Иван Яковлева халалланă курав уçăлнă кун Тутарстанпа Чăваш Енӗн Наци библиотекисем килӗшӳ турӗç
Иван Яковлевич Яковлевăн 175-çуллăхне халалланă мероприятисем малаллах тăсăлаççӗ. Иртнӗ эрнере, сентябрӗн 21-мӗшӗнче, ТР Наци библиотекинче «О вас я болел душой...» регионсен хушшинчи марафон хӳттинче «Иван Яковлев – человек определивший время» курав уçăлчӗ.
Иван Яковлевич Яковлевăн 175-çуллăхне халалланă мероприятисем малаллах тăсăлаççӗ. Иртнӗ эрнере, сентябрӗн 21-мӗшӗнче, ТР Наци библиотекинче «О вас я болел душой...» регионсен хушшинчи марафон хӳттинче «Иван Яковлев – человек определивший время» курав уçăлчӗ. Ăна ЧР Наци библиотеки ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе хатӗрленӗ.
Шупашкар делегацийӗ, çав шутра ЧР Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чăваш патшалăх педагогика университетӗнчи И.Я.Яковлев музейӗн заведующийӗ Наталия Малкова, Чăваш наци музейӗн çӗнӗ истори секторӗн заведующийӗ Андрей Зарубин, Хусана тепӗр тӗллевпе те килнӗ. Çак кун чаплă лару-тăрура Тутарстан тата Чăваш Енӗн Наци библиотекисем хушшинче ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç. Документа асăннă ведомствăсен директорӗсем Мадина Тимерзянова, Роза Лизакова алă пусрӗç.
«Пирӗн библиотекăсем хушшинче тахçантанпа ӗçлӗ те туслă хутшăнусем йӗркеленнӗ. Паян вара çавна килӗшӳ туса çирӗплетрӗмӗр, пӗрлехи профессилле программăсем, культурăпа çутӗç проекчӗсем йӗркелеме калаçса татăлтăмăр. Вӗсем пурте Чăваш Республикипе Тутарстанăн культурăпа информаци потенциалне аталантармашкăн кирлӗ, – терӗ Роза Лизакова пӗлтерӗшлӗ пулăма хак парса. – Килӗшӗве Иван Яковлевăн юбилейлă çулталăкӗнче çирӗплетни уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. И.Я.Яковлевăн еткерӗ, унăн чăваш халăхне халалӗ пирӗн пӗрлехи ӗçсенче тăсăласса шанатăп», – терӗ Роза Михайловна ӗçтешӗн аллине чăмăртаса.
«Республикăсен ӗçлӗ çыхăнăвӗсен историйӗнче паян унăн çӗнӗлле формачӗ – культурăпа гуманитарилле ылмашăнăвӗ пуçланать тесен те юрать», – ӗçтешӗпе килӗшрӗ Мадина Тимерзянова. – И.Я.Яковлева халалланă курав уçăлни, паянхи кун ӗçлӗ килӗшӳ туни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Иван Яковлев камне пурте пӗлетпӗр. Ман шутпа ун пирки хăй вăхăтӗнче СССР Çутӗçӗн пӗрремӗш наркомӗ Анатолий Луначарский Иван Яковлевич Яковлев хăй халăхӗн просветителӗ кăна мар, вăл – культура çулпуçӗ тесе питӗ те тӗл каланă. Ку чăн çапла. Пирӗн библиотекăра Иван Яковлев хăй çырнă е ун çинчен çырнă кӗнекесем пур. Вӗсем чăннипех хаклă», – терӗ Мадина Фатыховна. Сăмах май чăваш халăхӗн культури хăйшӗн çывăх пулнине те каласа хăварчӗ. Мадина Тимерзянова Октябрь районӗн (халӗ Нурлат) Элмет ялӗнче çуралса ӳснӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн тăван районӗнче чăн чăваш ялӗнче шкулта ӗçленӗ, акăлчан чӗлхине вӗрентнӗ. «Ун чух чăвашсем эп чăваш чӗлхине пӗлменнинчен тӗлӗнетчӗç. «Ну мӗнех, кӗçех илтетӗр», – терӗм вара. Çапла чăваш хорӗнче юрлама пуçларăм», – терӗ вăл ăшшăн кулса.
ТР Наци библиотекин наукăпа методика ӗçӗ енӗпе директор çумӗ Ирек Хадиев Иван Яковлевăн библиотекăра упранакан кӗнекисем, вӗсен историйӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗ. «Чăваш чӗлхине, литературине, историне халалланă кӗнекесем библиотека çӳлӗкӗсем çинче тивӗçлӗ вырăн йышăнаççӗ. Чăвашсен ăсчахӗ, педагог, Атăлçи халăхӗсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев историре питӗ те пӗлтерӗшлӗ йӗр хăварнă. Ун ячӗ Тутарстан çӗрӗпе, Хусан университечӗпе тачă çыхăннă. Университетра вӗреннӗ чух ӗнтӗ чăваш алфавитне, букварьне кăларассипе нумай ӗçлет. Наци библиотекин алçырусемпе сайра тӗл пулакан кӗнекесен уйрăмӗнче Яковлев 1872, 1875, 1880, 1883 çулсенче вырăс алфавичӗн никӗсӗ çинче хатӗрленӗ букварьсем, 19-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче вăл хутшăннипе кăларнă сайра тӗл пулакан кӗнекесем упранаççӗ».
Ирек Хадиев палăртнă тăрăх, Иван Яковлев хăй кӗнекисене К.А.Тилли лито-типографийӗнче, М.А.Гладышеван, В.М.Ключниковăн типо-литографийӗсенче пичетленӗ. Наци библиотекинче И.Я.Яковлев куçарнă чăвашла православи кӗнекисем те упранаççӗ. Кунта акă мӗн палăртса хăвармалла, Иван Яковлев чăвашла вӗрентӳ кӗнекисем хатӗрленӗ чух чăваш ачисен тавракурăмне, пӗлӗвне тӗрлӗ енлӗ аталантарма тăрăшса унта вуласа çырмалли хăнăхтарусемсӗр пуçне литература хайлавӗсене, кил-тӗрӗшпе, этемпе, çутçанталăкпа, этикет таранчченех, информаци вырнаçтарма тăрăшнă. Çапла вăл пур енлӗ аталаннă çынна ӳстерме тӗллев лартнă. Ӗмӗчӗ пурнăçланнине пурте аван куратпăр, Иван Яковлевăн вӗренекенӗсем паллă педагогсем, культура, искусствоведени, музыка тата ытти сферăсенче паллă çынсем пулса тăнă.
«Иван Яковлевич Яковлев – человек определивший время» куравпа Андрей Зарубин паллаштарчӗ. Ăна уçнă çӗре Чăваш наципе культура автономийӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, ТР, ЧР Писательсен союзӗсен пайташӗ, ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Евгений Турхан, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, ТР ЧНКА çумӗнчи таврапӗлӳçӗсен союзӗн председателӗ Александр Семенов, Хусан чăвашӗсем тата ыттисем хутшăнчӗç. Асăннă çынсем пурте сăмах илсе куракансене хăйсен шухăшӗпе паллаштарчӗç, Яковлевăн ӗçӗсем паянхи куншăн та пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç.
Курав пурӗ 24 планшетран тăрать. Унта И.Я.Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗсем, çывăх çыннисемпе тусӗсем, вӗсен ун пурнăçӗнчи пӗлтерӗшӗ пирки информаци пур, çав шутра чи паллă вӗренекенӗсем çинчен те.
«Экспозицие кӗнӗ информацие эпир Иван Яковлевăн халалӗпе çыхăнтарма шутларăмăр. Шăпах вăл курав экспозицийӗн никӗсӗ пулса тăрать. И.Я.Яковлевăн нумай енлӗхне «Чăваш чӗлхине юратни», «Турра шанни», «Чăваш халăхне юратни, ăна çутта кăларни», «Çемьене юратни», «Чăваш халăхӗн пӗрлӗхӗ çинчен каласа хăварни», «Тӳрӗ ӗçе юратни» тата ытти планшетсем уçса параççӗ. Çапла утăм хыççăн утăм пирӗн патриархăмăр чăваш халăхне хăварнă халалсем пурнăçа кӗнине курма пултаратпăр», – куравпа паллаштарнă май калаçрӗ Андрей Зарубин.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев