăн хăйӗн анлă программа: Атăл тăрăхӗнчи халăхсен историйӗ, йăли-йӗрки çинчен лекци итлеме пулчӗ. Хыççăнах калаçу-дискусси пуçланчӗ. Лекторин виççӗмӗш пайӗ – Ильшат Рахимбай кинорежиссерăн «Микулай» киносеансӗ. Çак кинолентăпа кăсăкланакансем нумай пулчӗç – ларма вырăн çукчӗ. Кино вӗçленсен режиссерпа тӗлпулу иртрӗ. 

Атăл тăрăхӗнчи халăхсен тӗррисем те пӗрремӗш хут илем кӳчӗç фестиваль тӳремне. Эльмира Низамеева ӳнерçӗ-дизайнер интерьера хăтлăх кӗртекен панно ăсталассипе маттур. Халӗ те вăл хăйӗн çулӗнчен пăрăнман – наци тӗррисене сийӗн-сийӗн майлаштарса тӗрӗ ӳкерчӗкӗ тунă. Кашни халăхăн тӗррипе юнашар кӗскен çырса кăтартни пур. Ачасем, çамрăксем, аслăрах çултисем – чарăнсах интересленсе тишкерчӗç дизайнерăн ӗçӗсене.

Ачасем валли йӗркеленӗ мастер-классенче «Абый&Сабый» ремесласен центрӗн ӗçченӗсем наци орнаменчӗсемпе усă курса брелоксем, сувенирсем ăсталама вӗрентрӗç. Юнашарах халăх вăййисем выляма площадка уйăрнă. «Городки» пит килӗшрӗ фестивале пынисене. Ачасем çеç мар, çитӗннисем те тăрăшса тӗллерӗç пӗчӗк пуленккесенчен купаласа тунă кӗлеткене персе лектерме. Анчах пит çăмăл мар иккен çакна тума. Пурин те пулмасть. 

Яланхи пекех, пухăннисене çаран вӗçӗнчи пысăк сцена хăй патне илӗртрӗ. Кунти концерт никама кăмăлсăр хăвармӗ. Пӗлтӗр Хусанти «Shanu» этно-джаз ушкăн чăваш юррисемпе савăнтарчӗ, кăçал «Shanu»  солистки Вера Кожеманова ыттисене курма-итлеме-канма килнӗ. Эпир ăна OMLA сӗтелӗ умӗнче капăрлăх суйланине куртăмăр. 

Сцена çинче пӗр тапхăр Августа Уляндинан «Ярды» ушкăнӗ хуçа пулчӗ. Шупашкарти «Восторг» Халăх ташă театрӗн (ертӳçи Людмила Панфилова) пикисем ташă эрешӗсемпе пулăшрӗç коллектива. Куракансем питӗ ăшшăн йышăнчӗç, вӗсенчен чылайăшӗ чăвашсем пулни пирки иккӗленместпӗр. Августа Васильевнăпа пӗрле юрă юрласа тăпăр-тăпăр ташлама кам пултарӗ тата Хусан сцени умӗнче?

Фестиваль концертне кăçал Удмурт Республикинчен «Птица Тылобурдо», MURT UDMURT ансамбльсем, Самарăран «Тяготение» ушкăн хутшăнчӗç. Тутарстанран артистсем чылайăн пулчӗç: «Дышать», «qaynar», «Biroka» тата Альбина Файзуллина. Пушкăртстанран тата Мордови Республикинчен пӗрерӗн сцена çине тухрӗç – «OЙМЕ» (Мордови) тата Айдар Исхаков (Пушкăртстан).

Фестивалӗн хедлайнерӗсем кăçал – Санкт-Петербургри Settlers ушкăн тата Мускавран килнӗ Сюзанна юрăç.

Çанталăкӗ те ырă тăчӗ çак кун, йӗркелӳçӗсем кашнин кăмăлне шута илсе çынсене мӗн-тӗр çӗннипе, киввине манăçма памасăр интереслентерме тăрăшни куçкӗрет, шутланине питӗ аван пурнăçланă. Концерта хутшăннă ушкăнсемпе юрăçсен пултарулăхне те ырласа мухтамалла. Анчах хальлӗхе «Итиль» фестивалӗн ырă ячӗ пит аякка саланманни те курăнать. Кӳршӗллӗ Мари Республикинчен, тӗслӗхрен, никам та пулмарӗ: апатпа хăналакан та, тавар сӗнекен ал ăстисем те, юрăçсем те. Самарăран та пӗртен-пӗр музыкантсен ушкăнӗ çеç пулчӗ. Килес çулах фестивале хутшăнакансен йышӗ ӳсессе шанатпăр.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: этнофестиваль