Юбилей çулталăкӗнче асăнмалăх пултăр
Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче Юркка Иванӗн çурт-музейӗн çумӗнче вырăнти таврапӗлӳçӗсене халалласа пысăках мар скульптура композицине вырнаçтарнă. Унăн авторӗ паллă скульптор Сантăр Пикл.
10 çул каялла Сантăр Пикл Юркка Иванӗн çурт-музейне ӗнтӗ пӗр юпа ăсталаса парне тунăччӗ. Унăн ячӗ «Куйкăрăш». Анчах та вăхăт урамри йывăççа, вăл юман пулсан та, хӗрхенмест. Хальхи палăк çӗрмест – бетонран ăсталанă ăна ӳнерçӗ.
Чăвашсен пирвайхи профессионаллă çыравçисенчен пӗри, этнографире те сахал мар çитӗнӳсем тунă. Тӗслӗхрен, Николай Ашмарин хăйӗн 17 томлă словарьне çырнă чухне час-часах Юркинăн пулăшăвӗпе усă курнă. «Тăхăрьял» этнографи очеркне çыракан Кӗркури Тимофеев валли те Юркка Иванӗ вырăнти юрă-сăвăсене пухса панă. Тепӗр тӗпчевçӗпе Николай Никольскипе те вӗсем çыру çӳретнӗ.
Вăл хăйӗн таврапӗлӳпе çыхăннă кӗнекисене ытларах Хусанта пичетленӗ, Чӗмпӗрте пичетленӗ кӗнекисем те пур. Паллăрах ӗçӗсем çаксем: «Указатель этнографической литературы о чувашах», «Ют ҫӗрти чӑвашсем» (Чуваши Пермской губернии), «Чӑвашсен йӑлисем» (Обычаи чувашей), «Чӑвашсем авал епле пурӑнни» (Как жили чуваши в старину), «Чӑвашсен авалхи тӗнӗ» (Старая вера чувашей). Иван Юркинăн литература произведенийӗсенче те таврапӗлӳ, йăла-йӗркепе çыхăннă материал нумай тупма пулать. Тӗслӗхрен, «Ульки» пъесине вуласан, тăхăрьялсем ӗлӗк мӗнле туй ирттернине пӗлме пулать.
Паянхи кун та Тăхăрьялта этнографипе кăсăкланакансем çеç мар, палăрмалла çитӗнӳсем тунă çынсем те пур. Çавăнпа та «Таврапӗлӳçӗ» скульптура композицийӗ шăпах Юркка Иванӗн çурт-музейӗнче вырăн тупни вырăнлă тесе шутлаççӗ пӳркелсем. Çитменнине кăçал Иван Николаевич Юркин çуралнăранпа 160 çул çитрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев