Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал яла аталантарма 4,1 миллиард тенкĕ уйăрĕç

«Ялти ипотека» программăпа 2024 çулта 3,8 миллиард тенкĕлĕх 747 ипотека кредичĕ панă

«Ялти ипотека» программăпа 2024 çулта 3,8 миллиард тенкĕлĕх 747 ипотека кредичĕ панă

 «Ял çĕрĕсене  комплекслă аталантарасси» Патшалăх программине Тутарстан Республики хастар хутшăнать. 2024 çулта ку программăпа ирттернĕ мероприятисене хывнă пĕтĕмĕшле финанс калăпăшĕ 5,3 миллиард тенкĕпе танлашать. Çак шутра федераллă  бюджетран 3,9 миллиард тенкĕ уйăрнă, Тутарстан Республикин бюджетĕнчен — 909 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетсен укçи-тенки — 22 миллион тенкĕ, бюджетран мар укçа-тенкĕ — 495 миллион тенкĕ.

«Ял çĕрĕсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси» сулăмпа 10 çемьене ялта 882 тăваткал метр пурăнмалли çурт тума май панă тата 118 çемьене аренда килĕшĕвĕпе пурăннă çурт-йĕре  сутăн илессипе (е строительствипе) пулăшса 8660,7 тăваткал метр ĕçе кĕртнĕ. 38 муниципаллă районта 92 обществăлла вырăна тирпейленĕ. Çавăн пекех 1,5 миллиард тенке ларнă 44 километр автоçула 8 социаллă тивĕçтерÿ, культура учрежденийĕсем патне, 3 агропромышленность комплексне çитернĕ. «Ял çĕрĕсен паянхи сăнĕ» федераллă проектпа 10 социаллă тата 9 инфраструктура объекта хута янă.

2025 çулта ку программăпа пурнăçлакан ĕçсене 4,1 миллиард тенкĕ укçа уйăрасси паллă.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество