Канӑва пульницара ирттерес марччӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Петербургри Мариински кардиохирургипе юн тымарӗсен центрӗнче операци тунӑ.
Эпир пурте пӗлетпӗр, кӑна телевизора та нумай кӑтартнӑ, Михаил Игнатьев питӗ спорта юратакан ҫын. Йӗлтӗрпе те, велосипедпа та ярӑнать, ҫуран та чупать, Чӑваш Республикин ҫыннисене сывӑ пурнӑҫ йӗркин тӗслӗхне кӑтартать.
Ҫавӑнпа та ӗнер РБК тата "Коммерсантъ" информаци агентствисем сарнӑ 57-ри Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ чӗрепе Питӗрти пульницана лекнӗ текен хыпара малтан ӗненес килмерӗ. Михаил Игнатьева усал сунакансем сармаҫҫӗ-ши ӑна?
Ҫак кунсенче Санкт-Петербургра Раҫҫейпе Беларуҫ регионӗсен хушшинчи форум иртнине пӗлетпӗр. Республикӑсемпе облаҫсен ертӳҫисем унта хутшӑнни те паллӑ. Михаил Игнатьевӑн та, Питӗртен таврӑнсан Шупашкар районӗн ҫур ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ ҫӗре хутшӑнмалла пулнӑ. Анчах та унта Пуҫлӑх вырӑнне унӑн ҫумӗ - премьер-министр Иван Моторин хутшӑннӑ.
Ҫак вӑхӑталлах, июлӗн 19-мӗшӗнче 15:33-ре ЧР Пуҫлӑхӗн официаллӑ сайчӗ Михаил Игнатьев черетлӗ отпускра сывлӑхне тӗрӗслет тата сипленет тесе ҫырчӗ:
"Глава Чувашской Республики Михаил Васильевич Игнатьев находится в очередном отпуске и проходит плановое медицинское обследование и лечение".
Лечение. Апла пулсан сас-хура пушӑ вырӑнта ҫуралман. Вӑл Санкт-Петербургри Мариински пульницара выртнине те вуласа пӗлтӗмӗр интернетран. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем Михаил Игнатьев операци хыҫҫӑн майлашӑнса пырать терӗҫ.
Лару-тӑру еплерех аталаннине малашлӑх кӑтартрӗ. Мӗнле пулсан та, Чӑваш Ен пуҫлӑхне ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Сӑнӳкерчӗксене ЧР Пуҫлӑхӗн сайтӗнчен илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев