Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юркка Иванӗн юбилейне «Пушкин карттипе» кӗртрӗç

Хальхи самана технологийӗсем ялти культура ӗçченӗсене те çӗнӗ меслетсемпе ӗçлеме хистеççӗ

Пуш уйăхӗн вӗçӗнче Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче çыравçă тата этнограф Иван Николаевич Юркин çуралнăранпа 160 çул çитнине паллă турӗç. Мероприяти ялăн мухтавлă ывăлӗн музей-çурчӗ умӗнче митинг ирттерсе асăну хăми патне чечексем хурассинчен пуçланчӗ. Унтан ялти Культура çуртӗнче литература уявӗ иртрӗ. 
Пухăннисем умӗнче Пӳркел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ирина Малышева, И.Н.Юркин музейӗн директорӗ Анатолий Малышев, таврапӗлӳçӗсем Михаил Вериялов тата Иван Васильев сăмах каларӗç. 
Пӳркелӗнчи вăтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Арсений Хлынов тата Полина Юркина «И.Н.Юркин – çыравçă, таврапӗлӳçӗ, этнограф тата историк» ятлă медиапрезентаци кăтартрӗç. «Тăван тавралăх» фольклор ушкăнӗ Тăхăрьял чăвашӗсен авалхи этнографи костюмӗсене кăтартрӗ. 
Пӳркелӗнчи ял библиотекин заведующийӗ Елена Хлынова писателӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен доклад турӗ. Иваг Яковлева, Константин Иванова, Çеçпӗл Мишшине, Николай Никольские, Николай Ашмарина тата ыттисене пӗлнӗ ентешӗн шăпипе нумайăшӗ кăсăкланса паллашрӗç. Çынсем калаçнă хушăра Кивӗ Пăрăнтăкри Культура çурчӗн ӗçченӗ Владимир Николаев юратнă юррисене шăрантарчӗ. 
Юлашкинчен куракансене Юркка Иванӗн автобиографиллӗ «Ульки» повеçӗ тăрăх, пьеса кăтартрӗç. Вăл унта Тăхăрьялти авалхи туй йăлисем пуррипе хаклă. 
Мероприятие «Пушкинская карта» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрлесе ирттернӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев