Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни йӗркере, ӳкерчӗкре юрату

Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Хусанти Хальхи вăхăтри искусствăсен галерейинче çын нумай пулчӗ.

Сăлтавӗ те пысăк çакăн пек йышлăн пухăнма – 16.00 сехетре Раççей тава тивӗçлӗ художникӗн, Чăваш халăх художникӗн Праски Виттин «Любовная лирика великих поэтов» куравӗ уçăлчӗ. Атăл тăрăхӗнчи этнофутуризм ашшӗ теççӗ Виталий Петров пирки ӗçтешӗсем кăмăллăн,  хальхи вăхăтри искусствăна тӗпчекенсем вара тӗнчере этномодернизма пуçаракансенчен пӗри тесе шутлаççӗ. 

90 ытла графика тата эмаль ӗçӗнчен тăракан экспозицире ӳнерçӗ тӗрлӗ вăхăтри, çӗршыври халăхсен, поэтсен сăввисене тӗпе хурса ӳкернӗ картинăсене, анчах вӗсене иллюстраци пек йышăнмалла мар. Çук, ку хăйне уйрăм искусство произведенийӗ. Кунта чăваш поэчӗпе юнашарах вырăс классикӗсен, тутар, пушкăрт, Вăтам Ази  – тӗнче шайӗнче чапа тухнă çыравçăсен йӗркисене курма пулать. Вӗсене пурне те пӗр туйăм пӗрлештерет – юрату. Яланхи пекех ӳнерçӗн сăнарӗсем виçеллӗ, ытарлă, çав вăхăтрах ялтăркка (яркий) тӗссемпе анлăн усă курать вăл. Чăвашсем ӗлӗкрен тум-юма тӗрленӗ чух усă куракан хӗрлӗ, хура, симӗс тӗссем тăтăш тӗл пулаççӗ. Картинăсенчи йӗрсем те чăваш тӗррине, чăвашсен руна çырулăхне аса илтереççӗ. Çав вăхăтрах сăвă авторӗ пурăннă вырăнсенчи наци тумӗсен эрешӗсене те асăрхатпăр. Виталий Петровича Хусанта лайăх пӗлеççӗ, юратаççӗ.    Кунта  вăл хăйӗн куравӗсене те пӗрре мар йӗркеленӗ, тӗрлӗ тематикăпа ирттерекен хутăш куравсене те хутшăннă. Пӗлтӗр кăна «Бизон» харпăр галерейăри куравра пулнăччӗ унăн ӗçӗсем, 1-2 çул маларах Хусан Кремлӗнчи курава хутшăннăччӗ. 

Виталий Петрович Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кӗрекен Малти Ишек ялӗнче çуралса ӳснӗ. Халӗ Шупашкарта пурăнать. Хăвăрт ӗçлет Виталий Петрович. Хӗрӗ Наталия каланă тăрăх, курава тăратнă картинăсене хӗлӗпе ӳкерсе хатӗрленӗ. 

Шăп курав уçăлнă кун 88 çул тултарчӗ Виталий Петрович. Çавăнпа микрофон умне тухакансем ăстана курав уçăлнипе çеç мар, çуралнă кунпа та саламларӗç. Тутарстанри чăваш обществи чăвашсем йӗркелекен кашни мероприятие хастар хутшăнать, хальхинче те çаплах пулчӗ. Тутарстанри чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ,  Хусан хулинчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи  Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Чăваш хӗрарăмӗсен пӗрлешӗвӗнче тăракан ентешсем – ӳнерçе кашни саламласа ырă сăмахсем калать, малашне та çапла тухăçлă ӗçлеме сунать. 

ТР Художниксен союзӗнче тăракан ӗçтешӗсем те Виталий Петровича нумай ырă сăмах каларӗç. 

ТР халăх поэчӗ Ренат Харис та пулчӗ куравра, мэтра саламласа вăл Китай поэзине кăмăлланине те, 88 цифрăна унта уйрăмах юратнине (телей паллипе пӗр пек курăнать) асăнса ырлăх, хавхалану сунчӗ. Çак кун уçăлнă курава пысăк хак пачӗ, пирӗн шухăшпа ку пӗр пысăк ăста хăйӗн пекех пысăк ăстан ӗçне питӗ тӗрӗс хаклани пулчӗ. Поэт çырнипе тунă ӳкерчӗкре авторăн хăйӗн шухăшӗсене шырамалла мар, мӗншӗн тесен ӳнерçӗ вăл çырнă йӗркесенче урăххине, хăй те курманнине асăрхаса ӳкерме пултарать. 

РФ тата ТР Художниксен союзӗсен пайташӗ Татьяна Бердникова питӗ мухтарӗ курава. Праски Виттин картинисем авалтан пыракан чăваш философийӗ çинче никӗсленни ытларах акварельпе ӗçлекен чăваш ӳнерçине уйрăмах килӗшет, курава хăйӗн вӗренекенӗсене те ертсе килме пулчӗ вăл.

Виталий Петрович Хусана çемйипе килнӗ, çакă çуралнă куна тата туллинрех, савăнăçлăрах турӗ пек. Мăшăрӗпе Лидия Михайловнăпа Виталий Петрович шкултанах пӗрле. Хӗрӗ Наталия, мăнукӗпе Кирилпа Евгения кинӗ те юнашарах. Курава йӗркеленӗ çӗрте вӗсен тӳпи те пысăк.

Курав ноябрӗн 3-мӗшӗччен ӗçлет.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка художник