Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИВАН ЯКОВЛЕВ – ЧĂВАШ ТАВРАПӖЛӖВНЕ НИКӖСЛЕКЕН

Аслă Вӗрентекенӗмӗр пуçарнă тăван ене тӗпчес юхăм паянхи кун та вăйне çухатмасть

«1880-мӗш çулсенче, хам вăтăртаччӗ ӗнтӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗрекен Чăваш Киштек ялӗ патӗнчен иртсе каймалла пулчӗ. Çӗрлеччӗ. Чăваш вăййине курсан чарăнса тăтăмăр, çил арманӗ хыçне пытанса вун пӗртен пуçласа виçӗ сехетчен сăнарăмăр. Çамрăксем (каччăсемпе хӗрсем) икӗ пысăк тата пӗчӗк ункăсене тăрса тухнă, çӗкленӳллӗн юрласа ункăсем пӗр-пӗрин çине тӳррӗн, хитрен пырса кӗреççӗ те витӗр тухаççӗ, каялла çаврăнса каллех пӗр-пӗрин çине пырса кӗреççӗ. Юррисем хитре, ташшисем хӳхӗм. Хамăн ачалăхăм аса килнипе çак ӳкерчӗке куççуль кăлараймасăр пăхса тăраймарăм. Вăйă вӗçлениччен кӗтсе тăма халăм çитеймерӗ». (И.Я.Яковлев. Воспоминания. – Чебоксары, 1982, стр. 34).

Çак юрату Кăнна Кушкинчех тӗвӗленнӗ

Иван Яковлевич Яковлев асаилӗвне вуласан вăл чăваш халăх культурине чунтан юратнине ăнланатăн. Çак юрату мӗн ачаран, тăван ялӗнче Кăнна Кушкинчех тӗвӗленнӗ вӗт. Каярах вара, халăхăмăршăн тӗрлӗ енлӗн ӗçлеме пуçласан, çак пархатарлă туртăм ăна таврапӗлӳ енӗпе те хастар тăрăшма хистенӗ. Пуçламăшӗпе тăсăмӗ вара çапла пулнă.

1867 çулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче «Чӗмпӗр кӗпӗрнин хыпарӗсем» хаçатра «Чăвашсен уявӗ – Учӳк» ятлă тӗрленчӗк пичетленнӗ. Унăн авторӗ гимназире вӗренме хатӗрленекен Иван Яковлев çӗр виçевçӗ пулнă. Тӗрленчӗке редакциленӗ М.Арнольдов материал вӗçӗнче çапла çырса хунă: «…Яковлев чăвашран тухнă çын».  

«Чăвашсен уявӗ – Учӳк» – этнографи материалӗ. И.Тенюшев доцент ăна И.Я.Яковлевăн журналистикăри пӗрремӗш утăмӗ тет, жанрне очерк тесе палăртать. Этнографи тӗпчевӗ те, журналистика статйи те таврапӗлӳпе тачă çыхăннă, тӗрӗссипе вӗсене пӗр-пӗринчен уйăраймăн та. Очеркра Иван Яковлевич чăваш халăхӗн йăли-йӗркине, кил-тӗрӗшри пулăмсене, кăмăл-сипетне тишкерет, чăвашсем ӗçе юратакан халăх пулнине кăтартать. 

Иван Яковлев тăван халăх кун-çулӗпе ача чухнех интересленме пуçланă. Хăйне усрава илнӗ суккăр Пахом Кириллова çавăтса çӳренӗ чухне Кăнна Кушки тавралăхне тӗпчесе куçланă. Ватă аслашшӗ ăна кунти йӗри-тавралăх тахçан Пăлхар çӗршывӗ пулнине, пӗр çирӗм çухрăм хӗвелтухăçнелле Атăл урлă каçсанах чăвашсен тӗп хули – авалхи хула – пуррине пӗлтернӗ. Кăнна Кушкинчен аякрах мар вырнаçнă Кивӗ Пăрăнтăк ялне вӗренме илсе кайсан Иван ялсем пӗр-пӗринчен еплерех уйрăлса тăнине асăрхаса çӳренӗ. Ачана Кăннапа Сӗве юханшывӗсем илӗртнӗ, уйрăмах вăрмана юратнă вăл. Çапла çутçанталăк илемне ăнланма пуçланă. Каярахпа Чӗмпӗрте çӗр виçекенсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан Сызрань удел кантурӗнче ӗçлет, ял-ял тăрăх çӳресе тӗрлӗ халăх çыннисем мӗнлерех пурăннине курса чăвашсен пурнăçӗпе танлаштарса пăхать. Шăп çавăн чухне çамрăк Яковлев тăван халăхне çутта кăларас ӗмӗтпе хавхаланса каять. Чӗмпӗрте гимназире вӗреннӗ чухне хула архитектурипе кăсăкланма пуçлать, картина галерейисене, музейсене çӳреме тытăнать. Хусан университетне вӗренме кӗрсен кунти илемлӗ чиркӳсене, унти турăшсене курса тӗлӗнет. «Манăн пурнăç» асаилӗвӗнче çапла çырать: «Эпӗ куравсене, музейсене, картина галерейисене çӳренине Н.И.Ильминский ырларӗ, çакă çамрăксене пӗлӳпе воспитани парас ӗçре питӗ кирлӗ пулма пултарнине палăртрӗ».

 

Ача-пăчана илеме курма тата ăнланма пулăшас тӗллевпе

И.Я.Яковлев Хусан вӗренӳ округӗнчи чăваш шкулӗсен инспекторӗнче тăнă чухне ял-ял тăрăх çӳресе тăван халăх пурнăçне тата тарăнрах ăнланса пырать. Вӗрентӳ ӗçӗ сарăлнăçемӗн шкулсенче Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухнă учительсем ӗçлеме тытăнсан, вӗсене вăл йăла-йӗркесене тӗпчеме, этнографи япалисене пухма хистет. Çавăн пекех, вырăнти условисене кура ял хуçалăх ӗçне, пахча-сад йӗркелессине аталантармаллине палăртать. Ача-пăчана илеме курма тата ăнланма пулăшас тӗллевпе шкулта тата шкул тулашӗнче ал ӗç ăсталăхӗн кружокӗсем, музыка инструменчӗсем калама вӗрентекен ятарлă уроксем ирттермеллине калать.

Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗренекенсене вӗренӳ çулӗн пӗрремӗш çулӗнчех каникула кайсан тăван ялӗсенче халапсем, юрăсем пухма хистенӗ, уйрăмах тӗрӗ-эреш тӗслӗхӗсене, тӗрлӗ вырăнта пурăнакан арçынсемпе хӗрарăмсен кӗписене, илемлӗ савăт-сапа, йăла-йӗркепе çыхăннă япала пуçтарма хушнă. 

1914 çулта Иван Яковлевич ялсенчи учительсене Чӗмпӗр чăваш шкулӗпе çыхăннă япаласем (сăнӳкерчӗксем, асаилӳсем, кивӗ кӗнекесем) кирлине пӗлтерсе ятарлă программа ярса парать. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсен тăрăшулăхӗ сая каймасть – темиçе çул хушшинче Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче пуян коллекци пуçтарăнать, анчах кунта музей йӗркелеме май килмест – патша правительстви вырăс мар халăхсен шкулӗсенче музейсем йӗркелеме чарнă! Çапах та Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчи нумай паха материал Хусан вӗренӳ округӗн управленийӗнче халăх вӗрентӗвӗн музейӗнче вырăн тупнă. Чăваш ачисем пуçтарнă фольклор тӗслӗхӗсемпе тӗпчевӗсем, çав шутра ют çӗршывран килнисем те, хăйсен ӗçӗсенче усă курнă.  

 

Вӗренекенӗсем – чăн-чăн таврапӗлӳçӗсем

Иван Яковлевичăн вӗренекенӗсем чăн-чăн таврапӗлӳçӗсем пулнă. Акă, «Нарспи» авторӗ К.В.Иванов хăйсен йăхне тӗпчесе пӗлнӗ, халăхра çӳрекен сăмах-юмахсен тӗслӗхӗпе илемлӗ хайлавсем çырнă. Вăл ăсталанă сăнӳкерчӗксем – истори палăкӗсем. Г.Т.Тимофеев çырса хатӗрленӗ «Тăхăрьял» кӗнеке паянхи ăслăлăхшăн та чи хаклă тупра, ахальтен-им унпа фольклористсем те, историксем те, этнографсем те тӗпчевӗсенче усă кураççӗ. Тӗрлӗ çулсенче пичетленнӗ пирвайхи чăвашла кӗнекесене кунтах пуçтарнă, çапла майпа вӗсене çухалса пӗтесрен килес ăрусем валли упраса хăварнă.

1918 çулта И.Я.Яковлев Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче музей йӗркелес ӗçе пуçлать. Темиçе çул пуçтарнă япаласене йӗркелесси тапранать. Ӗçлес текенсем те, пулăшас кăмăллисем те чылайăн. Шкул преподавателӗсем, кунта вӗреннисем, учительсем хăйсен архивӗсене, хаклă коллекцийӗсене парнелеççӗ. 1921 çулхи майăн 9-мӗшӗнче Чăваш халăх вӗрентӳ институтӗнче (Чăваш шкулӗн никӗсӗнче йӗркеленӗ) Историпе этнографи музейӗ уçăлать. Унăн пӗрремӗш директорӗ И.Я.Яковлев биографӗ А.В.Жиркевич юрист, инструкторӗ И.Н.Юркин писатель-этнограф пулаççӗ. Музей фончӗ пуянлансах пырать.

 

Экспонатсене Шупашкара виçӗ лавпа илсе кайнă

Анчах та çав вăхăтри пăтăрмахсем музей ӗçне лайăхлатса пыма чăрмантарнă. Çӗнӗ влаçран, çӗнӗ ертӳçӗсенчен нумай хӗсӗрлев тӳснӗрен И.Я.Яковлевăн çемйипе Чӗмпӗртен Петрограда, кайран Мускава куçса кайма тивнӗ. Вăл уçнă, аталантарнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пӗрре семинари, тепре институт, унтан техникум, 1937 – 1956 çулсенче педучилище пулать. Çакăн пек лару-тăрура музей коллекцине упраса хăварма питӗ чăрмавлă. Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчи музей япалисене Чăваш АССРӗн Вӗрентӳ наркомачӗ (министерстви) 1925 çулта Шупашкара Чăваш тӗп музейне куçарасси пирки Постановлени йышăнать. Астăвакансем каланă тăрăх, виçӗ тулли лавпа илсе кайнă пулать чи хаклă экспонатсене. Вӗсем халӗ Чăваш наци музейӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ педуниверситетра упранаççӗ, нумайăшне экспозицие вырнаçтарнă. Юлнă япаласем 1956 çулта педучилищӗне хупнă хыççăн унта-кунта сапаланнă иккен.

Хальхи вăхăтра Ульяновскра И.Я.Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пулнă виçӗ хутлă çуртра музей йӗркеленӗ. Унти экспозицире просветитель пурăннă-ӗçленӗ вăхăтра пуçтарнă истори япалисем те пур. Музейре час-часах экскурсисем пулаççӗ, кунта килекенсем тӗлӗнмелле пуян экспозиципе интересленсех паллашаççӗ.

Чăнах та, Иван Яковлевич Яковлев пуçарнă тăван ене тӗпчес юхăм паянхи кун та вăйне çухатмасть, çакна Тутарстанри таврапӗлӳçӗсем тӗпчевсем çырса, кӗнекесем пичетлесе, музейсем йӗркелесе çирӗплетсе тăраççӗ. 

(Тӗрленчӗке çырнă чухне Н.Г.Красновăн «Выдающийся чувашский педагог-просветитель» кӗнекипе усă курнă).

 

Василий ЦЫФАРКИН. 

Пăва районӗ, 

Элшел ялӗ.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева