Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни пьеса сцена валли юрăхлă мар

Драматургӗсем пур, хайлавӗсене театра тăтăшах çитереççӗ пулин те, чылай чухне вӗсене сцена çине кăларма йывăррине асăнчӗ Наталия Сергеева режиссер, К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗ. Сцена çинче яланах пӗр-пӗр ӗç пулса иртмелле, унта шухăшлав, асаилӳсем валли вырăн çук. Чăваш театрӗн тепӗр йывăрлăхӗ – ялта ӳсекен ачасем чăвашла ăнланманни, çавăнпа труппа ялсене спектакльпе кайсан куçарăвне те пӗрле илмелле.Анчах сăвăлла вырăсла куçаракансене тупма çăмăлах марри пирки пăшăрханса каларӗ вăл.

Раштавăн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче çыравçăсем çавра сӗтел хушшине пуçтарăнчӗç. Тӗлпулăва Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркелерӗ, ăна Улькка Эльмен тата Ара Мишши прозаиксем ертсе пычӗç. Калаçу хальхи чăваш литератури тавра йӗркеленчӗ: паллă сăмах ăстисем, критиксем проза, поэзи тата драматурги жанрӗсене пăхса тухрӗç. Çыравçăсем тухăçлă ӗçлеççӗ, кӗнекисем те тăтăшах пичетленеççӗ, апла пулин те сӳтсе явмалли ыйтăвӗ чылай пухăннă.

Ирина Кириллова филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, литература тӗпчевçи чăваш драматургийӗ çинчен тӗплӗн каласа пачӗ, хальхи вăхăтра тухăçлă ӗçлекен драматургсене палăртрӗ. Вӗсен йышне Арсений Тарасова, Александр Пăрттана, Владислав Николаева кӗртрӗ. 

– Драматургсем хайлавӗсене çырсан малтан театра кайса параççӗ, кӗнекисем вара чылай кайран тухаççӗ. Хальхи драма хайлавӗсенче кулленхи пурнăç тӗпре, интеллигенци ыйтăвӗсене çутатакан пьесăсем сахалрах. Çакă театра çӳрекенӗн кăмăлне тивӗçтерес тенипе те çыхăннă пулӗ, – терӗ вăл.

Материал нумай, çырма кăна ан ӳркен

Проза çине куçсан унта паянхи ял çыннин сăнарӗ çитменнине пӗлтерчӗ Юрий Артемьев критик тата профессор. 

– Мӗнпе пурăнать ял çынни? Мӗн çинчен шухăшлать вăл? Пур-и унăн ӗмӗчӗ? Прозăра ял çыннине кăтартмасăр ăна хамăр пата туртса илейместпӗр. Литературăра ял сывлăшӗ пулмалла, – терӗ вăл.

– Миçе ялта халь пурнăç пур? Чăвашла калаçаççӗ-и унта пурăнакансем? – Юрий Михайлович шухăшӗпе килӗшмерӗ Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи.

– Эппин, çук ял çинчен çырмалла, – çийӗнчех тупăнчӗ критикăн хуравӗ.

– Паянхи çыравçăн кирек епле темăна та хальхи куçпа пăхса çутатмалла, – палăртрӗ Сергей Лукиянович.

Унăн шухăшӗпе килӗшсе Анатолий Кибеч чăваш халăх çыравçи çак темăна малалла тăсрӗ: 

– Халӗ проза валли те, сăвă валли те пуян материал çав тери нумай. Хайлавне ӳркенмесӗр ларса çырмалла çеç. Тепӗр тесен, лайăх прозăран та чаплă спектакль тума пулать, – терӗ вăл.

Лиро-эпикăллă хайлавсем çук

Хальхи чăваш поэзине Ольга Скворцова филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, литература тӗпчевçи тӗплӗн тишкерчӗ: «Поэзире шырав пулмасан вăл аталанаймасть. Кунта ăс, чӗлхе илемӗ, чун-чӗре хӗлхемӗ тӗпре. Вăл çеç те мар, чăваш поэчӗн тăван чӗлхе хăйне евӗрлӗхне туймалла. Чи малтанах ӗмӗрлӗх хаклăхсем кирлӗ. Жанр тӗлӗшӗнчен хальхи поэзи пуян, анчах лиро-эпикăллă хайлавсем çук. Çакă, тен, вулакан ыйтманнипе те çыхăннă пулӗ».

Вулакансем роман кӗтеççӗ

Паллах, кирек мӗнле жанрпа çырсан та, хуть те мӗнле хайлав шăрçаласан та вӗсене вулакан патне çитермелле, эппин, пичетлемелле. Кашни çыравçăн чи пысăк ӗмӗчӗ кӗнеке кăларасси пулӗ. Вăл енӗпе Чăваш кӗнеке издательстви тухăçлă ӗçлет. Тӗлпулура О.Л.Федорова редактор издательство ӗçӗ еплерех йӗркеленсе пыни çинче чарăнса тăчӗ.

– Хальхи паллă çыравçăсемпе тухăçлă ӗçлетпӗр, пирӗнтен уйрăлса кайнă писательсен пултарулăхне те манмастпăр, эткерçӗсемпе çыхăнса хайлавӗсене пичетлеме тăрăшатпăр. Вӗсен пуян та сăнарлă чӗлхине литературăра пӗрремӗш утăмсем тăвакан авторсен ăша хывмалла. Çамрăксене те хапăлласах йышăнатпăр, вӗсенче литературăн малашлăхӗ-çке. Вулакансем вара çыравçăсенчен пысăк калăпăшлă хайлавсем, романсем кӗтеççӗ. Кӗнекери сăнарсемпе хăвăртах уйрăлас мар тесе повеçе кунсерен пӗр-ик страница çеç вулатăп тенине те илтме тӳр килчӗ. Хулăн произведенисем вулас, сăнарсен пурнăçӗпе ытларах пурăнас килет теççӗ тӗлпулусенче, – палăртрӗ Ольга Леонидовна.

«Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗн – тӗп редакторӗн çумӗ Дмитрий Моисеев çыравçăсене хаçат-журналта пичетленме май пурри çинчен аса илтерчӗ. Эппин, Турă панă пултарулăхпа писательсен туллин усă курмалла – çырмалла. Лайăх хайлав кирек хăçан та хăй вулаканне тупать. (Дарья МОРОЗОВА.Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев