Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАШНИН ХĂЙНЕЕВӖРЛӖХӖ ПУР

Сăн ӳкерме çăмăлланчӗ пулсан та, çынсем живопиçе курасшăн

Ӳнер тӗнчинче çуталнă тепӗр çутă çăлтăр чăваш каччи, çитменнине пирӗн ентеш, Чистай районӗнчи Анат Кăтрата мăнукӗ (Валентина Сергеевнăпа Егор Валентинович Плотниковсен ывăлӗ) Максим Плотников пулнине пӗлсен шутсăр савăнтăмăр. Пултаруллă çамрăк ӳнерçӗ çинчен нумай пулмасть «Панорама» хаçат çырчӗ, статьяпа хамăр вулакана та паллаштарас тетпӗр.
 
Максим Плотников Ульяновск хулинче çуралса ӳснӗ, Пенза хулинчи ӳнер училищине вӗренме кайнă та унтах тӗпленнӗ. Вăл тӗлӗнмелле пултаруллă портретист. Çынсен портречӗсене ăста ӳкернисӗр пуçне пӗр темăллă картинăсен ярăмне хатӗрлет. Унăн сăнарӗсем – Пензăра пурăнакан Афган вăрçин çирӗп кăмăллă паттăрӗсем, КХЛ хоккеисчӗсем, Головинщинăри сывлăх енчен çирӗпех маррисен интернат-шкулӗн ачисем...
– 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне аннен портретне ӳкерсе шкулти конкурсра çӗнтернӗччӗ. Портрет çав тери ӗненмелле пулса тухнă терӗç. Халӗ хам та тӗлӗнетӗп, мӗнле çапла пулма пултарнă-ха, эпӗ вӗт унччен ниçта та вӗренмен. Анчах та кун хыççăн мана анне пӗр шутласа тăмасăр ӳнер шкулне вӗренме ячӗ, – аса илет вăл иртнине.
Максим Плотниковăн пӗрремӗш куравӗ ӳнер училищинче 5-мӗш курсра вӗреннӗ чухнех уçăлнă.  
– Эпӗ 20-ре кăначчӗ-ха ун чух. Ăнăçуччен ман тата нумай ӗçлемеллине  тӳрех ăнланса илтӗм. Юлташсемпе пӗлӗшсем курава килсен картинăсенче çынсен историйӗ курăнманнине палăртрӗç. Тен, çавăнпах-тăр, 22-ре, салтакран килсен, Афган вăрçин ветеранӗсен портречӗсен куравне хатӗрлес кăмăл çуралчӗ. Çак шухăшпа эпӗ темиçе çул пурăнтăм, – каласа парать ӳнерçӗ.
Чăваш каччин проекчӗ икӗ çул каялла, Афган вăрçин ветеранӗсен Раççейри союзӗн Пензăри уйрăмӗн пайташӗсемпе паллашсан, пурнăçланнă. Афганистанра аманнă, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăланнă 22 афганецăн портретне вӗсем пулăшнипе ӳкернӗ вăл. Ку проект Пенза тăрăхӗнчи нумай шкулта пулса курнă та ӗнтӗ халӗ. Палăртса хăвармалла, ачасемшӗн çав тери лайăх патриотизм воспитанийӗ ку! Февралӗн 15-мӗшӗнче, Совет çарне Афганистанран кăларнă кун, ветерансен портречӗсен куравӗпе хулари Культурăпа кану центрӗнчи торжествăлла мероприятие уçнă.
Максим Плотников хăйӗн тепӗр проектне «Эпир пултаратпăр» тесе ят панă. 3 çул хатӗрленӗ проектра 12 хӗрарăм портречӗ.
– Каменски районӗнчи Головинщино ялӗнчи сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен интернат-шкулӗнчи педагогсен çăмăл мар ӗçӗ, кунти ачасен проблемисем çинчен каласа парас килчӗ, – паллаштарать проектăн тӗп шухăшӗпе каччă. Сăмах май, куравра пухăннă укçа-тенке йăлтах çак интернат-шкула куçарнă вăл. Халӗ те ыркăмăллăх проекчӗсене хутшăнмасăр юлмасть.
 Ытти ӳнерçӗсем пекех, Максим Плотников та заказпа портретсем ӳкерет. Пӗррехинче КХЛăн пӗр хоккеисчӗ унпа çыхăнса юлташӗсен портречӗсене ӳкерме ыйтнă.
 – Мана ку çав тери хавхалантарса ячӗ.  Ӳнер искусствине паян та хаклама пӗлекенсем пур, вăл кирлӗ. Сăн ӳкерме çăмăлланчӗ пулсан та, çынсем живопиçе курасшăн. Кун пек портретсем яланах тӗлӗнтереççӗ, çын патне тимлӗрех пулма хистеççӗ, – тет вăл чăн-чăн искусство пирки.
Тепӗр чух хӗрсем хăйсен портречӗсене курсан савăннипе куççуле пытараймаççӗ иккен.
 – Пӗррехинче çакăн пек интереслӗ самант та пулнăччӗ. Пӗр хӗрарăм мăшăрӗн портретне ӳкерсе пама ыйтрӗ. Çав çын Египет бизнесменӗ пулнине кайран кăна пӗлтӗм, – тăсăлать малалла калаçу.  – Портрет ӳкересси вăл психологи практикумӗ те. Çак процесс çынпа сăмах хушмасăрах паллаштарать. Пичӗ çине пăхсах характерне пӗлме пулать. Енчен те куç тавра мимика пӗркеленчӗкӗсем нумай-тăк, вăл нумай кулать, апла-тăк хаваслă, телейлӗ çын пулнине пӗлетӗн. Янах çинчи пӗркеленчӗк çын вăтанчăклине кăтартать. Енчен те янах çинче путăк та пулсан вара сан умăнта хăйне хăй çирӗп шанакан, тен, мăнкăмăллăрах та, çын. Кашни сăн-пит хăйне евӗрлӗ, вăл ӗмӗр тăршшӗпех йӗркеленет. Пурнăçри лару-тăру палламалла мар улăштарма пултарать ăна.
Портрет сăнӳкерчӗкри пекех ӗненмелле пултăр тесен ӳнерçӗ нумай çул анатоми вӗренет. Ку ăна сăнри ыттисем курман хăйне евӗрлӗхе асăрхама, картинăра кăтартма пулăшать.
– Пӗрре пăхсан, икӗ тумлам евӗр пӗр пек йӗкӗрешсен те сăмса вӗçӗ, питри мимика пӗркеленчӗкӗсем расна. Кашни çыннăн хăйне евӗрлӗхӗ пур. Ӳнер ăстин тӗллевӗ вара ăна асăрхаса картинăра кăтартасси, – йăл кулать çамрăк ӳнерçӗ.
Диана АХМЕДОВА.
Пензăри «Панорама» хаçат.
Сăнӳкерчӗксем М.Плотниковăн харпăр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев