Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЮТ ПАХЧАРИ ХĂМЛА ÇЫРЛИ»

Чăваш кӗнеке издательствинче паллă та сумлă авторсен кăларăмӗсем кăна мар, литературăра малтанхи утăмсем тăвакан яшсемпе хӗрсен хайлавӗсем те кун çути кураççӗ. Юлашки çулсенче, сăмахран, Николай Андреевăн, Ольга Васильеван, Лариса Петрован, Мальвина Петрован уйрăм кӗнекисем тухрӗç. Çамрăк писательсен произведенийӗсем «Кӗтмен юрату», «Пирӗшти патне янă çыру» тата ытти коллективлă сборника кӗчӗç. Ку юхăм çирӗпленсех пырать. Унсăрăн мӗнле-ха, тăван литературăн пуласлăхӗ пирки шухăшлатпăр, пăшăрханатпăр пулсан ăна аталантарас тесе паянах тăрăшмалла, çамрăксене хавхалантармалла, вӗрентмелле. Вулакансем те çӗнӗ варкăш кӗтеççӗ.

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» калав пуххийӗ пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 800 экземпляр. Кăларăма вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ, апла пулин те вăл аслăрах ӳсӗмрисемшӗн те, çитӗннисемшӗн те кăсăклă пулӗ. Унта хускатнă ыйтусем кашнинех пырса тивеççӗ.

Дмитрий Моисеев 1986 çулхи юпа уйăхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнче çуралнă. Калайкассинчи вăтам шкултан вӗренсе тухсан И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика факультетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. «Хыпар» Издательство çурчӗн «Çамрăксен хаçачӗн» редакторӗ пулнă, халӗ – асăннă медиахолдингăн тӗп редакторӗн çумӗ.

«Ют пахчари хăмла çырли» – Дмитрий Моисеевăн пӗрремӗш кӗнеки. Маларах унăн произведенийӗсем республикăри тӗрлӗ хаçат-журналта пичетленнӗ, «Çӗнӗ ятсем уçатпăр», «Кӗтмен юрату», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Виççе пайланнă ӗмӗр» коллективлă сборниксене кӗнӗ. Пьесисене Çӗрпӳ хулинчи, Елчӗк, Муркаш, Сӗнтӗрвăрри районӗсенчи халăх театрӗсемпе драма коллективӗсем лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне телевидени валли ӳкернӗ. Д.Моисеев – Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Тӗрӗк тӗнчин çамрăк çыравçисен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийӗн лауреачӗ. Хусанта, Бакура (Азербайджан) иртнӗ Тӗрӗк тӗнчин çамрăк çыравçисен форумӗсене, Иссык-Куль хӗрринчи Чолпон-Ата хулинче (Кăркăсстан) йӗркеленӗ çыравçăсен фестивальне хутшăннă.

Çамрăк çыравçă хăйӗн хайлавӗсенче ашшӗ-амăшӗпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене сăнлать, геройсене самана йывăрлăхӗсемпе «тӗл пултарать», кашни утăм пурнăçа мӗнле витӗм кӳнине, улăштарнине кăтартса парать.

Акă «Ют пахчари хăмла çырли» калаври Артем пӗррехинче юлташӗсемпе вăрра кӗрет те çакланать. Татьяна Сергеевна вӗрентекен ăна питӗ хытă ятлать. Арçын ача намăсланнипе çӗр тӗпне анса кайма хатӗр. Çак кунран вăл лайăх вӗренме, пысăк çын пулма тӗв тăвать. Пӗр пăтăрмах унăн пурнăçне пачах тепӗр май çавăрса ярать…

«Ача вăййи» хайлаври Денис пуçӗпех компьютер вăййисен ăшне путнă, вӗренӳ те, пуласлăх та кăсăклантармасть ăна. Амăшӗ Лариса Васильевна пурăнма чăрмантарнăн туйăнать. Ăна хăр-хар кăшкăрать арçын ача. Пӗринче вара ывăлне пула вӗри сӗтпе хытах пиçсе каять хӗрарăм. Пӗр инкек теприне сӗтӗрсе пырать-тӗр. Тӳсме хал çиттӗрччӗ çеç амăшӗн. Кирек мӗнле ӗç-пуç та йӗрсӗр-паллăсăр иртмест. Денисăн та хăйӗн хăтланкаларăшӗсемшӗн явап тытма тиветех...

«Пăр сивви» калав тӗлӗнмелле пултаруллă, мал ӗмӗтлӗ Лера çинчен каласа парать. Пурнăçне спортпа çыхăнтарма шут тытнăскер тренировкăсене пӗр сиктерми çӳрет, ыратнине шăл çыртса, куççуль кăлармасăр, нăйкăшмасăр чăтать. Тепӗр чухне пӗтӗмпех эпир палăртнă пек килсе тухмасть çав. Шăпах кун пек чух хурçă пек çирӗп пулни, шанчăка çухатманни кирлӗ те.

Мӗнлерех вăл – паянхи ăру ачи? Мӗнпе интересленет? Мӗнле шухăш-кăмăлпа кун кунлать? Мӗн çинчен ӗмӗтленет? Автор çак ыйтусен хуравӗсене пӗрле тупма йыхравлать вулакана.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев