Кăçал çуллахи тӗрлӗ тытăмлă 1683 лагерьте 172 пин ача канать
91327 ачана хула хӗрринчи стационарлă 126 лагерь, 12529-шне 46 палатка лагерӗ, 11315-шне 626 ӗçпе кану лагерӗ, 56884-шне шкулсем çумӗнчи 885 лагерь тата 5676-шне Хура тинӗс хӗрринчи 4 лагерь кӗтеççӗ. Кану учрежденийӗ мӗнлине кура кану 7-рен пуçласа 21 кунччен тăсăлать. Çавăнпа хакӗ те тӗрлӗрен, чи йӳнӗ путевка 4-5 пин тенкӗ пулсан (муниципаллă районсен лагерӗсем), чи хакли 40-70 тенкӗпех (коммерциллисем) танлашать. ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Р.Садыков ку çул хакӗнчен, лагерӗн хăтлăх шайӗнчен, профилӗнчен тата вăл мӗнле ведомствăн пулнинчен килнине каларӗ. «Байтик», «Татнефть» пек коммерцилле лагерьсем, тӗслӗхрен, нихăш çул та йӳнӗ пулман.
Ачасен çуллахи канăвне йӗркелессине Республикăри ведомствăсем хушшинчи комисси (ертӳçи ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева) тимлӗхре тытать. Кăçал ăçта, миçе ача канассипе тата çӗнӗлӗхсемпе ТР Министрсен Кабинетӗнче май уйăхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ брифингра паллаштарчӗç.
Комиссин председателӗ Лейла Фазлеева хăй сăмахне Июнӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун çывхарса килнӗ ятпа саламланинчен пуçларӗ. Çулла ачасем ытларах килте, вӗсен пушă вăхăчӗ нумай, çавăнпа ашшӗ-амăшӗсемпе аслашшӗ-асламăшӗсем тимлӗ пулмаллине аса илтерчӗ. Мӗншӗн тесен ачасен хăрушсăрлăхӗ тӗп вырăнта кун пек чух.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Р.Садыков 42 пин ытла ача кăçал республика шучӗпе канассине те пӗлтерчӗ. Вӗсем: йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнисем, тăлăхсен çурчӗсенче ӳсекенсем, тӗрлӗ чирпе аптракансем, мобилизаципе кайнисен ачисем тата пултаруллисем. Сывлăх енчен çирӗп мар 550 ачан та канма май пулать. Вӗсем валли республика 4,5 миллион тенкӗ укçа уйăрнă.
14 — 17 çулсенчи тепӗр 900 ача «Паттăрсен çӗршывӗ» программăпа тӳлевсӗрех Теччӗ тата Çултӳ районӗсенчи «Чайка» лагерьсенче канӗç. Спикер тепӗр çӗнӗлӗхпе те паллаштарчӗ, кăçал пуçласа çуллахи канăвăн çӗнӗ формачӗ — Çамрăксен политикипе культура учрежденийӗсен никӗсӗнче кăнтăрлахи лагерь — хута каять. Пилотлă сменăсем Ешӗлвар, Елабуга, Азнакай районӗсенче пулаççӗ.
Тутарстан хăй шефа илнӗ Рубежное тата Лисичанск хулисенчи 462 ачана Крымри «АкБарс-Сэлэт» лагере канма ярать.
— Хуть мӗнле лагерь ӗçӗн тӗп правили вăл — воспитани ӗçӗ. Кашни лагерь мӗнле программăпа ӗçлессине палăртнă, ăна комисси питӗ тимлӗн суйласа илнӗ. Кăçал Раççейре — Çемье, Тутарстанра Наукăпа технологи аталанăвӗн çулталăкӗ пулнăран, вӗсем лагерьсен программине кӗнӗ, — терӗ спикер хамăр çӗршывăн, халăхăн тӗп хаклăхӗсем — çемье, патриотизм тӗп вырăнта пулнине палăртса. Кунсăр пуçне ачасене техника профессийӗсемпе кăсăклантарма, патриотизмла киносем кăтартма палăртнă. Кану вăхăтӗнче ачасемпе пурӗ 4000 вожатăй ӗçлӗ.
Тутарстан лагерьсен инфраструктури çине нумай тимлӗх уйăрнине те асăнчӗ министр. 2019 çултанпа республикăра «Çулла — ачасем валли» программа ӗçлет. Вăл пулăшнипе 33 лагере юсаса çӗнетнӗ. Лагерьсем патне пыракан çулсене тирпее кӗртнӗ. 2024 çула 12 районти — 13 тата Краснодар крайӗнчи пӗр лагере юсама палăртнă.
Брифингра спикерсем çуллахи кану вăхăтӗнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси тӗп задача пулнине пӗр саслăн каларӗç. Вăхăчӗ лăпкă маррине кура МЧС, Роспотребнадзор, Сывлăх сыхлав министерстви, ШӖМ, Росгварди мӗнпур енчен хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме тăрăшӗç. Лагерьсене санитарипе эпидемиологи, пушар тата терроризм хăрушсăрлăхӗн хатӗрлӗхне тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Тӗпрен илсен, лагерьсем ачасене йышăнма хатӗр. Лейла Фазлеева ют региона канма каякан ачасен ашшӗ-амăшӗсене çеç çула тухас умӗн информацие тимлӗн сăнамаллине аса илтерчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев