Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАМСЕМ ВӖСЕМ – ЧĂВАШ ЕН ЕНТЕШӖСЕМ?

Чăваш халăхне региона кура пайламалла мар. Эпир пӗр халăх

Пленарлă ларура урăх регион чăвашӗсем Чăваш Республикине  историлле тăван çӗршыв тесе палăртрӗç. Ман шутпа, ку чухне шăпах историе тӗпе хумалла та. Наци республики тесен урăх шут. Вăл пуриншӗн те çапла. Чăвашсен историлле çӗршывӗ вăл – Аслă Пăлхар,  Тутарстан апла пулсан. Утияла хамăр енне сӗтӗрес тесе çырмастăп, историлле тӗрӗслӗхе тепӗр хут палăртас тенипе. 

Форум ӗçне хурлама çук, лайăх, нумай енлӗ иртрӗ вăл, октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшӗччен пычӗ. Культура программисӗр пуçне тӗрлӗ сферăпа çыхăннă çавра сӗтелсем, куравсем иртрӗç. Ял хуçалăхӗн, бизнес çаврăмӗн, промышленноçăн, туризм аталанăвӗн ыйтăвӗсене пăхса тухрӗç. 

ЧНК аслăрах е федераллă автономи?

Октябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Туслăх Çуртӗнче «Чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран» çавра сӗтел пулнă. Шел те, унта хутшăнма май килмерӗ. ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев пӗлтернӗ тăрăх, унта ЧНКпа Раççей чăвашӗсен федераллă автономийӗ хушшинче ӗçлӗ килӗшӳ тунă.

Кун пирки октябрӗн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркӗнчи Верона-холра иртнӗ пленарлă ларура ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев та кăштах каласа  хăварчӗ. 

– Сире пурсăра та чăваш çӗрӗ çинче кӗтсе илме хавас. Эсир ăçта пурăнсан та пире çак çӗр пӗрлештерсе тăрать. Пурте, хăшӗсем Раççейӗн урăх регионӗсенче, ют çӗршывра пурăнсан та, Чăваш Енпе çыхăннисем, тӗрлӗ сферăсенче ӗçлекенсем: инженерсем, ученăйсем, художниксем, искусствоведсем, поэтсем. Эпир пӗр тымартан. Темиçе ӗмӗр каялла пурăннă ентешсене те аса илетпӗр паян. Вӗсем ӗçлес майне кăтартса пани паянхи куншăн та юрăхлă, – терӗ ЧР Пуçлăхӗ залра ларакансене саламласа. 

Олег Николаев чăваш наци хăйевӗрлӗхне упраса малалла аталантарас ӗçе чи кирлисен шутне кӗртрӗ. Тӗрлӗ халăхсемпе этноссен этнокультурипе чӗлхесен тӗрлӗлӗхне упрасси пирки РФ Конституцийӗнче те çырса хăварнине аса илтерчӗ. Нумай пулмасть РФ Патшалăх Думи Раççей халăхӗсен культура хăйевӗрлӗхӗ çинчен закон проектне йышăннă. Çавна кура Чăваш Ен Пуçлăхӗ маларах тата халь туса пыракан ӗçсене тӗрӗс хаклама тата ăна критика енчен пăхма кирлине каларӗ. 

– Улшăннă лару-тăрăва тата çӗнӗ закона шута илсе Чăваш наци конгресӗ халиччен туса пынă пысăк ӗçе кăшт урăх куçпа пăхмалла. 1992 çулта йӗркеленнӗ ЧНК хăй ӗçне туса пырать, анчах та  ӗç формачӗпе, юридици статусӗпе çак организаци федераллă культура автономийӗн статусне йышăнма пултараймасть. Çавăнпа темиçе çул каялла федераллă культура автономине йӗркелесе янă. Çак икӗ организаци нумай енӗпе пӗр-пӗрне сăнласа пыраççӗ, анчах иккӗшӗн хушшинче синхронизаци çукчӗ. Федераллă наципе культура  автономийӗ вара паянхи закон нормисене тивӗçтерсе Нацисен ӗçӗсемпе федераллă агентствăн тӗрлӗ программисемпе проекчӗсене хутшăнма май парать. Проектсемпе программăсем вара Чăваш наци конгресӗн площадкинче тӗпленнӗ. Çавăнпа вӗсен ӗçне синхронизацилемелле. Чăваш Республикин Правительстви çак процессен катализаторӗ вырăнӗнче компетенцисен пурнăçланăвӗн центрӗ пулса тăрӗ, – терӗ Пуçлăх. 

Чăваш наци конгресӗ 30 çулхи юбилее çакăн пек улшăнупа кӗтсе илет пулать. Хальлӗхе пӗри ăнланмалла мар. Ку ЧНК статусне пӗчӗклетни-и? 1992 çулта йӗркеленнӗ ЧНК Раççейри регионсен хушшинчи обществăлла организаци шутланать. Вăл регионсенчи, ют çӗршывсенчи наципе культура автономийӗсене, пӗрлешӳсемпе ассоциацисене, наука учрежденийӗсене пӗрлештерсе тăрать. Урăхла каласан – пуç пулса тăрать. Ун статусӗ çӳллӗрех, апла пулсан Раççей чăвашӗсен федераллă наципе культура автономийӗ те ун тытăмне кӗмелле мар-и? Аса илтеретпӗр, ЧНК 1992 çулхи октябрӗн 8-9-мӗшӗсенче иртнӗ пӗрремӗш съездра йӗркеленнӗ. Ăна ЧР Аслă Канашӗн тата Халăх Хуралӗн пуçарăвӗпе ирттернӗ. Çав съездрах ЧНК право статусне, идеологине çирӗплетекен документсене йышăннă, Мăн Канашпа президентне суйласа лартнă, устав та пур. Халӗ мӗн апла мар-ши тата?  

Сăмах пачӗç

Каласа хăвармалла, форум хăнисем Чăваш Енрен тухнă, халӗ Раççей регионӗсенче, ют çӗршывсенче пурăнакан паллă çынсем пулчӗç. Çавсен шутӗнче федераллă тата регионри власть органӗсен представителӗсем, бизнес çаврăмӗ, обществăлла организацисен пайташӗсем, культура, спорт, вӗрентӳ тата ытти сфера çыннисем. 

Лару кичем докладсемпе иртмерӗ, Дмитрий Краснов президиумра ларакансене çивӗч, интереслӗ ыйтусем пама тăрăшрӗ. Ку лайăх, паллах. Çапах Чăваш Енрен тухнă паллă çынсене ытларах калаçтарнă пулсан аванрахчӗ. Ларăва онлайн-режимра Раççей актерӗ Анатолий Гущин хутшăнса ентешсене саламлани хăйне пӗр интерес.  Актер Çӗнӗ Шупашкарта çуралса ӳснӗ. Эфира вăл съемка вăхăтӗнче тухрӗ, Геленджикра сериал ӳкереççӗ ку вăхăтра, амăшӗ те хăйпе юнашар иккен, тинӗс сывлăшӗпе сывласа сывлăхне çирӗплетет чăваш хӗрарăмӗ. Хăй чăваш пулнине темиçе хутчен асăнса тăван чӗлхене вӗренме пуçлассине пӗлтерчӗ (тӗплӗнрех 4-мӗш страницăра вулăр). 

Аксаковăн плансем пысăк

Чăваш Республикин ертӳçи хыççăн РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков сăмах илчӗ. Ертсе пыракан унран ентешсен опычӗпе усă курни, вӗсен ӗçне анлăлатма кăмăл пурри çинчен ыйтрӗ. Анатолий Аксаков хăй Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ пулин те Чăваш Ене кӗçӗн тăван çӗршыв вырăнне хурса хисеплет. Хăй çине чи пысăк витӗм кӳнӗ çынсенчен Андриян Николаева аса илчӗ. Хăйшӗн вăл атте пек те, вӗрентекен пек те пулнине каларӗ. Малашне ентешсемпе пӗрле, Чăваш Енӗн Мускаври представительствипе, регионри власть органӗсемпе пӗрле пысăк ӗçсем тума палăртнине пӗлтерчӗ. Чăваш Ен ывăлӗсен реестрне туса хурса активлă ӗçлеме пуçлас сӗнӳпе те тухрӗ вăл. Паянхи лару-тăрăва хускатса наци ыйтăвне чи пӗлтерӗшлисен шутне кӗртрӗ: «Халӗ пире Раççей çыннисен шутӗнчен, ӗретӗнчен кăларас текен тӗнчепе вăрçă пырать. Пире урăх культурăна, йăласене йышăнтарасшăн, тымарсене кăкласшăн. Çавăнпа хамăр культурăна, халăха упрани кирлӗ», – терӗ Анатолий Геннадьевич.     

Сăмах калакансен шутӗнче Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева, Самар облаçӗн чăвашӗ, Тутарстан Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Обществăлла канашăн председателӗн çумӗ, республика санаторийӗсен   ассоциацине ертсе пыракан Евгений Терентьев пулчӗç. 

ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов Чăваш Енрен тухнисен пӗрлӗхӗ çинче никӗсленнӗ регионсен хутшăнăвӗсем, обществăлла пӗрлешӳсен ӗçӗ çинчен калаçрӗ. 

Шупашкарта çуралса ӳснӗ, халӗ Мурманск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Андрес Чибис та ентешӗсене видеоçыхăну мелӗпе саламларӗ. «Аслă Раççейӗмӗре юратнă май хамăрăн тăван тăрăха та манса каймалла мар. Пӗрлешсе ӗçлени, чи лайăх практикăсемпе ылмашăнни паянхи куншăн питӗ кирлӗ», – терӗ кӗпӗрнаттăр Чăваш Енпе Мурманск облаçӗ хушшинче ӗçлӗ килӗшӳ пуррине аса илтерсе.  

Мероприяти «Уяв» халăх ансамблӗн юрри-ташшипе илемлӗн вӗçленчӗ. 

Сăнӳкерчӗксем  cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев