Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Калаймарăм калас сăмахăма...

Раиса Леонидовна Козлован юбилейӗнче те Урташ сăвви-кӗвви уççăн янăрарӗ

Иртнӗ çул вӗçӗнче, Валентин Урташăн Пӗтӗм Раççей тенӗ пекех анлăн паллă тунă 100 çуллăхӗнче, ватти-вӗтти таранччен темиçе хутчен те аса илнӗччӗ çак йӗркесене, паллă поэт-юрăç хăй те çине-çинех кăмăлтан шăрантарнăскерсене. Чăвашлăха чун-чӗрипе хисеплекен Раиса Леонидовна Козлован çавра çулӗнче те – çитмӗл пиллӗк тултарчӗ вăл – пурте тенӗ пекех пӗлекен Урташ сăвви-кӗвви темиçе хутчен те уççăн янăрарӗ. Юбиляр пуçарнипе.

 

«Ара, эпӗ те калаймастăп-ха хамăн татăклă сăмахăма, – терӗ вăл хытă хумханса та хавхаланса. – Тивӗçлӗ канăва тухнăранпа самай вăхăт иртнӗ пулсан та. Чăвашлăхпа тăван чӗлхе шăпи пӗрре те канăç памасть. Çамрăк ăру ашшӗ-амăш чӗлхипе сахалтарах калаçни те кăмăла хуçать...»

– Каçарăр та, Раиса Леонидовна, Валентин Урташ юбилейӗ пурне те тӗлӗнтернӗччӗ. Мӗн чухлӗ чăваш юрри-сăвви, ăшă калаçу пулчӗ унта. Çитмӗл-сакăр вуннăрисем те аяккинче тăрса юлмарӗç вӗт. «Валя, хăрах алăпа, виçӗ пӳрнепе юлнă чăлах пулсан та, чăваш ятне тӗнчене çӗклерӗ. Вăл хăнара-мӗнре чухне те, вăйă-­кулăра та хăйӗн чуна пырса тивекен сăввисене вулатчӗ, кирлӗ пулсан – юрласа та паратчӗ. Чăн-чăн чăвашла!»

– Çапла. Унăн палăкӗ умӗнче калаçакансем те, йышлă халăх та – пурте чăвашла шăкăлтатрӗç, хăйне майлă талантăн паян та упранакан, чӗрине-чунне яланлăхах кӗрсе вырнаçнă, янравлă юрри-сăввине аса илсе килентерчӗç, – калаçăва малалла тăсрӗ уяв хуçи. – Анчах çамрăк ăру компьютер ăшне кӗрсех ларнăн туйăнать мана. Хуларан, авалтан чăвашлăхăн тӗп хули майлă историе кӗрсе юлнă Чӗмпӗртен килнисем те, пуртех мар пулсан та, ашшӗ-амăшӗпе те вырăсла калаçма хăтланаççӗ те. Вӗсем хăйсене И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ учительсем чăн чăвашла вӗрентнине те пӗлесшӗн мар пекех туйăнать. Акă мӗншӗн манăн Валентин Урташăн «Калаймарăм калас сăмахăма» юрри хыççăн яланах çак шухăша пурте илт­мелле çапла хушса калас килет: «Упрасчӗ атте-аннемӗрӗн, асанне-асаттемӗрсен чӗлхине... Урăхла каласан, тӗнчипех паллă тăван ял таланчӗн сăмах-­юррине, чун-чӗрене хӗмлентерсе хавхалану кӳрекенскере...  

Çак сăмахсем хыççăн анлă тавракурăмлă, сăмаха тӳррӗн калаканпа, кирек кампа та самант­рах паллашма, уççăн хутшăнма пултараканпа калаçу хăйпе хă­йех малалла тăсăлчӗ.  

– Сире пурте хисеплеççӗ, сирӗнпе чылай ыйтусене пӗр­ле сӳтсе яваççӗ...

– Хам та çапларах шутлатăп. Çав чыслав авалтанах пырать пулас. Халăха вӗрентес, çирӗп пӗлӳ тата ăс парас юхăм пирӗн йăхра ӗмӗртенпех пырать. Атте, Леонид Васильевич, иртнӗ хăрушă вăрçăран йывăр аманса, чирлесе таврăннă та кăшт сывалсанах ачасене вӗрентме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа педагогика институчӗ пӗтерме те, çӗр-çӗр çамрăка ăс-тăн пама та чăтăмлăх çитернӗ. Унăн çирӗп­лӗхӗпе чăтăмлăхӗ пире те куçнă. Вăл çине тăнипе тата хистенипех эпӗ ял ачи-пăчине вӗрентекен пулса тăтăм. Юта тухса каймасăр. Манăн шăллăм Анатолий Васильевич та çав çул çинех тăчӗ. Вăл лайăх вӗрентекен те, чăн-чăн ертӳçӗпе çемье пуçӗ те пулни çинчен Ульяновск хулинче те, облаçӗнче те ырă ят çӳрет. 

– Эсир тăван ялта тӗпленнӗ те юлашки ачана кӳршӗ ялти шкула илсе кайичченех ӗçленӗ. Канăва тухичченех. Ăçтан сирте çавăн чухлӗ  чăтăмлăх?

– Ачасене тата вӗсен аш­шӗ-­амăшне ытарайманнипе. Пурте пӗр йышлă çемье пек пурăннă-ӗçленӗ те пӗр-пӗринчен уйрăлма хăват çитмен. Ара, вӗрентекенӗн ӗçӗ шкулпа кăна вӗçленмест вӗт. Каникулсенче е кану кунӗсенче ял-йышпа пӗрле хирте пулни те, ферма ӗçченӗсемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтăва сӳтсе явни те хăйне кура вӗрентӳ мар-и? Кăмăлтан калаçатăн е вӗсен нушисене ăнланатăн та çын хăйех учителе юратма, унпа çывăх пулма хăнăхать. Эпӗ çамрăкранах сăвă-­юрă юратнăран ялти çамрăксене илемлӗ пултарулăх коллективне явăçтаракан та, клубра тӗрлӗ мероприяти ирттерекен те пулса кайрăм. Е тата... Камăн çуралнă кун е мӗнле те пулин уяв пулсан чăн-чăн чăваш тумӗпе артистла юрласа-ташласа паратăп. Хăнасен тавӗпе ăшă сăмахӗ мана вăй парса, хавхалантарса ярать. Çакă мана хама хаваслăрах тытма та, маларах асăннă пек «чăвашлăх чакса пырассине» кăштах та пулин пӳлсе пыма та пулăшать, хама та чун хушать.

– Питӗ лайăх. Эсир ял историне пухма-çырма пуçлани те тӗлӗнтернӗччӗ мана. Ултă çул каялла Раккасси çинчен, ял юбилейне хатӗрлесе кăлартăмăр ăна... Ун чухне эсирех, нумай-нумай ватăсем, пурнăç тути-масине лайăх курнă çынсем урлă ял аваллăхӗпе историне самай тарăннăн та кăсăклă уçса пама пулăшрăр. Эсир ял çыннисемпе, çынсем сирӗнпе тачă çыхăнура пулни питӗ вырăнлă пулчӗ.

– Каçарăр та, ялти пӗртен-пӗр учителӗн епле пулмалла тата? Тепӗр тесен çын шучӗ, ача çураласси чакса пыни манăн чуна хӗсет. Çавна май ютран, хуларан килекен кашни çыннах Раккассинче «тымар яма» хистетӗп.

Шутласа пăхăр-ха: хăй вăхă­тӗн­че, эпӗ ӗçлеме пуçланă 1963 çулхине, 1-мӗш класра 29 ачаччӗ. Ларма парттăсем те çитместчӗç. Ялта садик пулманнипе вӗсен малтанхи пӗлӗвӗ те пулман. Анчах çавсенченех аслă пӗлӳллисем те тухрӗç. Елена Гурь­евна Максимова, Леонид Николаевич Садовников... Каярахри ушкăнсенчен вӗсен йышӗ хушăнсах пычӗ. Михаил Иванович Васияров полковник, Константин Васильевич Алек­сеев полици майорӗ... Аслă пӗлӳллисен йышӗ кăна икӗ алăри пӳрнесенчен те иртет. Хам пирвай­хи пӗлӳ панă ачасенчен пӗри те ӗçсӗр пулманнипе пушшех савăнатăп.  

Чылайăшӗ Раккассинчех, кӳршӗллӗ ялсенче тӗпленнӗрен хам ачасем  пекех çывăх куратăп. Педагогика училищинчен вӗренсе тухнă Елена Анатольевна Тютина, Юлия Гурьевна Герасимова тата ыттисем те. Николай Иванович Иванов куç умӗнчех таврари паллă водитель пулса тăчӗ, Елена Ивановна Тимофеева пуçаруллă сутуçă, Вера Анатоль­евна Тютина пултаруллă аптекарь пулнипе савăнатăп. Нумаях пулмасть хуларан яла таврăннă Вячеслав Васияров кукамăшӗн çурт­не çӗнетсе ялта яланлăхах тӗп­ленет. Маларах ютра ӗçленӗ Неля Алексеева Раккассинчи медпункт­ра тăрăшса ӗçлет. Унăн тепӗр виçӗ юлташӗ те ялсенчи çынсен сывлăх хуралӗнче...

– Сире уçă та ăшă калаçушăн пысăк тав. Шкулта вăрах çул пуçаруллă ӗçленӗшӗн тата общест­во пурнăçӗнчи пысăк хастарлăхшăн эсир Чăваш Наци Конгресӗн тавне, Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн Хисеп хутне тивӗçнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр, тăнăçлă пурнăçпа ырлăх, телей сунатпăр.

 

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

Чăваш Наци Конгресӗн элчи,

Чăваш Республкин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

И.Кузьмина тата 

автор архивӗнчи 

сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев