Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни чăвашра мăнаçлăх çуратать

2029 çулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ, авиаци генерал-майорӗ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 100 çул çитет

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвăрри округӗнчи Шуршăл ялӗнче СССР летчик-космонавчӗ Андриян Григорьевич Николаев 96 çул тултарнине, унăн амăшӗ Анна Алексеевна Николаева çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă туса уяв мероприятийӗсем ирттернӗ. Тӗп тӳремри А.Г.Николаевăн бюсчӗ умне космонавтăн тăванӗсем, ял-йыш, Байконур ветеранӗсем, хисеплӗ хăнасем пуçтарăннă. Андриян Николаев палăкӗ умне чечек çыххисем хунă, сăмах тухса каланă, илемлӗ пултарулăх артисчӗсем концерт лартнă, велочупу йӗркеленӗ.

2029 çулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ, авиаци генерал-майорӗ  Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 100 çул çитет.

Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев юбилей мероприятийӗсене халех хатӗрленме пуçласси пирки калакан Указ çине алă пуснă.

Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ Андриян Григорьевич Николаев çуралнӑранпа 100 çул çитнине 2029 çулта анлӑн паллӑ тӑвӗç. Указпа çак паллӑ куна халалланӑ комплекслă мероприятисене ирттерме йӗркелӳ комитетне çирӗплетмелле. Çывăх вăхăтрах юбилее анлӑн уявлас, çутатас тӗлӗшпе тӗп мероприятисен планне хатӗрлеме тытӑнӗç.

Пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Тӑван çӗршыв космонавтикине аталантарас ӗçре пысӑк тӳпе хывни кашни чăвашра мӑнаçлӑх туйăмне çуратать, çамрӑк талантсене ӗмӗчӗсене пурнăçлама хавхалантарать.

 

Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: космос