Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван КАЗАНКОВ: «ÇЫН ÇӖР ÇИНЕ ТЕЛЕЙ КУРМА КИЛЕТ»

Эпӗ яланлăхах çакна ăнланса юлнă: ӗçлекене кирек мӗнле пулсан та тăранмалăх кăна тӳлемелле мар, чунтан хавхаланса ӗçлеме тата пурăнма пулăшмалла

Кӳршӗллӗ Марий Эл Республикинчи халăх предприятийӗсен «Звениговский» пӗрлешӗвӗ Раççейре кăна мар, Европăра та – чи курăмлисен йышӗнче. Унăн ертӳçи – паллă çыравçă-поэт Петӗр Хусанкай çуралнă Сиктӗрме ялӗнче тӗнчене килнӗ тата çитӗннӗ Иван Казанков.Пӗчӗкле Йăван Ванькки тесе чӗннӗ ăна. Самай çулланнă пулсан та, хăйӗн ӗçӗпе, пултарулăхӗпе тата пуçарулăхӗпе такама та тӗлӗнтерет. Çавна май ăна, анлă тавракурăмлă, ырă кăмăллă, чăтăмлă та пиçӗ чăваша, тăван чӗлхене хытă юратакан тата шăкăлтатса калаçакан пуçлăха, редакци тӗпелне чӗнтӗмӗр.

 

Ӗçшӗн лайăх тӳлесен тав сăмахӗ çеç илтетӗн

– Каçарăр та, Иван Иванович, эпир иксӗмӗр те пӗр çулаллисем, вăрçă ачисем шутланнăран, тӗрӗсрех каласан, чунпа-юнпа çывăх пулнăран, сăмаха ачалăха аса илнинчен пуçласшăн. Кам сӗнӗвӗ е мӗнле асра юлнă пулăм сире пурнăçри çул-йӗре тӗрӗс суйласа илме тата çирӗппӗн тытса пыма хистет?

– Атте, вăрçăра йывăр аманнăскер, шăпах эпӗ çуралнă кун, 1942 çулхи пуш уйăхӗн 25-мӗшӗнче киле таврăннă. «Çӗнӗ кайăка» мӗн ятлă хурасси пирки ыйтсан вăл пӗр шутласа тăмасăрах: «Иван!» – тесе персе ярать. «Эпӗ фронтран таврăнаймасан та Иван Иванович юлтăр ялта», – хушса хурать тепӗр самантран. Атте кăштах çăмăллансан вăрçа тепӗр хут каять те киле Çӗнтерӳпе таврăнать. «Куратăр-и: епле паттăр çитӗнет пирӗн – Иван Иванович!» – тенӗ пулать вăл мана алла илсен...

Анчах атте, суранӗсем те пирчесе çитменскер тата вăрçă вут-çулăмӗ витӗр тухнăскер, пирӗнтен 52 çултах уйрăлса кайрӗ. Эпӗ вара, çамрăклах Иван Иванович ят илнӗскер, ырă атте-анне ятне çӳлте тытасчӗ тесе, сакăр теçетке çул урлă каçрăм пулсан та, вăй тата ăс çитнӗ таран пысăк пӗрлешӗве ăнăçлă ертсе пыма тăрăшатăп. 

Акă мӗншӗн... 

Лайăхах астăватăп: вăрçă хыççăнхи çулсенчен пӗринче çемьери чи кӗçӗнни, Куля ятли, выçлăха пула йывăрлансах çитрӗ. Кукаçин шăллӗ, медпунктра ӗçлекенскер, ăна больницăра сиплекелеме, кăштах вăй кӗртме май тупрӗ. Анчах темиçе кунранах ача каçса кайсах макăрма тапратрӗ. «Манăн пайанкă çиескилет», – тет хăй чӗлхипе. Нина аппа, хире шăннă-çӗрнӗ крахмал шырама кайнăскер, алăкран пырса кӗчӗ те ача часах шăпланчӗ. Эпир те лăплантăмăр. «Мана часах крахмал пашалăвӗ çитереççӗ», – ăнланчӗ пулас пӗчӗкскер.

Тепӗр пулăм та куç умӗнчен каймасть. Те вăрçă вăхăтӗнчи çивӗчлӗх пӗтменрен – пӗр вăхăт вырмана тухнă çынсене те çăкăрпа кирлӗ пек тивӗçтерейместчӗç. Ӗçлекенсене вара кӗсьери темиçе пучахшăнах е  шӗкӗлченӗ тырăпа тытсанах питех те хытă айăплатчӗç, тӗрмепе хăрататчӗç. Уполминзаг текенни (таçтан янă хатӗрлевçӗ хуçа) ӗçрен таврăнакансене хăй те ухтарма вăтанман. Анчах вăрçăран аманса таврăннă Степан Афанасьев председатель, çынсен выççине лайăх ăнланнăскер, хирте тар тăкакансене кăштах та пулин пулăшма хăтланнă. 

«Паян уполминзаг мунча кӗрет. Лайăхрах, тăрăшарах ӗçлӗр!..» – тенӗ вăл хăй çине пăхакан çынсене куç хӗссе. Çакна ăнланнă хресченсем, чăнах та, пикенерех ӗçленӗ, анчах çав кун пӗри те киле пушă кӗсьепе таврăнман... Çавăнтан вара эпӗ яланлăхах çакна ăнланса юлнă: ӗçлекене кирек мӗнле пулсан та тăранмалăх кăна тӳлемелле мар, чунтан хавхаланса ӗçлеме тата пурăнма пулăшмалла.

– Халӗ сирӗн манăн каярахпа пама хатӗрленӗ ыйтăва туллилентермелли çеç юлать. Сирӗн предприятисенче темиçе пин çын ӗçлет. Кашнин – хăйӗн специальноçӗ, тивӗçӗ... Паллах, яваплăх тӗп вырăнта пулни пуринчен те пахарах. 

– Тӳрех палăртам. Ӗçшӗн тӳлесси тата пухăнакан укçа пӗтӗмӗшле хушусемпе пӗлтерӗшсенчен тăракан положенипе, йӗркепе тейӗпӗр эппин, нихăçан та шăп та шай килмест. Çынсен тӗнчекурăмӗ, ӗç туртăмӗ, хавхаланăвӗ тата чун туртăмӗпе ӗçченлӗхӗ тӗрлӗрен. Апла пулсан ӗç укçин шайӗ, эпӗ уншăн чи явапли пулсан та, пӗр манран кăна килмест. Урăхла каласан, ăна хăйсен ӗçне чунтан парăннă специалистсем татса параççӗ. Çапла вара пирӗн патра – коллективлă хуçа. Çав йыша чикӗленнӗ яваплăхлă юлташлăхсен директорӗсем (управляющийӗсем), участоксемпе цехсен ертӳçисем тата ытти вун-вун çын кӗрет. Пирӗн общество организацийӗсем те пӗр тӗллевпе, алла-аллăн тытăнса ӗçлеççӗ: ӗç ушкăнӗсем, профсоюз комитечӗпе пуçламăш организацийӗсем, парти ушкăнӗсемпе партком та... пӗр тӗвве пӗрлешсе, çирӗп тӗллевпе вăй хураççӗ. Шăпах çакă пире ăнăçлăх çулӗпе кайма хавхалантарса пырать.

Çав пӗрлӗхе, килӗшӳлӗхе пула, тӗпрен илсен, пур отрасльпе участокра та палăртнă тӗллевсем ăнăçлăн ӗçе кӗреççӗ. Апла пулсан уйăхри вăтам ӗç укçи 65-70 пин тенкӗпе (хушма тӳлевсемпе пӗрле унран та иртет) танлашнинчен ним тӗлӗнмелли те çук. Рабочисене кашни кунах ӗçе, ӗç хыççăн киле автобуссемпе илсе çӳрени, кунсерен столовăйсенче тӳлевсӗр паха апат çитерни тата ытти çăмăллăх, ӗçе вырнаçакансене пӗрлешӳ тунă хваттерсене вырнаçтарни, хăйсем çурт лартас текенсене процентсăр кивçен укçа уйăрни те – вырăнлă пулăшусем. Ӗçлекенсене пурне те уйăхсерен 5-шер килограмм какай е какай продукцине тӳлевсӗрех парасси те тӗллевлӗн пулса пырать. Санаторисемпе кану çурчӗсене каякансене тӳлевсӗр путевкăсем е тӗллевлӗ тӳлев уйăратпăр. Акă мӗншӗн пирӗн нумай пинлӗ (пӗтӗмпе 5000 яхăн çын) коллективра специалистсемпе тӗп рабочисен йышӗ ылмашăнса тăмасть.

– Эпӗ пӗлнӗ тăрăх, ӗç уйрăмах хӗрӳ пынă тапхăрта механизаторсем талăкра темиçешер пин тенкӗ ӗçлесе илеççӗ.

– Тӗрӗсех. Калăпăр, вырма вăхăчӗ пырать. Тырă пысăк лаптăксенче ӗлкӗрсе çитнӗ. Синоптиксем паян-ыран çанталăк пăсăласси пирки пӗлтереççӗ. Кун пек чухне, комбайнерсемпе вӗсен пулăшуçисем, машинăпа тырă турттаракансем е йӗтемре ӗçлекенсем ыйхă мӗнне те манаççӗ темелле. Анчах хӗрӳ тапхăрта икӗ-виçӗ сехет çеç канса илекен, паллă ӗнтӗ, каярахпа веçех ывăнса çитет. Çапах лайăх тӳлевпе хавхалантару мелӗсем ăна ырă кăмăл тата савăнăç туйăмӗ парнелеççӗ. 

Тепӗр тесен, пирӗн патра кăткăслăх хирти ӗççи вăхăтӗнче кăна мар, ытти производствăра та (аш-какай е сӗт комбиначӗсенче, хутăш апатсен заводӗнче, выльăх пусакан, продукцие тирпейлекен цехсемпе участоксенче) пулать. Чăннипе, ял çыннисенчен ытларахăшӗ смена е кун тăршшӗне асăрхасах та юлаймасть. Çакна шута илсе ӗçшӗн тӳлессине час-часах ӳстерме хушусем кӗртетпӗр.

Çакна та калам: реформăсен малтанхи çулӗсенче рабочисене ӗçшӗн тӳлеме май тупас тесе хамăр продукцие таçти хуласемпе инçетри Çӗпӗр таранах кайса сутнине е ытти таварпа ылмаштарнине тӳссе ирттернӗ. Мухтав Турра, халӗ хамăрах ура çинче çирӗп тăратпăр.

 

«Канлӗх тени маншăн – ют»

– Сирӗн аннӗр 100-е икӗ çул кăна çитеймен. Сиктӗрмере çеç мар, ун таврашӗнчи ялсенчи те аслă çултисем вăл чăтăмлă та ырă кăмăллă, тирпейлӗ те çирӗп кил хуçи пулнине палăртаççӗ. Сире ун çумӗнче ӳсме, пурнăçа вӗренме çăмăлрах пулнă-тăр.

– Ырă атте-анне пулнине мӗн çиттӗр? Анчах пире пурнăç хăйех питӗ хытă лăскарӗ, ăса кӗртсе çитӗнтерчӗ. Акă, мана, пилӗк класс пӗтернӗ ачана, лавçă пулма шаннă. Аслăраххисем лашана хăмăт тăхăнтартса, пӗкӗ карăнтарса панă та, алран тилхепе тыттарса, лавпа ăна-кăна турттарма хушнă. Тепӗр икӗ çултан колхоз лашисене çӗрле сыхланăшăн, кӗтӳç тесе, 37 ӗç кунӗ çырнă та 100 кило ытла ыраш уйăрса панă. Вуннăмӗш класс хыççăн лайăх ӗçленӗшӗн фуфайка пани, çав çулхинех пӗчченех мунча пури туни асра юлнă. Ун чухнех анне те, ыттисем те эпӗ нумай пӗлме тăрăшнине чухланă. Такам – те кулса, те чăннипех – мана çапла каланăччӗ: «Ванюш, труççике сутса яма тивсен те вӗренмех тăрăш...» 

– Куратпăр ӗнтӗ, вăрçăра паттăрлăх кăтартнă аçăр çамрăклах çӗре кӗнӗ пулсан та эсир лайăх вӗренсе аслă пӗлӳ илме, салтака кайса çӗршыв хӳтӗлевçи пулма, чăн-чăн хуçа-ертӳçӗ таран ӳсме мехел çитернӗ. Сире халăх Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутатне суйласа хисеп туни те, Марий Эл Республикин тава тивӗçлӗ зоотехникӗн ятне пани те, Патшалăх премийӗпе чыслани те сирӗн талантпа пултарулăхăра уçăмлăн палăртаççӗ. Уявсенче кăкăрăра Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялавӗн тата «Хисеп Палли» орденсем, медальсем илемлетеççӗ. Сире тата «Звениговский» пысăк пӗрлешӗве хамăр çӗршывра кăна мар, Европăра та аван пӗлеççӗ. Чăннипе, сире пăхсан ялта ӳснӗ чăваш ачин сăнарӗ юмахри паттăра е никам çӗнтерейми асамлă вăйçа аса илтерет. 

– Ытларах та калатăр пулӗ-ха та... Анчах эпӗ мӗн ачаранах çăмăллăх шыраман. Канлӗх тени е мӗн тунипе лăпланса ларасси маншăн – ют. Студент çулӗсенчех хама пурăнмалăх кăна мар, килтисене пулăшма та укçа-тенкӗ ӗçлесе илнӗ. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те (институтри спортсменсен пӗрлештернӗ командинче тăнă), сывлăх енчен те хавшак пулман. Çавăнпах мана студент çулӗсенче практика тухнă чухне яваплă ӗçсем (вăхăтлăха совхоз уйрăмӗн управляющийӗ таранах) сӗннӗ.  

Салтак служби хыççăнхи сакăр çул Тутарстанри, Чăваш Енри тата Марий Элти предприятисенче тӗп зоотехникра ӗçлерӗм. Пуринче те ертӳлӗхе сӗнсе пăхрӗç. Чылайччен, анне сăмахне итлесе, хирӗçлесе тăтăм. Анчах Марий Элта килӗшмех тиврӗ.

– Унта тӗплентӗр вара. Яланлăхах-и?

– Çапла. Апла пулин те хам çуралнă Сиктӗрмене, тӗп киле час-часах кайса тăраттăм. Каярахпа, Тутарстанри Элкел районӗнчи 50 пин ытла гектар çӗрлӗ, анчах арканас патнех çитнӗ «Хузангаевское» тата «Сет иле» (чăвашла «Сӗт çӗршывӗ») хуçалăхсем «Звениговский» пӗрлешӗве кӗнӗренпе (20 çул ытла)тăван тăрăхра эрнере икӗ кунран кая мар пулатăп.

– Маларах эсир «Халӗ хамăр ура çинче çирӗп тăратпăр» сăмахсем çине пусăм турăр. Çак шухăша вулакансене тӗплӗнрех уçса парсан аванрахчӗ...

– Тархасшăн. Маншăн ниçта та вăрттăнлăх çук. Çур ӗмӗре яхăн каялла Параньга районӗнчи «Елеевский» совхоз директорне лартрӗç те рабочисем çăмăллăнах сывласа ячӗç. Нумаях та вăхăт иртмерӗ – ӗç-пуç лайăхланма пуçларӗ, рабочисем ӗç укçине йӗркеллех илме тытăнчӗç. Вăл çулсенче ӗçлекенсемпе пур çӗрте те вăхăтра татăлайманни сипленми чир пекехчӗ. Анчах... «Звениговский» пуçлăхсăр тăрса юлчӗ те – мана хистесех унта куçарчӗç. Малтанлăха килӗшменни те пулăшмарӗ. Ывăлăн Сергейăн вырăс шкулӗнче вӗренес шухăшӗ пуррине пула парăнма тиврӗ. Шăпах çакăнта, паянхи центрта, шăпа манăн чăтăмлăха тепӗр хут тӗрӗслерӗ, темӗнле йывăрлăха та çӗнтерме вӗрентрӗ. 

Поселок тавра унта та кунта промышленностьпредприятийӗсем пулнăран халăх иртӗхсех кайнăччӗ. Юнашарти Красногорскра та, Суслонгерта та кăштах тӳлекелеме майсем тупнăран совхозра ӗçкӗçсемпе наянсем кăна тăрса юлнăн туйăнатчӗ. Шăпах çав тапхăрта çулланнă трактористăн, хам пекех Ваня ятлăскерӗн, хушамачӗ Мустаев-ха, сăмахӗсем пуçа пырса кӗретчӗç. Спас районӗнче управляющи пулнă чухне эпӗ ун патӗнче хваттерте тăнăран-ши е вăл манран самаях аслă пулнăран – унăн сăмахӗсем шкулти учитель ăс панăнах туйăнатчӗç. «Эсӗ халăхран ан хăра, халăхран вӗрен, халăх пек пулма тăрăш, – тетчӗ вăл мана час-часах. – Мӗн лайăххине тăватăн – халăхпа пайла, начар килсе тухсан – каçару ыйт. Чи кирли – тӗрӗслӗх. Кашни çыннăн лайăх пурăнас килет».

Шăпах Ванькка тете тата ун пек ăслă çынсем совхоза ертсе пыма тытăннă малтанхи кунсенченех мана ӗненме, çирӗп шанма тата май килнӗ таран пулăшма тăрăшни рабочисен кăмăл-туйăмне кӗске вăхăтрах уçса пӗр чăмăра пӗрлештерме, çирӗп коллектив йӗркелеме май пачӗ. 

Пурăна киле, Киров облаçӗнче ыйтăм ирттерчӗç те çакна палăртрӗç: аш продукцийӗ хатӗрленӗ чухне чылай çӗрте какайне тутлă шăршă тухмалăх çеç яраççӗ имӗш. Çакна шута илсе эпир, сысна ӗрчетекен пӗчӗк комбинат тăвакансем, халăх ыйтăвне тӗпе хума тӗллев лартрăмăр. Ара, ватăсем лавккана кӗреççӗ те котлет е ытти аш-пăш туянас вырăнне пӗчӗк татăк кăлпасси илнипех çырлахаççӗ. Çакна пӗлнӗ хыççăн маларах Шупашкарти аш-какай комбинатӗнче пӗрле ӗçленӗ специалистсемпе канашларăм. Вӗсем мана производствăна йӗркелес ӗçре май килнӗ таран пулăшрӗç. Халӗ те вӗсене кăмăлтан тав туса асăнатăп. Продукци – кăлпасси тата ытти çимӗç – кăларнă чухне пирӗн пата килсе ӗçе йӗркелеме пулăшрӗç. Пирӗн çыхăну паян та çирӗп. Кăштахран, аш-какай производствин технологине питӗ ăста пӗлекен Мария Порфирьева хамăрăн тӗп технолог пулма килӗшрӗ. Предприятире пирвайхи продукци кăларнă кунсенче вăл хавхаланса каланă сăмахсем паян та хăлхара янăраççӗ: «Çакăн пек лайăх пăхса çитӗнтернӗ паха сысна какайӗнчен начар кăлпасси кăларма юрамастех». Питӗ шел, Мария Алексеевна çамрăклах çӗре кӗчӗ...

Тутарстанри Элкел районӗнче хуçалăхсенчи производство кӗске вăхăтрах аталану çулӗ çине тăчӗ. Çӗр ӗç культурисене кăна çирӗм ытла йышшине çитӗнтеретпӗр. Пурте хăйне май тупăш параççӗ. Хӗвел çаврăнăшран пулакан жмых выльăх самăртма аван. Хура тул та темиçе тӗрлӗ усă парать. Ăратлă лаша ӗрчетни те паха отрасль пулса тăчӗ... Хытса выртнă, çум курăк пусса илнӗ çӗрсем кăпăшланса, хăйсемпе хăйсем тутлăхлă япаласемпе пуянланса пыраççӗ. Унчченхи кивӗ витесем вырăнне çӗнӗ комплекссем хăпартни ӗне выльăх шутне 25 пин таран ӳстерме май пачӗ. 

 

Чăнлăх ырăлăха çул хывать  

– Эпир сирӗнпе вун-вун çул çыхăнура пулнăран, хам та ытларах чухне сирӗн  лавккăрсенче тавар туяннăран, чăн-чăн продукци епле паха та техӗмлӗ пулнине туйма хăнăхрăм. 900 ытла суту-илӳ вырăнӗнче халăх черет тăрса тавар туяннине курсан çакăн пек ыйту та çуралать: «Епле ӗлкӗреççӗ-ши вӗсем ун чухлӗ, темӗн тӗрлӗ паха продукци хатӗрлеме?»

– Паллах, ӗç калăпăшне çулсерен палăрмаллах ӳстерме çăмăл мар. Çавна май çине тăрсах ăста кадрсем шырама, пуррисене вӗрентме тивет. Çак ыйтăва эпир рабочисемпе специалистсене пӗр-пӗринчен вӗренессине йӗркелесе, техникумсемпе аслă шкулсенче пӗлӳ пухакансемпе çыхăну тытса, хамăр пата йыхравласа татса паратпăр.

Пытармасăр каласан, халӗ, тӗнчипех палăрнă хыççăн, хамăра çăмăлрах туятпăр. 2013 çулта Германири Майн-çи-Франкфурт хулинче иртнӗ Европа куравӗнче 16 ылтăн, 6 кӗмӗл тата 1 бронза медаль çӗнсе илсе 135 çӗршывран пынă пысăк аш-какай комбиначӗсен хушшинче пӗрремӗш вырăн йышăнтăмăр. 2016 çулхи куравра та темиçе медале тивӗçрӗмӗр. Çакă пире Марий Эл Республикинче кăна мар, ытти регионта та чăн-чăн ырă ят илмелли çирӗплетӳ пулса тăчӗ. 

– Çапла, куратпăр та, пӗлетпӗр те. Пӗрлешӳре ӗç йӗркелӗвӗпе производство ытти çӗртинчен чылай уйрăлса тăрать: пӗтӗм выльăх-чӗрлӗх сывă та хăвăрт çитӗнет. Ыттисем те çакна пӗлччӗр, ыйтăва кăштах уçăмлатăр-ха.

– Халӗ те, техника тата компьютер ӗмӗрӗнче пурăнсан та, чылай çӗрте выльăх çине выльăхла пăхнă пек туйăнать мана. Калăпăр, сысна е ӗне фермине газ илсе пыни питех те сайра. Пирӗн фермăсенче пур çӗрте те ӗçе автоматсем йӗркелесе тата тӗрӗслесе тăраççӗ. Калăпăр, сысна фермисенчи йывăр сывлăша ютран туяннă вентиляторсем сиенсӗрлетеççӗ. Çавăнпа унта выльăх-чӗрлӗх усранине туйса илеймӗн. Нимӗнле шăршă та çук.

Хирӗçле тӗслӗх. Темиçе çул каялла Краснодар крайӗнчи селекционерсем сӗннипе 6 пин гектар кукуруза акрăмăр. «Пӗрчи пулса çитет, туни хăватлă пулать», – ӗнентерчӗç сутакансем. Анчах вăл пирӗн тăрăхра ӗлкӗрсе çитеймест иккен. Çакă тӗпчевçӗсене шанмашкăн тăхтаса тăма вӗрентрӗ. Чăннипех, кунтан тӗлӗнмелли те çук: тӗпчевçӗсене сахал тӳлеççӗ.

Е тата... Ăратлăх пирки. Выльăх ӗрчетессинче вăл – чи кирли. Ку енӗпе лайăх аçасене хамăр патра шыраса тупма йывăр. Çавна май вӗсене Канадăран, Данирен туянса пăхрăмăр. Анчах Англирен кӳрсе килнисем пире тивӗçтеререх параççӗ. Çапах ыйту çуралать: «Раççейре хамăр выльăх-чӗрлӗх ăратлăхне лайăхлатас енӗпе ытларах ӗçлеме кам чăрмантарать?» Чăннипе, наука институчӗсен, тӗпчевçӗсен ӗçне хакламанни хамăр аталанăва ура хурса пырать.

 

Парти ӗçӗ халăха пӗрлештерет

– Эсир  темиçе çул ӗнтӗ Раççей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Марий Эл рескомне ăнăçлă ертсе пыратăр. Çакă сире тӗп ӗçре чăрмав кӳмест-и?

– Çук! Вăл мана халăхпа тачăрах çыхăну тытма, мал ӗмӗтлӗ, тӳрӗ чунлă, ыранлăха туртăнакан пӗр шухăшлă çынсене пӗрлештерсе пӗтӗмӗшле ӗçе ăнăçлăрах татса пама пысăк пулăшу парать. Питех те ăслă коммунистсем кирек мӗнле йывăрлăха та, хăрушă вăрçăсене те хăюллăн çӗнтернӗ. СССР экономика енчен аталаннă чи вăйлă çӗршывсенчен пӗриччӗ.  

Сăмах май, пирӗн пӗрлешӳри ертсе пыракансенчен çурринчен ытларахăшӗ  – коммунист. Вӗсем пур енӗпе те ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тăраççӗ. Вӗсене кура чи пуçаруллă, пултаруллă рабочисемпе специалистсенчен ытларахăшӗ пирӗн парти еннелле туртăнать. СССР йӗркеленнӗренпе – 100 çул, КПРФа туса хунăранпа 30 çул çитнине анлăн уявланă хыççăн парти ретне уйăхсерен 10-12 çын тăрать. Суйлавçăсенчен ытларахăшӗ коммунистсен тӗллевӗсене килӗштернӗренех манăн ывăл Сергей РФ Патшалăх Думин депутачӗ пулса тăчӗ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ, 

журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

И.Казанков архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев