Йывăрлăхсене парăнман
Вера Николаевна Потапова патӗнче час-часах пулатăп-ха эпӗ, анчах та хальхинче ун патне уйрăм сăлтавпа кайрăм: Вера аппа нумай пулмасть 90 çул тултарчӗ. Ман ун çинчен ытларах пӗлес килчӗ.
Вера Николаевна 1934 çулхи сентябрӗн 20-мӗшӗнче çуралнă. Амăшӗ, Пелагея Ивановна, ӗмӗр тăршшӗпе колхозра ӗçленӗ. Ашшӗ, Николай Федорович, коллективлă хуçалăхра секретарьте тăрăшнă. Йӳккелӗнчи шкулта тăватă класс пӗтерсен Вера икӗ çул тăван ялтан аякра пурăннă. Таврăнсан ялти фермăна ӗçе вырнаçнă. Ялти ытти çамрăксем пекех Вера та Владимир облаçне укçа ӗçлесе илме çӳренӗ. Килсен колхоз ферминчи сурăхсене кӗтнӗ.
Паллах, йывăрлăхсем те нумай пулнă. Анчах та Вера нихăçан та пуçа усса ларман. Каçсерен çамрăксем урама тухнă, юрăсем юрланă. Çавăнта паллашнă та хӗр хăйӗн пулас мăшăрӗпе. Михаил чиперкке çине тӳрех куç хывнă. 1956 çулта хӗрпе каччă пӗрлешнӗ. Мăшăрӗ тракторпа ӗçленӗ, Вера – фермăра. Çамрăк çемьере пӗрин хыççăн тепри икӗ ывăл – Юрий тата Владимир – çуралнă. Хӗрне Любăна вара ашшӗне курма пӳрмен – Михаил Афанасьевич арăмӗ виççӗмӗш ачипе йывăр çын пулнă чух тракторпа инкеке лексе сарăмсăр вилсе кайнă. Ачисене пӗчченех ӳстерме тивнӗ Вера Николаевнăн, амăшӗпе аппăшӗ пулăшнă.
Вера аппа нихăçан та ӗçрен хăраман, ял хуçалăхӗнче тăрăшнă – сурăх кӗтӗвӗ те кӗтнӗ, ӗне те сунă... Нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн «Ӗç ветеранӗ» медале тивӗçнӗ, ял Совечӗн депутачӗ те пулнă.
Хисепе тивӗçлӗ ачасем ӳстернӗ, вӗрентнӗ Вера аппа, халӗ вӗсем кашни хăйӗн çемйипе пурăнаççӗ. Пилӗк мăнукӗпе 11 кӗçӗн мăнукӗ асламăшне, кукамăшне курма час-час килсе çӳреççӗ. Вера Николаевнăна Люба хӗрӗ пăхать.
Вера аппана пурнăçра çăмăл килмен, çапах та вăл паян кунчченех ырă та çутă çын пулса юлнă. 90 çул тултарнă тесе те калас килмест ун пирки. Нумай çул савăнса пурăнма çирӗп вăй-хал сунас килет хисеплӗ Вера Николаевнăна.
Лилия АРИСОВА.
Йӳккел ялӗн библиотекарӗ.
Теччӗ районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев