Кешью мăйăр тата хӗрлӗ фасоль
Эпир юратакан çимӗçсем те сиен кӳме пултараççӗ
Эпир юратакан çимӗçсем те сиен кӳме пултараççӗ
Африкăра ӳсекен çак тутлă мăйăрăн хуппи урушиол текен наркăмăшран тăрать. Наркăмăшлă плюща аллерги пур çынсемшӗн урушиол вилмеллех хăрушă. Ыттисем те çуллă токсина пула хăйсене япăх туйӗç — çыннăнӳчӗ пăсăлма тытнать, дерматит аптратать.
Лавккасенче сутакан мăйăр сывлăхшăн сиенлӗ мар, мӗншӗн тесен ăна йывăç çинчен татса хуппинчен тасатнă, пăспа вӗрилентерсе типӗтнӗ. Çапла тусан токсин арканса пӗтет, апла пулин те лавккара туяннă кешью мăйăрне тепӗр хут ăшаласа илни ытлашши пулмасть. Ку мăйăра тутлăрах тăвать, сывлăхăра хăрушсăртарах.
***
Ку пахча çимӗçе ачаран пӗлетпӗр. Унран пӗçернӗ апата хăшӗсем юрата çиеççӗ, терписем, пăрçа йышши çимӗçсене килӗштерменнисем, юратмаççӗ. Анчах вăл организмшăн сиенлӗ пуласси çинчен пирӗнтен никам та шутламан та пулӗ. Гастроэнтерологсем фасоль вар-хырăма сиен кӳрессине асăрхаттараççӗ.
Хӗрлӗ фасольте фитогемагглютинин (фазин) текен белок пур. Ăна пула вар-хырăм фасоле ирӗлтереймест, тепӗр чух организм наркăмăшланни те пулать. Турилкки-турилккипе фасоль çимесен те, 5-6 пӗрчӗпех наркăмăшланма пулать. Çакăн паллисем — кăмăл пăтранать, хăстарать тата диарея аптратаь.
Апат сывлăхшăн усăллă пултăр тесен хӗрлӗ фасоле хатӗрличчен пӗр 8 сехет маларах шывра шӳтермелле. Çакăн хыççăн сивӗ шыва ярса 40 минутран кая мар пӗçермелле. Кунта çакна асра тытмалла — шывăн сиксе вӗремелле, вăйсăр çулăм çинче пиçекен фасолӗн токсинӗ арканмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев