Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАШНИ КУН АЧАСЕМПЕ

Тольяттири ентешсем хулари садиксемпе шкулсенчи ачасене чăваш культурипе паллаштараççӗ

Тӗрлӗ халăхсен çирӗп туслăхӗпе пирӗн çӗршыв вăйлă! Тольятти хулинче 106 тӗрлӗ наци çынни пурăнать. Кашни халăхăн хăйӗн культури, чӗлхи, йăла-йӗрки, тӗнӗ, апла пулсан та пурте пӗр-пӗрне хисеплесе, юратса пурăннине нимӗн те çитмест. Чи кирли – туслă пурăнни! 

Садикри, шкулти ачасенченех туслăха тытса пырассине  аталантармалла. Çакна шута илсе тата кăçал Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ пулнине халалласа Тольяттире те нумай мероприяти ирттереççӗ. Унта эпир те, чăвашсем, ытти халăхсемпе пӗрле яланах хастар хутшăнатпăр. 

 

Фестивальте

Чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче Тольят­тири Автозавод райо­нӗнчи 93-мӗш  шкулта пысăк культура мероприятийӗ – «Эпир пӗрле» халăхсен пӗрлӗхӗпе туслăхӗн фестивалӗ – ирт­рӗ. Тольяттири çак паллă шкулăн директорӗ Александр Геннадиевич Родионов, вăл – чăваш. Питӗ пултаруллă çын. Эпир, чăвашсем, çак шкулта час-час пулатпăр. Вăл тăрăшнипе, педколлектив пулăшнипе çак праçникре темиçе тӗрлӗ площадка ӗçлерӗ. 

Хулари пур наци пӗрлешӗвӗ те унта хутшăнчӗ, концерт прог­рамминче шкул тӗрлӗ халăхсен юрри-ташшипе кӗрлесе тăчӗ. Паллах, чăвашсем те чи хастаррисен хушшинче пулчӗç. Наталья Панфиленко ертсе пыракан «Шанчăк» чăваш халăх ансамб­лӗ юрăсемпе савăнтарчӗ. 

Зинаида Левукова кунта мари-çармăс такмакне юрласа пурне те хăйӗн пек ташлама вӗрентрӗ. Шкулти пӗр площадкăра, библиотекăра пухăннă вулакансене те вăл хăйӗн пуканисен çи-пуçӗ çинчен каласа пачӗ, чăваш тата мари культурипе, йăли-йӗркисемпе тата çак халăхсен паллă праçник-уявӗсемпе паллаштарчӗ. Зинаида Владимировна курав залӗнче чăваш тата мари пуканисене тăратрӗ. Эпир кăна мар, шкул ачисем, ытти халăх çыннисем ытараймасăр пырса сăн ӳкерӗнчӗç пуканесемпе.

 

Ача садӗнче

 Юпа уйăхӗн вӗçӗнче эпир Зинаидăпа иксӗмӗр Тольяттири Комсомольски районӗнчи 162-мӗш «Олимпия» ятлă ача садӗнче пултăмăр. Чăваш халăхӗн культурипе, йăли-йӗркипе, çырулăхӗпе аслă ушкăнри ачасене паллаштарма чӗнсе илчӗç пире. Зинаида темиçе тӗрлӗ чăваш тумлă пуканисене кăтартса питӗ тӗплӗн ăнлантарчӗ: çамрăк хӗрача, çитӗннӗ хӗрупраç, хӗрарăм праçник кунсенче тата килти ӗçсенче епле тумтирсем тăхăннине каласа пачӗ. Хӗрачасем пуканесен тухйине тытса та, тăхăнса та пăхрӗç, епле тумаллине ыйтса пӗлчӗç, Зинаида Владимировна пек ăста çӗвӗç, илемлӗ пуканесем тума вӗренес кăмăлпа хавхаланчӗç. 

Эпир ачасене чăвашсен мухтавлă çыннисемпе те паллаштартăмăр. Ачасем питӗ тӗ­лӗнчӗç эпӗ Мускавра Андриян Николаев космонавтпа тӗл пулни, унпа юнашар тăрса чăвашла калаçни пирки илтсен. Нумай пулмасть пичетрен тухнă çӗнӗ кӗнекери «Счастье мое. Ох, эта жизнь» çав тӗлпулу çинчен çыр­нă йӗркесене вуласа патăм. Сăнӳкерчӗксене кăтартрăм. 

Хамăн чăвашла сăвăсене вуласа патăм. Питӗ тимлӗн итлерӗç, вырăсла куçарса пама ыйтрӗç. Вырăс алфавитӗнче миçе саспалли тесе ыйтсан  пурте ушкăнпа 33 терӗç, чăвашлинче 37 тесен тӗлӗнчӗç. Чăн чăвашла 4 саспаллине çырса кăтартрăм, кайран чăвашла кӗнекере çав саспаллисемпе çырнă сăмахсене тупма, вулама хушрăм. Астуса юлчӗç пӗчӗкскерсем: «Мы по-чувашски научились читать!» – тесе мухтанчӗç. 

Ушкăнра икӗ чăваш ачи те пурччӗ, пӗр вăтанмасăр пирӗн çумра пулма тăрăшрӗç. Зинаидăпа иксӗмӗр купăс каласа чăвашла юрăсем юрларăмăр, ташларăмăр. Ачасем чăтса тă­раймарӗç, пирӗнпе пӗрле ташлама тытăнчӗç. Воспитатель ачасене чăвашла вăйăсем вӗрентнӗ, пире кăтартрӗç. Ачасем пире валли сюрприз та хатӗрленӗ, ӳкерчӗксем парнелерӗç. 

Питӗ илемлӗ иртрӗ тӗлпулу, ачасемшӗн те, пирӗншӗн те нумайлăха асăнмалăх. «Олимпия» ача садне тепре те пырса курма сăмах патăмăр.

 

Спектакльте

Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкне халалласа вырăс юлташсем спектакль хатӗрлерӗç. Унта эпир те Зинăпа чăвашсен рольне вылятпăр. Питӗ аван иртет спектакль, ачасем пирӗнпе пӗрле вырăс, тутар, мăкшă, чăваш ташшисене ташлаççӗ. Питӗ савăнаççӗ. Иртнӗ эрнере тӗрлӗ шкулсенче, лицейсенче, садикре 10 хутчен спектакль лартрăмăр. Кашнинчех эпир: «Есть здесь татары, мордва, чуваши?» – тесе ыйтатпăр. Савăнас килет – пур чăваш ачисем! Пайтах! Вӗсен хушшинче пирӗн концертсене хутшăнакан ачасем те тӗл пулчӗç. Тӗслӗхрен, Александр Бикмурзинăн, Виктор Мурзаковăн, пирӗнпе пӗрле ташлакан Зоя Егорован мăнукӗсем. 

Кашни шкулта тенӗ пекех ачасем пирӗнпе пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗнеççӗ. Тата икӗ эрне тухатпăр çак спектакльпе ачасен умне вӗренӳ кунӗсенче. Чӳк уйă­хӗн 19-мӗшӗнче вара Самарăра ирттерекен облаçри «Кӗр сăрине» кайма хатӗрленетпӗр.

 

Владимир ЛЕВУКОВ.

Самара облаçӗ, 

Тольятти хули. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев