Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçӗн шкул ачин вулав интересне тӗрлӗ формăллă ӗç-хӗл урлă аталантарасси

Мӗн тенине пӗлтерет-ши паянхи кун хут пӗлни тени? Вăтам шкул шайӗнче пӗлӳ илнине, инноваци технологийӗсемпе усă курнине, хăвăн тата ют чӗлхепе анлă усă курнине, тӗрлӗ информаципе интересленнине пӗлтерет. Хут пӗлни вулама вӗреннинчен пуçланать. Çын яланах вулав культурине пысăка хурса хакланă. Шел те, юлашки çулсенче вуласси тата çӗнӗлӗхсемпе кăсăкланасси чакса пырать.

Маншăн, кӗçӗн классен вӗрентекенӗшӗн, ачана вулама вӗрентесси кăна мар, ăна тарăн шухăшлама, тӗрлӗ пӗтӗмлетӳсем тума вӗрентесси пӗрремӗш вырăна тухса тăрать. Кӗнекепе ачан çыхăнăвӗ ăçтан пуçланать-ши? Паллах, çемьерен, атте-анне пуçарăвӗнчен. Ача хăйӗн тăван чӗлхипе юрланă сăпка юррине илтет малтан, асламăш-кукамăшӗнчен – пӗрремӗш юмах. Хальхи пурнăçра вара нумай ача кӗнекепе пуçламăш классенче çеç паллашать. Нумай ӗçлекен атте-анне ача валли сахалран та сахал вăхăт тупать. Çавăнпа та пуçламăш класс вӗрентекенӗ умне питӗ пысăк тӗллевсем  тухса тăраççӗ: тарăн шухăшлă вулама вӗрентесси, кӗнекепе туслă пуласси, вулав активлăхне ӳстересси.

Мӗн-ха вăл вулав активлăхӗ? 

Вулав активлăхӗ вăл – вулаканăн кӗнеке патне тӗллевлӗ кăсăклăх çурални. Вулав кăсăклăхӗн мӗнле кăтартăвӗсем пур-ши?

1. Вулав ӗç-хӗлне лайăх пăхни – «Мана вулама питӗ килӗшет». 

2. Вулав процесӗпе çирӗп кăсăкланни – «Эпӗ тата кăштах ларса вулам-ха, малалла мӗн пулнине питӗ пӗлес килет».

3. Ытти ачасене те мӗн вуланине хавхаланса каласа пани – «Вуласа пăх-ха çав калава».

Пӗрремӗш класрах пӗчӗк хайлавсем вуланă чухне текст тăрăх ыйтусем пама тата туллин хуравлама вӗренетпӗр. Çавна кура ача кӗнекере хăй валли çӗнӗлӗх тупать, кӗнекепе туслашма вӗренет. Нумай вулани вара ачана хăвăрт шутлама тата выляма хăнăхтарать.

Ман шутпа, пуçламăш класс ачисемпе тӗрлӗ формăллă ӗç-хӗлпе усă курсан, ачасем кăсăкланса тата тарăн ăнланса вулама тивӗçлӗ. Хам ӗçре вуланă самантра тӗрлӗ мелсемпе усă курма тăрăшатăп:

1. Сасăпа тата ăшра вулани.

2. Сӗрлекен вулав.

3. Абзац тăрăх пӗр-пӗрин хыççăн вулани.

4. Предложени пайласа вулани.

5. Текстра ӳкерчӗк вырăнне тупасси.

6. Суйласа вуласси.

7.  Рольпа вуласси. 

8.  Калав вӗçне шутласа тупасси.

9. Çӗнӗ калав е юмах шутласси.

10. Калаври паттăрсенчен репортаж илесси.

Çавна май ачасем вулассипе кăна мар, пултарулăх процесӗпе те тачă çыхăнса пыраççӗ. Кӗнеке суйласа вуланă чухне вара ачасем вак-тӗвек пайсене  тимлеме вӗренеççӗ.

Библиотекăна çӳрессине те тимлӗхе илес пулать, мӗншӗн тесен ача тӗрлӗ кӗнеке хушшинче хăйне кирлине суйлама вӗренет. Вулав дневникӗ илсе пыракан ача вара вуланă текстăн тытăмне, хăйӗн кăмăл-туйăмне витӗмлӗ çырса палăртма пултарать. Нимле воспитани процесӗ те атте-анне хутшăнăвӗсӗр иртмест. Çавăнпа та кашни тӗл пулмассерен атте-аннесен умӗнче вулав активлăхне ӳстересси пирки нумай калаçни питӗ витӗмлӗ. Ача килте те мӗнле кӗнеке тытса вулани тата мӗн чухлӗ вăхăт хушши тимлӗхе илнипе кăсăкланмалла, ăнланман вырăнсене пӗрле сӳтсе явма тăрăшмалла. Килте ятарлă кӗнеке çӳлӗкӗ пулни те питӗ аван. Çав полка çинчи кӗнекесем пӗр ахаль çеç выртмалла мар. Юлташсемпе улшăнса вулани, пӗр-пӗринпе калавпа паллашнă хыççăн кăмăл-туйăмсене сӳтсе явни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çакăн хыççăн ачан кӗнеке патне туртăнас кăмăлӗ çӗкленсе пырать.

Пурне те шута илсен, вулав активлăхне ӳстересси атте-аннерен, вӗрентекенрен тата библиотекарьтен килет. Енчен те вӗрентекенӗн ачара вулав вут-çулăмне хăпартлантарса ярасси питӗ пысăк пулсан – вӗренекенпе кӗнекен туслăхӗ çирӗп пулма тивӗçлӗ. Ачасем пысăк пурнăçа тухса кайсан та кӗнеке патне хăйсен туртăмне çухатмӗç тесе питӗ шанас килет.

 

Кристина МАКСИМОВА, пуçламăш классен вӗрентекенӗ.

Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк ялӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чтение