ХАКСЕМ МАР, ТĂКАКСЕМ ӲСНӖ
Тӳлев мӗншӗн декабрь уйăхӗнчен пысăкрах пулни чăн малтан халăх пӗлсе пӗтерейменнипе кăна çыхăннă
Январь уйăхӗнчи коммуналлă тăкаксен хутне алла илсенех çынсем, уйрăмах хусансемпе çырчаллисем, тӗрлӗ инстанцие шăнкăравласа ÇКХ услугисемшӗн хаксем мӗншӗн ӳснине ыйтнă. Ыйтăва ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗн çумӗпе Алексей Фроловпа ТР Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн ертӳçи Сергей Крайнов «Татар-информра» февралӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире уçăмлатрӗç.
Спикерсем каланă тăрăх, 2021 çулта çынсенчен ТР Патшалăх çурт-йӗр инспекцине ÇКХпа çыхăннă 3 пине яхăн обращени килнӗ, вӗсем тăрăх пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ. Пӗтӗмпе йӗркене пăснă 67 тӗслӗхе (тӗпрен илсен счетчиксем юсавсăррине пула управляющи компани тăкака нормативпа тӳлеттерни) шута илнӗ, тăкаксене çӗнӗрен шутласа çынсене 6 миллион тенкӗ тавăрса панă. Анчах та хальхинче çуртсен управляющи компанийӗсен йăнăшӗсем палăрман. Тӳлев мӗншӗн декабрь уйăхӗнчен пысăкрах пулни чăн малтан халăх пӗлсе пӗтерейменнипе кăна çыхăннă.
Алексей Фролов ÇКХ тарифӗсем республикăра çулталăкра пӗрре, июлӗн 1-мӗшӗнче, ӳснине, кăçал вăл 4,4 процентпа танлашнине, ăшăшăн хутса ăшăтмалли сезонра кăна тӳленине аса илтерчӗ. Кунсăр пуçне счетчик кăтартăвӗсене 23-25-мӗш числосенче параççӗ. Юлнă темиçе кунӗн кăтартăвӗ вара кашни уйăхрах тепӗр уйăх çине куçса пырать. Январӗн пӗрремӗш çурри канмалли кунсем, Çӗнӗ çул уявӗсем пулнăран, çынсем шыв, электроэнерги ытларах тăкаклаççӗ. Кунсăр пуçне пӗлтӗр декабрь уйăхӗн вӗçӗ сивӗ пулчӗ, апла-тăк, ăшша ытларах янă. Çӗнӗ çуртсен ÇХК тăкакӗ, кивӗ çуртсеннинчен мӗншӗн пӗчӗкрех пулнине те ăнлантарчӗ вăл. Пӗрремӗшӗнчен, çӗнӗ çуртсенче кашни хваттерӗн мӗн чухлӗ ăшă тăкакланине шута илекен счетчик, ăшă радиаторӗсем çинче терморегулятор пур. Нумай кивӗ çуртăн вара кун пек счетчик уйрăм хваттерӗн мар, пӗтӗмӗшле çуртăн та çук. Çакăн пек çуртсенче пурăнакансен нормативпа тӳлеме тивет. Стенисем ăшша упрайман çуртсене шартлама сивӗсенче ăшă нумайрах та пама тивет, мӗншӗн тесен хваттерсенче сывлăш температури 20-24 градусран сивӗрех пулсан закона пăсни шутланать, эппин тăкак сивӗ çанталăкра каллех хушăнать.
Çӗнӗ çуртсенче пурăнакансенчен те килеççӗ кун пек обращенисем. Вӗсем хваттерте пурăнманнипе батарейсене чарнă, вӗсене вара пурпӗрех тӳлеттереççӗ тесе ӳпкелешеççӗ. Сергей Крайнов кун пек çырусене те тимлӗхсӗр хăварманнине пӗлтерчӗ. «Хваттерти ăшша чарнипех сывлăш температури минуса анмасть, кӳршӗсен шучӗпе ăшăнать. Ăшша вуçех чарма юрамасть, унсăрăн нормативпа тӳлеме тивет», – терӗ вăл кун пирки.
Спикерсем каланă тăрăх, халăхран обращенисем шăпах январь уйăхӗнче ытларах килеççӗ, мӗншӗн тесен вăл çулталăкри чи сивӗ уйăх тата çуррине яхăнӗ канмалли кунсем. Январь уйăхӗн ÇКХ тӳлевӗ пирки ăнланмалла пултăр тесе çитес çул халăха февральте мар, январь уйăхӗнчех ăнлантарма шантарчӗç.
Паллах, çитес çул ÇКХ тарифӗсем мӗнле пуласси çинчен те ыйтрӗç журналистсем. ТР строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Алексей Фролов тариф миçе процента ӳсесси хальлӗхе паллă маррине каларӗ. Ку ыйтăва Тариф енӗпе ӗçлекен комитетпа сӳтсе явман-ха вӗсем, анчах РФ Президенчӗн хушăвӗпе, тарифсем 6,2 процентран пысăкрах пулмалла мар.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев