Иван ПАВЛОВ: «ЯЛТА ПУРĂНМА ПУЛАТЬ»
Выльăх тытса та лайăх укçа ӗçлесе илме пулать халӗ
Пăва районӗнчи Чăваш Киштек ял хутлăхне Иван Алексеевич Павлов 2005 çултанпах ертсе пырать. Профессипе педагог пулнăран çав вăхăтра шкул ӗçне те пăрахман вăл. Яваплă икӗ ӗçе харăсах пурнăçлама кансӗррине кура 2010 çулта шкулта кăна ӗçлеме шутланă, анчах пилӗк çултан район администрацийӗ каллех ял хутлăхне ертсе пыма ыйтнă. Хăй калашле, çапла 2015 çултанпа иккӗмӗш тапхăр ӗçлет вăл кунта. Ял хутлăхне кӗрекен виçӗ ялăн нуши-савăнăçӗпе пурăнать. Иван Алексеевича нумай пулмасть курсан Чăваш Киштек ял хутлăхӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма ыйтрăмăр.
– Миçе çын пурăнать ку тăрăхра сирӗн, мӗнле çӗнӗ объектсем пур? Культура çурчӗ те çӗнӗ курăнать. Çӗнӗ лартнă-и ăна е тӗпрен юсанă?
– Виçӗ ялта паянхи кун 600 яхăн çын пурăнать. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче ӗçлеме тытăннăранпа кунта нумай ӗç турăмăр тесе калама пултаратăп. Çуллен çӗнӗлӗхсем пулчӗç. Ак ку Культура çуртне тӗпрен юсаса çӗнетрӗмӗр. Çаплах республика, район пулăшнипе Чăваш Киштекӗнче çӗнӗ ача сачӗ лартрӗç, ял хутлăхӗн кантурне тӗпрен юсарӗç, çӗнӗ спорт площадки туса пачӗç. Яла кӗнӗ çӗрте часавай япăхчӗ, ăна та юсарăмăр, халӗ сӗре илемлӗ ларать вăл пирӗн. Ялта нумай çул пулманнисем килсен: «Ял илемленнӗ», – теççӗ. Чăнах та улшăнусем нумай пулчӗç, чăн малтан ӗнтӗ район, республика пулăшнипе ку, мӗншӗн тесен республика программипе пурнăçланчӗç. Питӗ кирлӗччӗ вӗсем пире. Маларах республика программипе шкула та тӗпрен юсанăччӗ. Çавăнпа ялта пурăнма пулать паянхи кун.
– Шыв та килсене кӗнӗ пуль?
– Шыв кӗртеймерӗмӗр-ха. «Таса шыв» республика программине кӗнӗ эпир, çапах та черет çитеймерӗ хальлӗхе, хăçан пуласси татăклă мар. Мӗншӗн тесен малтан проектне хатӗрлемелле. Кун валли укçа-тенкӗ сӗре нумай кирлӗ. Халăхран пухнă сулăм укçипе вара çуллен мӗн-тӗр тăватпăр. Çавăнпа хальлӗхе вăй çитерейместпӗр-ха. Пулăшма шантарчӗç, çавăнпа çитес çулсенче ку программăпа шыв пулать тесе шанса тăратпăр. Шыв сӗре кирлӗ, ытти мӗн кирли пур темелле. Çулсем тăватпăр акă. Киштекре кăçал сарса пӗтеретпӗр, Новоселкинче те пӗтсе пырать, Таккаварӗнче çурри ытла пӗтет, нумай юлмасть, тата виç-тăват çулта веçех туса пӗтересшӗн.
– Çамрăк çемьесем нумай-и?
– Çамрăк çемьесем паянхи кун сахал мар. Садике каймалли ачасем те 10–15-ӗн пур-ха. Ман шухăшпа, ял территорийӗнче çӗнӗ объектсем туни пулăшрӗ. Ку çулсенче хуларан куçса килекен ача-пăчаллă çемьесем пулчӗç. Çуртсем илсе пурăнаççӗ.
– Хулари хăтлă пурнăçа пăрахса яла килме мӗн хистет вӗсене, хăйсем мӗнпе сăлтавлаççӗ çакна?
– Ялтипе танлаштарсан хулара пурăнма йывăртарах, хваттер илме укçа-тенкӗ нумай кирлӗ, лайăх ӗç тупма йывăр теççӗ хăйсем. Лайăх ӗç укçи пулмасан хулара пурăнма чăнах та йывăр ӗнтӗ. Ялта вара йӳн хакпа çурт туянма пулать.
– Ӗç те кирлӗ вӗт-ха çынна...
– Ялта хатӗр ӗç çук. Пӗрисен упăшкисем вахтăпа урăх хуласене ӗçе çӳреççӗ. Теприсем выльăх усраççӗ. Выльăх тытса та лайăх укçа ӗçлесе илме пулать халӗ. Ӗне-выльăх шучӗ ку çулсенче чакмасть пирӗн, ӳссе те пырать, мӗншӗн тесен сӗт сутса, пăрăвне ӳстерсе укçа-тенкӗ тума пулать. Ялта ӗç çук та нимӗн те тума çук, пурăнма йывăр темелле мар. Ӳркенмесен ялта та пурăнма пулать. Алли ăста çынсем хăйсен ӗçне йӗркелеме пултараççӗ. Маçтăрсем нумай пирӗн.
– Хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем пур апла сирӗн?
– Ун пеккисем те пур. Пӗри электрик енӗпе ӗçлет. Хăшӗ-пӗри лавкка тытать. Пирӗн ял хутлăхӗнче икӗ фермер пур. Çавăнпа ӳркенмесен ӗç тупма пулать ялта та.
– Хуларан килекенсем çак ял çыннисемех пуль-ха?
– Хамăр ялтан тухнисем те пур. Пӗлтӗр Комирен пӗр çемье куçса килчӗ. Хăйсем пенсие тухнă та яла таврăнас тенӗ. Ку ялта пурăнман икӗ çемье те пур, Ульяновскран куçса килчӗç.
– Ял хутлăхӗн территорийӗнче агрофирма пур-и?
– Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен тата тыр-пул ӳстерекен «Заря» агрохолдинг пур. Ял-йыш унта механизаторта, выльăх пăхаканра ӗçлет. Ӗç укçи енчен ӳпкелекенсемех çук, лайăх ӗçлекен çынна лайăх тӳлеççӗ. Кӳршӗ ялсем те ӗçлеççӗ унта, ӗçе лартса каяççӗ, кӳрсе яраççӗ. Ялтан хулана ӗçе çӳрекенсем пур. Çул инçешӗ пысăк йывăрлăх мар хальхи вăхăтра – машинăсем чупаççӗ, автобуссем çӳреççӗ.
– Хăвăрăн ачăр-пăчăр ӳссе те çитӗннӗ пуль?
– Икӗ хӗр пирӗн, иккӗшӗ те медальпе шкул пӗтерчӗç, çемьеллӗ, ача-пăчаллă. Икӗ мăнук пур. Асли Надежда Ешӗлварта пурăнать, психолога, юриста вӗренсе тухрӗ. Кӗçӗнни Настя Хусанта культура институтне пӗтерчӗ. Çар çыннине качча кайрӗ. Кӗрӳ Хусанта танк училищинчен вӗренсе тухрӗ, танкист. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче те пулчӗ, халӗ Улан-Удэре пурăнаççӗ. Инçетре çав, телефонпа калаçса тăрсан та тунсăхлатпăр.
– Калаçушăн тав. Малашне те ăнăçу сире.
Хамăр корр.
Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев