Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑха аван тӑвас тесе тӑрӑшакан унӑн тӑшманне ҫаврӑннӑ

Мӗн чухлӗ кирлӗ ӗҫ туса хӑварма ӗлкӗрнӗ вӑл чӑвашсемшӗн

Октябрӗн 6-9-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗнче регионсем хушшинчи "Петров вулавӗсем XIX" наукӑпа практика конференцийӗ иртет. Паллах, онлайн-форматра.
Октябрӗн 6-мӗшӗнче "Музей тата музей коллекцийӗсем" секци ӗҫленӗ, 7-мӗшӗнче "Истори тата таврапӗлӳ". Паян, октябрӗн 8-мӗшӗнче "Музей маркетингӗ тата вӗрентӳ" секци пулать, ыран, октябрӗн 9-мӗшӗнче "Этнографи, литературоведени, лингвистика" секци. Вӗсем пурте 14:00 сехетре пуҫланаҫҫӗ.

Михаил Петрович Петров-Тинехпи (1877-1938) Тӗп чӑваш музейӗн пӗрремӗш директорӗ пулнӑ. Ун ҫуралнӑ кунне халалланӑ вулавсене 2001 ҫултан ирттереҫҫӗ. Унта кашни ҫул таврапӗлӳҫӗсем, историксем, культура тӗпчевҫисем пухӑнаҫҫӗ.
Тинехпи ҫинчен эпир сахал пӗлетпӗр.
Вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Тимӗрҫен тата Сиктӗрме ялӗсенче ачасене вӗрентнӗ, унтан священник пулса ӗҫленӗ. И.Яковлева Библине куҫарма пулӑшать. Анчах 1907 ҫулта вӗренекенсем вӗсене кӳрентерекен Кочуров учителе хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен, Петров вӗсен майлӑ пулать. Яковлев ӑна та, К.Иванова та ӗҫрен кӑларса ярать. Петров Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ишак чиркӗвӗнче пупра ӗҫлет. 1921 ҫулта вӑл священник санӗнчен тухса Шупашкара килет. Халӑх вӗрентӗвӗн уйрӑмӗнче Куҫару комиссийӗнче ӗҫлет, педагогсен курсӗсенче историпе педагогика вӗрентет. Вӑл Чӑваш тавралӑхне тӗпчекен обществон секретарӗнче ӗҫлет.
1926 ҫулта Петрова Тӗп чӑваш музейӗн директорне лартаҫҫӗ. Таврапӗлӳ ӗҫӗ унӑн пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑрать. Археологи, этнографи экспедицийӗсем музей фондне уникаллӑ экспонатсемпе пуянлатнӑ.
1928 ҫулта М.П. Петров чӑваш чӗлхипе икӗ историлле тӗпчев пичетлесе кӑларать: "Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗпе Иван Яковлевич Яковлев ҫинчен" тата "Чӑваш историйӗн кӗске очеркӗсем. 1-мӗш пай. Авалхи истори йӗрӗсем".  Ҫак кӗнекен иккӗмӗш пайне вӑл ҫырса пӗтерсен те, пичетлесе кӑлараймасть.
1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче таврапӗлӳ юхӑмӗ йывӑрлӑхсемпе тӗлпулать, вырӑнти историе тӗпчекенсем ҫине националистсен ярлыкӗсене ҫыпӑҫтараҫҫӗ. Мӗн пур историе ВКП(б) историйӗн кӗске курсӗпе килӗшӳллӗн улӑштараҫҫӗ. Тавралӑх историне тӗпчекенсем "халӑх тӑшманӗсем" пулса тӑраҫҫӗ. 1937 ҫулта Петрова директортан кӑларса "буржуаллӑ национализмра" айӑплаҫҫӗ. Ҫулталӑкран вӑл Ҫӗрпӳ тӗрминче вилет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев