Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни нацие хăйӗн культурине, хăйевӗрлӗхне упраса хăварма май пани пӗлтерӗшлӗ тесе каларӗ ТР Президенчӗ Рустам Минниханов

Январӗн 31-мӗшӗнче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче иртнӗ ТР Культура министерствин коллегийӗнче Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне хута ячӗç. «Тутарстан идейăсен генераторӗ, культурăшăн кăна мар ытти отрасльсемшӗн те йышăнусен центрӗ пулса тăрать», – çапла хак пачӗ республикăри культура аталанăвне РФ культура министрӗн çумӗ Владимир Осинцев.

Январӗн 31-мӗшӗнче «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче иртнӗ ТР Культура министерствин коллегийӗнче Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне хута ячӗç. Вăл чаплă лару-тăрура иртрӗ. «Казань Экспона» патшалăх власть органӗсен, министерствăсен представителӗсем, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, ведомствăн профильлӗ учрежденийӗсемпе организацийӗсен, центрӗсен, муниципаллă районсенчи культура уйрăмӗсен, наципе культура автономисен ертӳçисем, культура  ӗçченӗсем пуçтарăнчӗç. Ытти регионсенчи культура министрӗсем те пурччӗ.

Коллеги ларăвӗ пуçланиччен культура отраслӗн куравӗпе  паллашма пулчӗ. Республикăра пурăнакан халăхсен илемӗ туллин палăрчӗ çакăнта. Курава Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă. Ведомствăна кӗрекен тата муниципаллă учрежденисен республикăшăн пӗлтерӗшлӗ проекчӗсен пӗчӗк хăтлавӗ иртрӗ çакăнта. Тутарстан хăйевӗрлӗхне  «Çамрăксен урамӗ», «Ачалăх аллеи», «Çулланнисен бульварӗ», «Шкулчченхи пăрăнтăк», «Ветерансен урамӗ» уçса пачӗç. Виртуаллă куçлăх тăхăнса авалхи Хусана курма, çӗнӗ хайлавсем вулама, тӗрӗк халăхӗсен музыка инструменчӗсен сассине илтме тата ытти паллă мероприятисене курма май пурччӗ.  

 Унсăр пуçне театр, кино, ӳнер, ытти искусствăсен ӗçӗпе туллин паллашма пулчӗ.  Халăх художествăлла промыслин маçтăрӗсен – тӗрӗçӗсен, йывăç касса тӗрлӗ савăт-сапа, кӳлепе тăвакансен ытти майпа сувенир продукцийӗсем ăсталакансен творчествипе те çывăх паллашма май пулчӗ.

Коллеги ӗçне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ культура министрӗн çумӗ Владимир Осинцев, «Роскультцентр» патшалăхăн федераллă бюджет управленийӗн директорӗ Марина Абрамова, Культура пуçарăвӗсен президент фончӗн  генеральнăй директорӗ Роман Карманов, РФ Патшалăх Думин депутачӗ, политик тата журналист Елена Ямпольская тата ытти медиа-персонăсем хутшăнчӗç. Кӳршисен коллегине ЧР культура, нацисен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова та килнӗччӗ. Каярах унпа кăшт калаçса илме май пулчӗ. Лару ӗçне ТР культура министрӗ Ирада Аюпова йӗркелесе пычӗ. Министерствăн иртнӗ çулти ӗçӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе тата кăçалхи ӗç планӗпе те вăлах паллаштарчӗ. Министр 2022 çули ӗç пӗтӗмлетӗвӗсене туса Тутарстан Республики «Культура» нацпроекта мӗнлерех пурнăçлани тата çӗнӗ проектсемпе тӗллевсем çинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Ирада Аюпова ТР Президенчӗ хăйсен умне лартнă задача пирки те асăнчӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 2030 çул тӗлне культура учрежденийӗсене  çӳресси виçӗ хутчен ӳсмелле. Çак тӗллевпе культура объекчӗсене турист маршрутне кӗртме шутланă. Тутарстан çынсен активлăхӗ енӗпе Мускав хыççăн пынине шута илсен республика ертӳçин хушăвне пурнăçлама йывăр мар.

Коллегире тухса калаçакансене итлеме кăмăллă пулчӗ, кичем докладсем вулакан пулмарӗ вӗсен хушшинче. РФ культура министрӗн çумӗ Владимир Осинцев Тутарстан нумай проектсен локомотивӗ пулнине палăртрӗ. «Тутарстан идейăсен генераторӗ, культурăшăн кăна мар ытти отрасльсемшӗн те йышăнусен центрӗ пулса тăрать», – терӗ культура министрӗн çумӗ. Çырчаллинче «Мастеровые» драма театрне  туса пӗтернине, Ешӗлварпа Елабугăра культура аталанăвӗн центрӗсем уçăлнине, Çамрăксен театрне тӗпрен юсанине, ялсенче çӗнӗ клубсем хута кайнине, киввисене юсанине ырласа палăртса хăварчӗ.     

Елена Ямпольская пӗр вăхăт хăй Тутарстанра ӗçленине ăшшăн аса илчӗ. «Тутарстанра кил вучахне сӳнме, çурта пушанма памаççӗ. Нацисен культурисене упрассипе кунта вăйлă ӗçлеççӗ. Ытти çӗрте кун пирки аса илтерме тăрăшнă чух, кунта ӗлӗк те астуса тăнă, халӗ те  астăваççӗ», – терӗ депутат. Ача-пăчасен искусство шкулӗсене пысăк тимлӗх уйăрнине те ырларӗ Ямпольская: «Ача-пăча аталнăвне тӗрев пани пуласлăха инвестицилени вăл».

Обществăлла проектсемпе РФ Президенчӗн управленийӗн пуçлăх çумӗ Александр Журавский  вырăс культурин тӗнчери вырăнӗ пирки аван каларӗ. «Культура йăласен тымарӗ, вăл пире ассимиляциленесрен сыхласа хăварать. Культура çак тӗнчере пире уникаллă тăвакан япала. Паян ун витӗмӗ пирки нумайăшӗ манма тăрăшать, вырăс культурин тӗнчери вырăнӗ пирки калатăп. Джордж Баланчин (Георгий Мелитонович Баланчивадзе 1904 çулта Санкт-Петербургра çуралнă, грузин, ашшӗ Мелитон Баланчивадзе композитор, амăшӗ Мария Васильева вырăс хӗрарăмӗ. Георгий Баланчиваде 1924-1928 çулсенче Вырăс балечӗн балетмейтерӗ пулнă. Европăра ӗçлеме тытăнсан Сергей Дягилев сӗнӗвӗпе ятне улăштарнă, кайярахпа  Америкăна куçса кайнă. -Авт.)  пулман пулсан Америка балечӗ, Михаил Чеховсăр Америкăн театр шкулӗ пулмастчӗ, Голливуд та Николайпа Иосиф Шейнкерсемсӗр (Николаспа Джо Шенки пек палăрнă Америкăра. 1881 çулта Ярославль облаçӗнчи Рыбинск хулинче еврей çемйинче çуралнă. 1893 çулта çемье Америкăна куçса кайнă.-Авт.) пулмастчӗ. Ку спиоска тата та тăсма пулать. Европа культурине те Раççей, вырăс культури пысăк витӗм кӳнӗ», – терӗ Журавский. Ун сăмахӗпе Корана çунтарни, Иисус Христоспа Мухаммеда карикатурăлани, Украина чиркӗвӗ Вырăс православи чиркӗвӗпе çыхăнăва татни – кусем пурте пирӗн йăлари культурăна атакăланин пайӗсем. Чайковские, Достоевские, ыттисене пăрахăçласа тӗнчешӗн йăлари культурăна упраса хăваракан çăлăнăç ковчегӗ пулса тăракан Раççее таптасшăн. Çав вăхăтрах Сауд Аравийӗ, Иран, Египет, Турци, Мексика, Аргентина культура енӗпе тачăрах ӗçлеме хатӗр. Мӗншӗн тесен нумай енлӗ Раççейпе юнашар пулни вӗсене хăйсен йăла культурине упраса хăварма пулăшассине лайăх ăнланаççӗ.

Коллеги ӗçне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пӗтӗмлетрӗ. Республикăра культурăна аталантарма вăйлă тӗрев панăшăн федераллă центра тав турӗ, РФ Президенчӗн культура пуçарăвӗсен фончӗпе малашне те тачă çыхăнса ӗçлеме сӗнчӗ. Кирлӗ проектсен шутне «Пушкин карттине» кӗртрӗ. Вăл çамрăксене культурăпа, искусствăпа çывăхрах паллашма майсем туса парать.

2023 çула Нацисен культурисемпе йăлисен çулталăкӗ пек иртнине асăнса халăх культурисен хăйевӗрлӗхӗн аталану импульсӗ пулнине палăртрӗ. «Ку ӗç ялан тӗп вырăнта. Пирӗн удмурт, мари, мордва, вырăс, тутар творчествăлла коллективӗсем пур. Кашни нацие хăйӗн культурине, хăйевӗрлӗхне упраса хăварма май пани питӗ пӗлтерӗшлӗ», – терӗ республика ертӳçи. Чăвашсен Уявӗ пысăк шайра иртнине те асăнса хăварчӗ Президент.

Уйрăммăн Рустам Минниханов кадрсен ыйтăвӗ çинче чарăнчӗ. Ун сăмахӗпе, профессилле специалистсем пурри çитӗнӳсем тума май парать. Тутарстанра çак ыйтăва Хусан патшалăх культура институчӗ пурнăçласа пынине асăнса хăварчӗ.

Культура министерствин коллегийӗ паллă артистсене, культура ӗçченӗсене, педагогсене патшалăх наградисем панипе вӗçленчӗ. Республикăн культура аталанăвӗшӗн ырми-канми тăрăшса ӗçлекенсенчен нумайăшӗ çак кун культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ята тивӗçрӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Р.Гали, автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура