Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂРЛАЧРА ЮР НУМАЙ ÇУСАН ÇУЛЛА ÇУМĂРЛĂ ПУЛАТЬ

Халăх календарӗ

◊ Кăрлачра пуш уйăхӗнчи пек-тӗк, пуш уйăхӗнче кăрлач пуласран хăрамалла.

◊ ​ Кăрлач уйăхӗнче юр нумай çусан, çил-тăман тухсан – утă уйăхӗнче çумăр нумай çăвать.

◊ Кăрлач типӗ те сивӗ-тӗк – çулла типӗ те шăрăх пулать.​

◊ Кăрлачăн 23-мӗшӗ – Григорий. Ку кун çулла епле пулассине кăтартать теççӗ. Енчен те утă-улăм капанӗсене пас тытнă-тăк – çулла йӗпе-сапаллă пулать.​

◊ Кăрлачăн 24-мӗшӗ – Федосей. Çак кун сивӗ-тӗк вăрахчен ăшăтмасть теççӗ. Ăшă кун çуркунне ир килессе систерет.​

◊ Кăрлачăн 25-мӗшӗ – Татьяна. Юр çусан çулла çумăрлă пулать теççӗ. Çак кун çил-тăманлă пулни вара çулла типӗ те шăрăх çанталăк пуласса.

◊ Кăрлачăн 26-мӗшӗ – Ермил. Ку кун кушака сăнамалла: çăмламас тус мечӗк пек çавăрăнса, сăмсине пытарса выртать-тӗк – сивӗтессе; урай çинче çаврăна-çаврăна йăваланать пулсан – ăшăтасса; стенана чӗрмелет-тӗк – çанталăк пăсăласса.

◊ Кăрлачăн 27-мӗшӗ – Нина. Çак кун килти выльăх-чӗрлӗхе тимлӗ, пысăк юратупа пăхмалла: вӗсене тутлă çитермелле, айӗнчи утă-улăмне улăштармалла. Йывăçсене пас тытнă пулсан – ăшăтасса, шурă пӗлӗтсем шăваççӗ-тӗк – сивӗтессе.​

◊ Кăрлачăн 28-мӗшӗ – Павел. Çак кун уяр – çулла типӗ те шăрăх пулать, çиллӗ-тӗк – çулла сивӗ, юр çусан – çулла çумăрлă. ​

◊ Кăрлачăн 29-мӗшӗ – Петр. Çурçӗртен çил вӗрни – сивӗтессе. Ку кун сивӗ пулни çулла шăрăх пуласса пӗлтерет теççӗ.​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев