ЮЛАШКИ СЫВЛĂШ ТУХИЧЧЕН ОФИЦЕР
Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ялӗнче Украинăри ятарлă çар операцийӗнче 2023 çулхи январӗн 13-мӗшӗнче паттăрла пуç хунă çамрăк офицерăн, танк ротин командирӗн Геннадий Командов аслă лейтенантăн вилтăпри çинче палăк уçрӗç.
Геннадий Командов пирки «Сувар» хаçатра эпир пӗрре мар çырнă. Пуçласа 2014 çулта паллашнăччӗ унпа. Тин кăна Хусанти танк аслă çар училищине вӗренме кӗнӗскер, тепӗр 109 курсантпа пӗрле присяга йышăннă хыççăн курса калаçрăмăр. Ачаран ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ пурнăçланнин савăнăçӗ калама çук пысăкчӗ пулсан та Аслă Ăнă каччи эмоцисене йӳле ямарӗ. Сăмаха вакламасăр, ыйтусене шухăшласа, уçăмлă хуравларӗ. Чăн-чăн офицершăн кирлӗ çак енсем характерӗнче пурринченех çара вăл ăнсăртран лекменни курăнчӗ. Çапла пулчӗ те.
Танк училищин юбилейлă 85-мӗш кăларăмӗнченччӗ Геннадий. 2018 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче лейтенант званине илсен парад хыççăнах унпа тата çак кăларăмри тепӗр виçӗ чăваш каччипе ятарласа тепӗр хут тӗл пултăмăр. Геннадий ун чух хăйне Мускав облаçӗнчи Наро-Фоминскри 4-мӗш танк дивизине янине пӗлтерчӗ.
Карьерăна взвод командирӗнчен пуçланă çамрăк офицер Украинăри ятарлă çар операцийӗ тытăннă пӗрремӗш кунранах Донбасс халăхӗн хӳттине тăрса танк ротине ертсе пычӗ. Пӗрре аманса сипленнӗ хыççăн командир каллех строя тăчӗ. Шел, 2023 çулта Луганск тăрăхӗнчи Сватово районӗнчи Октябрьское ялӗ çывăхӗнче паттăрла пуç хучӗ. Ятарлă çар операцийӗн ветеранӗн медальне Геннадий Геннадьевич Командов малтанах тивӗçнӗччӗ. «Хăюлăх» орденӗпе вилнӗ хыççăн чысланă, наградăна çемйине панă.
Çамрăк ăрушăн тӗслӗх, ял мăнаçлăхӗ пулнă Геннадий Командов Аслă Ăнă çыннисен кашнин асӗнче. Куç умӗнче ӳснӗ ачана кашни ырăпа аса илет кунта: кӳршисем, вӗрентекенӗсем, юлташӗсемпе тăванӗсем.
— Гена кӗрӳпе эпир юлашки хут отпускӗ вӗçленес умӗн тӗл пулсан темӗнччен калаçса лартăмăр. «Çав тери чун туртмасан та каймаллах. Эп офицер, виличчен офицер пулмалла ман. Е вилсе таврăнатăп, е паттăр пулса», — терӗ вăл ун чухне, — аса илет çывăх тăванне Геннадий мăшăрӗн Юльăн йыснăшӗ Владимир Старшов.
— Шкулта вӗреннӗ чух сăвă-калавсене пӗрре вуласах астуса юлатчӗ. Пыр-ха тух выляма теттӗм, вăл вара: «Анне, малтан тӗрӗсле», — тесе ăнтан яратчӗ. Тӗрӗслеттӗм те, чăнах та — пӗр такăнмасăр каласа парать. Шкула кайичченех вулама вӗренчӗ, çавăнпа пӗрремӗш класра интереслӗ марччӗ пек те ăна. Çакăн пек ачаччӗ вăл ман. Йӗлтӗрпе ярăнма питӗ юрататчӗ, — пӗртен-пӗр ывăлӗ çинчен калаçнă чух сăн-пичӗ çуталчӗ хуйхăпа касăлнă амăшӗн Татьяна Викторовнăн. Геннадий çут тӗнчерен уйрăлнăранпа икӗ çул çитет пулсан та, чӗри çак хăрушă чăнлăха ниепле те йышăнаймасть ун. «Вилнӗ пек туйăнмасть пӗрре те, командировкăра кăна пек…» –куççульне шăлчӗ вăл хальхинче те. «Вилнӗ хыççăн тӗлӗке кӗчӗ, çар тумӗпе, сумкипе пек, çав тери васкать хăй. Ăçта каян-ха, манăн та санпа калаçас килет теп пек. Вăл мана. „Анне, кӗт, эп тата килеп-ха“, — терӗ те кайрӗ…»
Пӗртен-пӗр ывăлӗн çухатăвӗ пысăккине кура Татьяна Викторовна хăй пекех ятарлă çар операцийӗнче ывăлне çухатнă салтак-офицерсен амăшӗсемпе нумай хутшăнса чунне пусарма тăрăшать. Сочи хулинче СВО темипе, пуç хунă салтаксем, вӗсен амăшӗсем çинчен нумай çыракан журналист, поэт Елена Ивченко пурăннине пӗлсен Татьяна Викторовна ăна ятарласа шыраса тупнă. Ывăлӗн ятне ӗмӗрлӗхе хăварас шутпах поэта ывăлӗ çинчен каласа панă. Çапла çуралнă Геннадий Командов аслă лейтенанта халалланă «Высока планка» сăвă. Сăмах май, Елена Ивченко СВО çинчен 2023 çулхи февраль уйăхӗнчен çырма пуçланă. Чуна тивекен сăввисене вăл малтан социаллă сетьсене кăларнă. Халăх ыйтнипех кӗнекене пухма йышăннă. Пӗрремӗшӗ «Шесть сердец» ятпа 2023 çулхи июль уйăхӗнче Санкт-Петербургра пичетленнӗ. Паянхи кун тӗлне 5 кӗнеки тухнă ун. Автор вӗсене сутмасть, пурне те фронта салтаксем патне ăсатать е салтак-офицерсен тăванӗсене валеçет.
«Высока планка» сăвăра автор Геннадий Командовăн сăнарне çав тери ӗненмелле уçса панăранах Командовсем сăвва вилтăпри çинчи тимӗр хăма çине те çыртарнă.
Палăка вара хăйсен вăйӗпе лартнă пулсан та вырнаçтарма ял çыннисем пулăшнă. Малтан Танкистсен кунӗнче, сентябрӗн 8-мӗшӗнче, уçма хатӗрленнӗ ăна Командовсем. Анчах палăка ку куна ӗлкӗртейменнипе ноябрӗн 8-мӗшне хăварма тивнӗ. Йӗпе-сапана пăхмасăр ял çыннисем те масар çине килнӗччӗ. Теччӗ хулинчен ятарласа килнӗ пачăшкă Геннадий Командовăн вилтăпри çинче панихида ирттернинчен пуçланчӗ асăну мероприятийӗ. Ун хыççăн вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Алексей Афанасьевпа «Защитники Отечества» фондăн Теччӗ районӗнчи социаллă координаторӗ Радик Шамсутдинов сăмах илчӗç. Вӗсем пурнăçа шеллемесӗр Тăван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗленӗ ентешӗмӗр яланах асра юлассине каларӗç.
Мероприяти Геннадий Командов вӗреннӗ шкулта малалла тăсăлчӗ. Сăмах май, çамрăк офицера асăнса тăван шкулӗ пӗлтӗрех «Он жил, чтобы стать героем» ятарлă стенд хатӗрленӗ. Геннадий Командов унта сывă, шкул ачи, курсант, офицер… Çар тумӗ те упранать унăн. Калăн, кунтах вăл, çӳлти патшалăхра та мар. Асăннă стендра ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ытти салтаксен сăнӳкерчӗкӗсене те вырнаçтарнă.
Шăпах çак стенд умӗнче шкулпа ял библиотеки Геннадий Командова асăнса Елена Ивченкăн «Посмотрите в глаза Героям» кӗнекине хăтларӗç. Ентешне халалласа чуна тивекен видеоролик та хатӗрленӗччӗ.
«Защитники Отечества» фондăн Теччӗ районӗнчи социаллă координаторӗ Радик Шамсутдинов мероприятие уçнă май Аслă Ăнă шкулӗ асатте-мăн асаттесен йăлине тăсса Тăван çӗршыва паян та патăррăн хӳтӗленине палăртрӗ. Тăван çӗршывăн ирӗклӗхне хӳтӗлесе пуç хунă кашни салтака, çав шутра Геннадий Командов аслă лейтенанта та, пирӗн нихăçан та манма юраманнине каларӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Тăван çӗршывăн ирӗклӗхӗшӗн чи хаклине, хăйсен пурнăçне, панă. Елена Ивченкăн кӗнекисенчи кашни сăввăн пӗлтерӗшӗ те çавах. Чи лайăххисенчен те лайăххисене çухататпăр паян, вӗсене манпа пирӗн ирӗк çук.
Кӗнекери сăвăсене ытларах учительсем Алена Георгиевна Югушева, Валентина Николаевна Лашманова вуларӗç пулсан, Гена Командовăн класс ертӳçи Александра Вячеславовна Эсметьева вăл шкулта мӗнле вӗреннине, мӗнле ача пулнине аса илчӗ. Пулас офицер шкулта чухнех тăрăшулăхпа, яваплăхпа уйрăлса тăнине каларӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех «Форпост» отрячӗн командирӗ пулнăскер, 2020 çулта Мускавра Хӗрлӗ тӳремре Çӗнтерӳ парадне хутшăннине мăнаçлăн пӗлтерчӗ. Шкул ăна манмасть, унпа мăнаçланать.
Çак йӗркесен авторӗ вара Геннадий Командовăн танк училищинче пӗрле вӗреннӗ юлташӗсенчен, çӳлерех асăннă чăваш ачисенчен, Юрий Воробьев, Олег Канцеляровпа Артем Япаров офицерсен фронтран янă саламне çитерчӗ. Автор вӗсемпе паян та çыхăнура.
Ывăлне манманшăн, çакăн пек чыс туса асăну каçӗ ирттернӗшӗн Геннадий Командовăн амăшӗ Татьяна Викторовна шкул, библиотека ӗçченӗсене пурне те пуç тайса тав турӗ. Асăну каçӗнче Геннадий Командовăн мăшăрӗ Юля çеç пулаймарӗ, вӗсен ачи Дашенька пӗчӗккипе хура кӗркунне Мускавран инçе çула тухайман. Çапах вăл та пухăннисене хăйӗнчен пысăк салампа тав сăмахӗ янине пӗлтерчӗç.
Пӗтӗмӗшле илсен, мероприяти лайăх иртрӗ, çапах та маншăн вӗрентекенсен, ял çыннисен, тăванӗсен тăван чӗлхепе чӗрӗ асилӗвӗсем сахалрах пулчӗç. Шанатăп, мероприятие килнисен кашнин каламалли пурахчӗ ӗнтӗ. Шăпах асаилӳсенче пурăнать вӗт халӗ хăюллă офицер. Çитӗнекен ăру ентешӗн паттăрлăхне чӗрӗ калаçусем тăрăх ытларах ăша хывать. Йӗркелӳçӗсем ӳлӗмрен çакна шута илессе шанатăп. Мӗншӗн тесен чи лайăх атьсене çухататпăр паян. Çухату çак атьсен çемйин кăна мар, пирӗн пурин те. Неонацистсенчен хӳтӗлесе юн тăкакансене, пуç хунисене май пур таран ытларах асра хăварасчӗ пирӗн.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа