Октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче – кăçал вăл октябрӗн 18-мӗшӗнче – Атте кунне паллă тăватпăр. Çулсерен çак уява халалланă мероприятисен шучӗ ӳссе пырать. Кăçал та çак уява халалласа «Юратнă аттепе» фотоконкурс ирттерме шутларăмăр.
Хутшăнмалли условисем:
- Аçăрпа пӗрле тунă сăнӳкерчӗке октябрӗн 16-мӗшӗччен 89179076881 номерпе МАКС урлă пире ярса памалла.
- Çывăх çыннăр çинчен кӗскен çырса пӗлтермелле: мӗн ятлă, ăçта пурăнать? Уяв ячӗпе саламласа ăшă сăмахсем çырма та ан манăр юратнă çыннăрсене.
- Тӗп услови – сăнӳкерчӗкпе пӗрле «Сувара» ултă уйăха çырăнни çинчен калакан квитанци ярса памалла. Хаçата çывăх çыннăрсене те çырăнса пама юрать.

Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларса пырăпăр. Сасăлав октябрӗн 18-мӗшӗнче 20.00 сехетчен пулать. ВК-ри тата МАКСри сасăсене шута илсе çӗнтерӳçӗсене октябрӗн 19-мӗшӗнче палăртатпăр, чи нумай сасă пухнă (лайк лартнă) сăнӳкерчӗкшӗн парне пулать. Асăрхаттару: ботсемпе усă курса тунă сасăсене шута илместпӗр.

Маларах ярса панă сăнӳкерчӗксене хаçатра та пичетлетпӗр. Апла пулсан, хаклă вулаканăмăрсем, фотоконкурса хутшăнма васкăр!
Нет комментариев