Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Каравон» 20 пин çынна пуçтарчӗ

Майăн 26-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче вырăс халăх культурин уявӗ иртрӗ


Майăн 26-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольски 
ялӗнче вырăс халăх культурин уявӗ иртрӗ

Çуллахи Микулана халалланă уявра алран алла тытăнса утасси те, çемье çавăрас текен каччăсем хӗр сăнаса хуни те, ытти йăласем те нумай пулнă. Коммунизм патне васканă тапхăрта, чăрмантарасран хăраса-ши, авалтан пыракан халăх йăлисене, уявӗсене манăçа хăварма ăнтăлнă. «Каравонпа» та çакăн пек ăнсăрт пулса иртнӗ.

Анчах йăла-йӗрке çутçанталăк законӗсене, этемлӗхе хирӗçлемест-тӗк, пурпӗрех çӗнӗрен чӗрӗлсе тăрать. Тӗрӗсрех каласан, ăна çӗнӗ пурнăç парас текен тупăнатех, ыттисем вара çав çынна пулăшса пуçарăва хăйсен аллине илеççӗ. 1988 çулта Сергейпе Светлана Трусовсем малтанах фольклор ансамблӗ йӗркеленӗ, 1993 çулта фестиваль ирттерме ирӗк ыйтса республикăн Культура министерствине çитнӗ. Çапла пуçланса кайнă çак уяв, çӗнӗрен чӗрӗлсе тăнă. Вӗсем йӗркеленӗ фольклор ансамбльне çӳрекенсем паян хисеплӗ ватăсем, Сергей Трусов 2021 çулта пирӗнтен яланлăхах уйрăлса кайнă. Пархатарлă ӗç вара çулран çул вăй илсе пырать. Пӗлтӗр 30-мӗш хут вырăс культурине юратакансене Никольскине пухрӗ. Çакăн пек чаплă юбилейлă «Каравон» хыççăн, малашне нимӗн çӗнни те кӗртме çук тейӗн уяв программине, йăлт пур пек. 
Анчах фестивале йӗркелекенсем тупаççӗ çӗнӗлӗхсем. Кăçал та вӗсем нумай. Яланхи пекех фольклор коллективӗсем нумаййи «Каравона» юратса кашни çул килме тăрăшнине кăтартать. Çывăхри регионсенчен çеç мар, çӗршывăн инçетри кӗтесӗсенчен те килнӗ. 2023 çулта халăх вăййисем йышлă пулни çинчен çырнăччӗ, 2024 çулта та çаплах. Анчах кăçал вӗсен çумне сӗтел çи вăййисем хутшăннă. «Каравона» килнисем пит кăмăлларӗç вӗсене — çитӗннисем, пӗчӗккисем, çул çитменнисем — пурте вылясшăн. Урам хӗррипе лартса тухнă вăйă лаптăкӗсен йышӗ ӳснине асăрхама пулать. Тӗслӗхрен, ухăран пересси. Çынсене пит килӗшрӗ курăнать ку, черет тăрса переççӗ, инструкторӗ (Хаяр Иван вăхăтӗнчи стрелец тумӗпе) тӗрӗс пеме вӗрентсе тӳрлетсех тăрать. Санкт-Петербург артисчӗсен «Папьемашенники» ушкăнне Хусанта пӗрремӗш хут мар, «Крутушка» фестивальтенех пӗлет вӗсене куракан. Халӗ артистсен пултарулăхӗ ӳснине те асăрхама пулчӗ. Вырăс халăх музыка инструменчӗсен концертне кăтартрӗç вӗсем, кӗвӗ хатӗрӗсем çинчен те каласа пачӗç. Кăмăллă, усăллă, асра юлмалла. 
«Сувар» иртнӗ номерте «Каравон» анонсӗнче паллă телеповар Максим Сикорский килессине систернӗччӗ сире. Пӗччен мар, партнерӗпе пулать тенӗччӗ. Чăнах та пулчӗ М.Сикорский «Каравонра», кăçал уçăлнă «Едалник» кафере вăл хуçаччӗ. Унта вырăссен кухнин апачӗсене тутанса пăхма çеç мар, тăраниччен çиме май пулчӗ. Пысăк хурансенче пиçекен техӗмлӗ яшкасем, пӗр уяв шашлыксăр иртменнине «Каравон» та унсăр пулмарӗ. Икерчӗ çиес текенсен черечӗ кунӗпе те чакмарӗ. Вырăс халăх аттракционӗсене хутшăнакансем те йышлăччӗ. Хӗрарăмсемпе ачасене чуччупа ярăнма килӗшрӗ. Мăн-мăн асаттесемшӗн «Колесо обозрения» пулнă ӗнтӗ вăл. Ярăнас текенсем икшерӗн ларса тухаççӗ те питӗ вăйлă, патвар паттăр хускатса ярать аттракциона. Вăл тӗртнипе ӗçлет те чуччу. 

Эпир ладья-кимӗ пуласси çинчен çырнăччӗ. Ладья сăмаха юмахсенче ытларах тӗл пулнă. Çавăнпа унпа асамлăхпа, тӗлӗнтермӗшпе çыхăннă ассоциацисен тыткăнӗнче пултăмăр ахăр. Чăнни шутланинчен питӗ уйрăлса тăчӗ — «Каравон» тесе хăю та çакман, хăй те тӗксӗмрехчӗ. Апла пулин те унпа ларса ярăнас текенсем йышлăччӗ. 

Никольскине килекенсене тӗпрен илсен икӗ ушкăна уйăрма пулать. Пӗрисем тӗрлӗ-тӗрлӗ вырăнти вырăс юррисене итлеме килеççӗ, теприсем юрлама пуçтарăнаççӗ. Çакна пӗлсех йӗркелӳçӗсем темиçе тӗлте сценăсем ăсталанă, урам тăрăх юрла-юрла утакансем пирки сăмах та çук ӗнтӗ, ку «Каравонăн» хăйне евӗрлӗхӗ. Вырăс тумӗ тăхăнса утни мар, юрласа утни пит хаклă.

Вырăс уявӗнче чăвашсем те пулчӗç. Нурлат районӗн ЧНКЦ ертӳçи, Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева пилӗк коллектив ертсе килнӗ Никольскине. Теччӗрен Алена Старостина искусствăсен шкулӗнче вӗренекен ачасен ансамблӗпе пынă. Лайăш районӗнчи Габишево поселокӗн Культура çуртӗнче вăй хуракан Елена Макарова пире ТР ЧНКА ертӳçи Д.Самаренкин çӗлеме пулăшнă чечен кӗпине кăтартрӗ. Дмитрий Анатольевич хăй те пулчӗ «Каравонра», унăн 1-мӗш çумӗ Константин Малышев та уявран юлман. 

Никольский храмӗ çумӗнчи тӳремре кăçал турăш çырма вӗрентекенсен «шкулӗ» ӗçлерӗ. Александрпа Елена Стажук Самарăран. Елена турăш çырассипе мастер-класс ирттерчӗ, Александр хăйӗнпе «технически специалист» тесе паллаштарчӗ. Çывăх вăхăтрах интереслӗ мăшăрпа çывăхрах паллашăпăр.
Пӗр ăслă çын: «Хальхи — манма ӗлкӗрнӗ ӗлӗкхи», — тенине илтнӗччӗ. «Пир тӗртмелли станок сутатпăр» текен пӗлтерӗве курсан аса илтӗм çак сăмахсене. Халь станок мӗн хак тăрать-ши? Пырса интересленсен сутуçипе паллашрăмăр та. Çырчаллисем иккен, Светлана Прокопьева «Ладья» Халăх творчествин тата ремесласен центрне ертсе пырать. Кавирсем, питшăллисем тӗртме вӗрентет, станоксем тăвакан ăсти те хăйӗн. Светлана Алексеевна чăваш пулнине пӗлме те нумай вăхăт кирлӗ пулмарӗ: ашшӗ Алексей Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, амăшӗ Чистай районӗнчи Анат Кăтратаран. «Анне яланах „Сувар“ çырăнать. Сирӗнпе тӗл пулни çинчен каласа парса савăнтарăп аннене», — терӗ хаваслăн Светлана Алексеевна.

«Каравонра» пысăк хăнасем те нумай пулчӗç: РФ Патшалăх Думин депутачӗ Т.П. Ларионова, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗн çумӗ Л.Н.Рыбакова, ТР культура министрӗ И.Х.Аюпова, православи тата мăсăльман тӗн конфессийӗсен пуçлăхӗсем Кирилл митрополит тата Камиль Самигуллин муфтий, ТР Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳçи И.А.Александровская. ТР Раисӗ Р.Н.Минниханов сутуçăсен речӗпе те иртрӗ, вăйă вылякансемпе те тӗл пулчӗ, халăх юррисене те итлерӗ. Уявăн тӗп тӳремӗнчи пролога 2024 çул Çемье çулталăкӗ пулнине астуса лартнă. Сюжечӗпе çитӗннӗ каччăна авлантарса çемье çавăрма пулăшасси, паллах, çакăнпа çыхăннă вырăнти авалтан пыракан юрăсемпе хальхисене килӗшӳллӗн йӗркелени пролог шайне ӳстерчӗ. Ун хыççăн сцена çине Рустам Нургалиевичпа Лайăш районӗн пуçлăхӗ И.Ф.Зарипов улăхрӗç. Пухăннисене уявпа саламларӗç. Рустам Нургалиевич Хусанта ремесласен центрӗ уçăлассине, унăн сентрисем çинче Тутарстанри халăх ăстисем тăвакан сувенирсем, ытти япаласем пулассине пӗлтерчӗ. 

«Каравонăн» кăçалхи хедлайнерӗсенчен пӗри Татьяна Куртукова пурте пӗлекен, юратакан юррипе уява пынисене саламларӗ.
Кăçал «Каравонра» 20 пин çын пулнă. Çакăн пек пысăк, чаплă мероприяти ирттерме «Нэфис» КУ тата «Ак Барс» Холдинг компанийӗ пулăшнă.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль