Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулса илмелӗх

Кукша выçса çитнӗ, çиесшӗн, анчах чей кашăкӗпе нимӗн те ăсса илеймест темелле

Вăйлă çил вăхăтӗнче Кукша Кӗркури кӳрше каçать, унăн çарăкне вăрласшăн.
Ахманей асăрхать çакна, пахчине чупса тухать.
– Мӗн тăватăн эсӗ манăн пахчара? – кăшкăрса ярать вăл.
– Курмастăн-им мӗнле вăйлă çил тухса кайнине? Вăл мана кунта вӗçтерсе килчӗ, малалла ан вӗçтертӗр тесе санăн çарăкунтан ярса тытрăм акă, – тӳрре тухасшăн Кукша.  
* * *
Ахманей  патне ӗçлеме тара кӗрӗшнӗ тет Кукша Кӗркури. Хирте кунӗпе тар юхтарса ӗçленӗ хыççăн апата лараççӗ. Сӗтел варрине пысăк чашăкпа  Ахманей арăмӗ тутлă шăршă саракан какай шӳрпи лартса парать, Кӗркури умне чей кашăкӗ хурать. Кукша выçса çитнӗ, çиесшӗн, анчах чей кашăкӗпе нимӗн те ăсса илеймест темелле. Ахманей хăй аллине пысăк çăпала тытнă та шӳрпене явать çеç. Кашни ăсмассерен киленнипе:
– Ах, вилетӗп! – тесе кăшкăрать пуян.
Çакна пăхса тăрать-тăрать те Кукша Кӗркури, чăтаймасть, аллинчи чей кашăкне пăрахса хуçа аллинчен çăпалине туртса илет:
– Кӳршӗм! Мана та пӗрре те пулин вилсе курма май парсамччӗ! – тесе  шӳрпене çине-çине çăпалапа ăса-ăса илсе киленсе çиме тытăнать.
* * *
Пӗррехинче Кукша Кӗркури çул çинче лаша таканӗ тупать.
– Курсам, мӗн тупрăм. Халӗ тата виçӗ такан тупса лаша туянасси çеç юлчӗ. Унтан вара эпир санпа Юхма пасарне те çитсе килме пултаратпăр,  – хавхаланса каласа хурать вăл арăмне.
– Тӗрӗс, – килӗшет лешӗ. – Каялла таврăннă чухне манăн атте-анне патне кӗрсе тухăпăр.
– Чӗресӗр эсӗ! Намăса пӗлместӗн. Лашана кăштах та пулин кантарас пулать! – тарăхса кайрӗ тет Кукша.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев