Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни иккĕмĕш тенки — çемьесене

РФ Президенчӗн В.Путинăн хушăвӗпе темиçе çул каялла хута кайнă «Демографи» наци проекчӗ кашни регионта ăнăçлă пурнăçланать. Тӗллевӗ — халăх шутне хăй тӗллӗн ӳстересси, сывлăхлă пурнăçа тăсасси, ӗç çулӗнчи çынсен вилеслӗхне чакарасси тата ача çураласлăхне ӳстересси. «Демографи» наци проекчӗ Тутарстанра мӗнле пурнăçланнипе тата Раççейри Çемье çулталăкӗнче мӗн-мӗн тума палăртнипе февралӗн 13-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра паллаштарчӗç.

ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева РФ Президенчӗн йышăнăвӗпе 2024 çул Çемье çулталăкӗ пулнине аса илтернӗ май, Тутарстанра та ачаллă çемьесене тӗрев парасси, ача çураласлăх çине тимлӗх пысăккине палăртрӗ. Ку ӗç пӗрре те чарăнмасан та Çемье çулталăкне палăртнă мероприятисем те йышлă.

ЗАГСа кайма нихăçан та кая мар

2023 çулта республикăри ЗАГСсенче 25 пин çӗнӗ çемье чăмăртаннă. Ку енӗпе эпир Атăлçи тăрăхӗнчи регионсен хушшинче пӗрремӗш вырăнта. ЗАГСа кайма нихăçан та кая маррине 88 тата 81 çулти арçынпа хӗрарăм 2023 çулта хут уйăрттарсах пӗрлешни те çирӗплетет.
Юлашки çулсенчи туй кунӗ валли «хитре дата» суйлас йăла кăçал малалла тăсăлать. ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС управленийӗн ертӳçи Гульшат Нигматуллина кăçал кун пек датăсем темиçе пулнине пӗлтерчӗ. Çамрăксем йăлари 04.04.2024 тата 30.04.2024 кунсемпе пӗрлех РФ Президенчӗн суйлавӗ иртнӗ куна — мартăн 17-мӗшне — йышăнса хунă иккен. ЗАГСра хут уйăрттарса пӗрлешнӗ вӗр-çӗнӗ çемьесем тӳрех Раççей Президенчӗн суйлавне кайма хатӗрленеççӗ иккен. 

2023 çулта республикăра пурӗ 36 пин ача çут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 39,2 проценчӗ çемьере пӗрремӗш ачасем, 33,6 проценчӗ — иккӗмӗшсем, 19,5 проценчӗ — виççӗмӗшсем, 8 проценчӗ — тăваттă тата пиллӗкмӗшсем. Тӗпрен илсен, 25 — 29 çултисем атте-анне пулнă пӗлтӗр. 40 çула çывхаракан е иртнӗ аннесем те йышланнă. 

Патшалăх услугисен порталӗнче хута кайнă «Рождение ребенка» сервис çамрăк атте-аннесене çав тери килӗшнине каларӗ Г.Нигматуллина. ЗАГСа килмесӗрех ача çуралнине регистрациленисӗр пуçне ниçта каймасăрах ачана пропискăна тăратма, СНИЛС, ИНН илме, ачана ача садне çырма, нумай ачаллă çемье статусне çирӗплетсе çăмăллăхсем илме заявлени пама май парать вăл. Çӗнӗ сервиспа 7 пин çемье усă курнă та ӗнтӗ. 

Амăш капиталне 409 пин çемье илнӗ

«Демографи» нацпроект хута кайнăранпа тӳлекен амăш капиталӗ 2007 çултанпа виçӗ хут ӳснӗ. Халӗ вăл пӗрремӗш ачашăн — 630, иккӗмӗш е ун хыççăнхисем çуралнăшăн 833 пин тенкӗпе танлашать. 2007 çултанпа амăш капиталне Тутарстанра пурӗ 409 пин çемье илнӗ. Пенси тата социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Эдуард Вафин амăш капиталне республикăра ытларах пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курнине каларӗ. Кăçалтан ку укçана уйрăм çурта реконструкцилесе пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн юранине пӗлтерчӗ.

Тепӗр патшалăх пулăшăвӗ вăл — сахал тупăшлă çемьесенчи 17 тултарман ачасене паракан пособи. Унпа республикăра 190 ача усă курнă. Кăçалтан ку енӗпе те улшăнусем пур, пособи илмешкӗн ӳлӗмрен çемье тупăшне шутланă чух «Анне-Героиня» хисеплӗ ятшăн, «Ашшӗ-амăш мухтавӗ» орденпа медальсемшӗн парăнакан тӳлевсене, банка хунă укçаран килекен процентне тата çул çитмен ачисем вӗренӳрен пушă вăхăтра ӗçлесе илекен укçана шута илмеççӗ.

Вăхăтран маларах пенсие тухакан нумай ачаллă аннесен шучӗ те ӳсет. 2023 çулта 2,5 пин анне вăхăтран маларах пенсие тухнă. Страхлакан стаж 15 çул, индивидуаллă пенси коэффициенчӗ 28,2-рен сахал мар пулсан, пиллӗк е ытларах ача амăшӗсем — 50-ра, 4 ачаллисем — 56-ра, 3 ачаллисем — 57-ре пенсие тухаççӗ.

Инвалид-ачана пăхакан аннене (е опекуна) ӗçе тухсан уйăхсерен парăнакан 10 пин тенке тӳлеме пăрахнă пулсан, 2024 çултан кун пек аннесем (опекунсем) çур кунлăх ӗçе тухсан е дистанцилле майпа ӗçлесен те 10 пин тенкӗ тӳлев сыхланса юлать. 

Эдуард Вафин çаплах СВОна хутшăнакан çар çыннисен çемйисене мӗнле пулăшусем пăхăннине те асăнса хăварчӗ. Тӗслӗхрен, призывпа кайнă салтакăн ача кӗтекен арăмне пӗр хутчен 38 963,47 тенкӗ тӳлеççӗ. 2023 çулта пособие мобилизаципе кайнисен 209 мăшăрӗ тивӗçнӗ. Çак категорири граждансен кашни ачине уйăхсерен 16 698,63-шар тенкӗ пособи те тӳлеççӗ. 2023 çулта пулăшăва республикăра 1098 ача илнӗ. 1 — 11 классенче вӗренекен ачисене çулталăкне пӗрре çуллахи канупа сывату лагерӗнче канмашкăн 35 466,95 тенкӗ параççӗ.

61 тӗрлӗ социаллă пулăшу

ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева каланă тăрăх, «Демографи» наци программи пуçланнăранпа ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси самай ӳснӗ. ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви «Демографи» наци программин хӳттинче регионăн виçӗ программине ертсе пырать. Вăл — ача çуралсан çемьесене укçан пулăшу парасси; ачапа ларакан хӗрарăмсене ӗçпе тивӗçтересси тата аслă ăру. Асăннă министерство енӗпе кăна социаллă пулăшу валли пӗтӗмпе 30 миллиард тенкӗ (вӗсенчен 3,8 миллиарчӗ федераллă бюджетран) уйăрнă. Вӗсенчен кашни иккӗмӗш тенки ачаллă çемьесене пăхăннă. Вӗсем ача сачӗшӗн компенсаци, сахал тупăшлă çемьесене эмел валли сертификатсем, нумай ачаллă çемьесем валли тӗрлӗ çăмăллăхсем тата ытти те. Ачапа ларакан хӗрарăмсем вӗренсе çӗнӗ професси илеççӗ, кун валли 800 вӗренӳ программи пăхăннă. Аслă ăру та тимлӗхсӗр мар. Вырăнпа выртакан ваттисене е инвалидсене пăхма вӗрентекен «Школа по уходу» вӗренӳ йӗркеленӗ. 2023 çулта республикăра 10 пин çын иртнӗ ăна. 2024 çултан тепӗр çӗнӗ проект «Сиделка» хута кайнă.

Çӗнӗ центр

ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков вара тутарстансем хăйсен сывлăхне тимлӗх уйăрма вӗренсе пынине палăртрӗ. Çынсем вăхăтра диспансеризаци иртни кăтартать-мӗн çакна. Ӗçлекен çынсене меллӗ пултăр тесе 2023 çулхи март уйăхӗнче «Промышленная диспансеризация» çӗнӗ проект хута кайнă. Ӗçлекенсен сывлăхне халӗ медицина ӗçченӗсен бригади ӗç вырăнне пырса тӗрӗслет. Пӗлтӗр 680 предприятипе организацисене çитсе 113 пин çыннăн сывлăхне тӗрӗсленӗ вӗсем. 

Нумай пулмасть Хусанти патшалăх медицина университечӗн клиникинче Çие юлассин кризислă центрӗ уçăлнине уйрăммăн палăртрӗ спикер. Унта ача çуратайман мăшăрсене сиплеççӗ иккен. Психологсем, гинекологсем сăлтавне палăртаççӗ. Енчен те хăйсем çуратаймаççӗ-тӗк, ЭКО сӗнеççӗ. ЭКО иртмешкӗн кашни уйăхра 165-шер çын черете тăрать иккен пирӗн. Пӗлтӗр 39 проценчӗ ЭКО пулăшнипе атте-анне пулса тăнă. Спикер шучӗпе, лайăх кăтарту ку. Кунсăр пуçне Центрта çаплах хырăм пăрахма шутлакан хӗрарăм валли консультаци те йӗркеленӗ. Тепӗр чух хӗрарăмăн хăйӗн сывлăхӗшӗн те хăрушлăх кăларса тăратакан процедура тăвиччен вӗсемпе кунта психологсем, акушер-гинекологсем, социаллă ӗçченсем калаçаççӗ. Владимир Жаворонков сăмахӗсемпе, хӗрарăмсене эмоци хыççăн кайса хырăм пăрахасран сыхлакан проект ку. Мӗншӗн тесен нумай хӗрарăм çак утăма ача çуратсан патшалăх мӗнле социаллă пулăшу панине пӗлменнипе тăвать. Пилотлă проект 5 уйăх кăна ӗçлет-ха. Ача пăрахмах шутланă хӗрарăма вăйпа чарассине пӗлтермест ку. Тӗрӗс йышăну тума кăна пулăшать. 

Çитес вăхăтра Хусанти 7-мӗш больницăн никӗсӗнче 120 койкă-вырăнлă çӗнӗ перинаталь центрӗ уçăлассине пӗлтерчӗ вăл. Специалистсене унта çӳллӗ технологиллӗ операцисем, варти ача чирли палăрсан, ăна çураличченех операци тума май парӗ вăл. Кунсăр пуçне кунта çуралакан кашни пепкен сывлăхне тӗрӗслӗç. Ку е вăл чир пулсан, ăна вăхăтра асăрхаса сиплеме парӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев