Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ИТИЛЬ» АТĂЛÇИ ХАЛĂХНЕ ПӖРЛЕШТЕРЕТ

Ку тăрăхра пурăнакан халăхсен культурипе паллаштаракан фестивальте тăваттăмӗш хут пултăмăр

Хальхинче те «Итиль» Хусанти Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче пулчӗ. Çулӗсемпе фестивале пит ватă тееймӗн, апла пулин те йӗркелӳçӗсем çак вăхăтра ыттисенчен уйрăлса тăракан хăйнеевӗрлӗхсене типтерлӗн упрани курăнать. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр пӗрремӗш хут уçăлнă лектори палатки. Унта Ильшат Рахимбайăн «Микулай» илемлӗ фильмне пăхса сӳтсе явнăччӗ. 

 

Кăçал лекторие дизайнерсемпе музыкантсем пухăнчӗç, халăх искусствине тӳпе кӗртме хăюлăх çитерекен çамрăксем паянхи юхăмсем çинчен каласа пачӗç. Шупашкартан килнӗ Юма Андреева дизайнер та пулчӗ унта. Вăл хăйӗн «Тăнăç» бренчӗпе паллаштарчӗ, паллах, ăстан ал ӗçӗсене кăмăлланисем туянчӗç. Çавăн пекех Юмăн «Вупăр» вăйă карточкисемпе çыхăннă (пурте лайăх пӗлекен «Мафия» вăййа аса ил­терет) проекчӗ те интереслӗ. Ыт­ти çулсенчи пекех фестиваль тӗрлӗ площадкăсене пӗрлештерчӗ. Тӗп сцена çинче фестиваль уçăлнăранпах концерт пычӗ. Концерта Шупашкартан килнӗ «ЯлАр»  (хард-рок, гранж) ушкăн уçмаллаччӗ, анчах Владимир Денисов çемйинче инкек пулнипе музыкантсем Хусана килеймен. 

 Тутарстанра 173 тӗрлӗ наци çынни пурăнать. Республикăра нацисен хушшинчи килӗшӗве тытса пыма тăрăшни кашни мероприятирен, социаллă ыйтусене татса панă чух та курăнать. «Итиль» «Пурнăç йывăççи» пекех Тутарстан çӗрӗ çинче авалтан пӗрле пурăннă 8 халăх культурине кăтартма тăрăшать. Анчах «Пурнăç йывăççинче» эпир халăхсен фольклорне, наци йăлисене ăруран ăрăва куçарса пӗр улăштарми куракан умне кăларнине куратпăр-тăк, «Итиль» халăх юрри-кӗввине çамрăк ăрусем мӗнле ăнланнине, малалла аталантарнине кăтартса парать. Ку çамрăксене, халиччен халăх юрри-кӗввипе пач интересленменнисене кăсăклантарать, тепӗр енчен илсен – юрăçсене, музыкантсене хăйсен пултарулăхне пурнăçлама пулăшать. Тӗрлӗ наци музыканчӗсемпе дизайнерӗсене пӗр-пӗринпе хутшăнса тăван халăх фольклорӗнче кӳршисен йӗрӗсене асăрхама пулăшать. Кун пирки «Итильте» Удмурт Республикинчи Игра ятлă пӗчӗк поселокран килнӗ «Питыран» (кустăрма) проект авторӗ Василика Касаткина каласа пачӗ. Хусанта ювелира вӗреннӗ хӗр килне таврăнсан йӗркеленнӗ çемье бизнесӗ. Капăрлăхсем те, тум-юм та хатӗрлеççӗ вӗсем. Василика фестивальте амăшӗ наци кӗписене тӗпченӗ май халăхсем пӗр-пӗринпе тачă çыхăнса пурăннине асăрхани çинчен каласа кăтартрӗ. Тен, «Питыран» çакна асра тытнипе этностильпе хатӗрленӗ тумсене удмурт­сем çеç мар, ытти халăх çыннисем те кăмăлласа туянаççӗ? Эпир пурте аван пӗлекен SHANU солистки Вера Кожеманова та туяннă «Питыран» кӗпине, Юма Алексеева илемлӗ тутăр илнӗ, çавăн пекех капăрлăхсем хăвăрт саланаççӗ шукăль тăхăнма юратакансен хушшинче.  

Кăçал «Итиль» сцени çинчи концерт программинче 12 ансамбль пулчӗ. Паллах, Тутарстанран пӗр ансамбль кăна мар. Анчах ытти регионсенчи музыкантсемпе те паллашма май пулчӗ. Хусантан «Zakaria» ушкăн тата вырăс, ытларах казак юрри-юмахӗсене паянхи куракан патне çитерме тăрăшакан «Кружево» ушкăн пулчӗ. Ушкăнăн ертӳçи Иван Бажан юмахсен сăнарӗсене паянхи вăхăта куçармалла тесе шутлать. Енчен те аслă ăрурисем вӗсене ачасене хăратма каласа панă-тăк, халӗ интереслентермелле, ырă енӗсене пытармалла мар. Тӗслӗхрен, Баба Яга усал карчăк, ачасене кăмакара пӗçернӗ теççӗ юмахсем. Тен, вăл ачасене кăмакана пӗçерме лартман, ăшă кăмакана сипленме лартнă? Ытарлăн каланине асăрхама пӗлмелле тет вăл. И.Бажан классика академийӗн пӗлӗвне илнӗ, вӗреннӗ вăхăтрах чиркӳ хорӗнче те юрланă. Фестивальте «Кружево» казак кӗввисемпе пӗрлех романссем те юрларӗ. Кăçал Иннополисран та «Тамай» ушкăнăн рок-спектакльне пăхма кăсăк пулчӗ. Пушкăрт Республикинчен, Омск облаçӗнчен, Мускавран, Крымран килнӗ музыкантсем. 

Кăçалхи «Итиль» хедлайнерӗ Петр Налич пулчӗ. Вăл «Евровидение» юрă конкурсне те хутшăннă, пӗлтӗр иртнӗ «Сотворение» фестивале те килнӗ. Илемлӗ тембрлă баритона итлеме кăмăллă – гитарăпа романс юрлать-и, испанла шăрантарать-и... 

Хальхинче Петр Налич фес­тиваль тематикине кура ятарлă программа хатӗрленӗ. Итлеме те, ташлама та май пулчӗ.

Ача-пăча площадки, фуд-корт­сем яланхи пекех халăха пухакан вырăнсем пулчӗç. Çумăр çуни йӗркелӳçӗсене те, фестивале хутшăнакансене те, куракансене те хăратаймарӗ.

 

Татьяна ТАРАСОВА.

Сăнӳкерчӗк 

«Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев