Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хальлӗхе тупăш пирки ӗмӗтленмелли кăна юлать, мӗншӗн тесен фермера налогсем сывлама памаççӗ

Çарăмсан тăрăхӗнче выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен хуçалăхсем сахал мар, вӗсенчен ытларахăшӗ тӗп тупăша сӗт сутса илет. Йăвашкел ял хутлăхӗнчи 13 фермертан пӗрин, Геннадий Федорович Макаровăн та акă, хуçалăхӗ пӗчӗк мар. Хальхи вăхăтра 52 сăвăнакан ӗне тата 40 пуç тына пăру. Куллен 370-шер литр сӗт ăсатать вăл. Тăрăшнине кура тупăшӗ савăнтарсанччӗ те вӗт... Шел, хальлӗхе кун çинчен ӗмӗтленмелли кăна юлать. Фермер налогсем сывлама паманнине, мӗнпур япала ӳснӗ вăхăтра продукци хакӗ ӳсменнине тарăхса пӗлтерчӗ. Ял хуçалăхӗ вăл хуть мӗн каласан та сезонлă ӗç. Ӗнесем пăруламан январь, февраль, март уйăхӗсенче налог тӳлеттерни, çулталăкне 5 тӗрлӗ страхламалли взнос, «Меркурий» ветеринари контролӗшӗн тӳлевсем çӗр ӗçченӗн ал-урине çыхаççӗ. Çавăнпах Геннадий Федоровичăн вăхăчӗ-вăхӗчӗпе фермер ӗçне пăрахас шухăшӗ те пулать. Пӗрчӗн-пӗрчӗн пухни, пăчӗ-пăчӗпе тар тăкни шел пулнипе кăна выльăхӗсене сутса яма алли çӗкленмест унăн.

Çарăмсан тăрăхӗнче выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен хуçалăхсем сахал мар, вӗсенчен ытларахăшӗ тӗп тупăша сӗт сутса илет. Йăвашкел ял хутлăхӗнчи 13 фермертан пӗрин, Геннадий Федорович Макаровăн та акă, хуçалăхӗ пӗчӗк мар. Хальхи вăхăтра 52 сăвăнакан ӗне тата 40 пуç тына пăру. Куллен 370-шер литр сӗт ăсатать вăл.

Апла пулин те сунă сӗте пӗтӗмпех сутмасть. Ӗмӗрне ялта ӗмӗрленӗрен-ши, пăрусене ачасене пăхнă пекех пăхма тăрăшать, кашни кун вӗсем валли ятарласа 80-100-шер литр сӗт хăварать. Хирӗсем ферма çумӗнчех пулнăран выльăх усрама меллӗ. 3 çул каялла çырма хӗррипе электрокӗтӳç тăснă хыççăн кӗтӳç шырас нуши пӗтнӗ фермерăн. Ӗнесене те ирӗк халӗ, хыççăн никам та хăратса хăваласа çӳремест. Çисе тăрансан каçхи сăвăма хăйсемех таврăнаççӗ.
Паллă ӗнтӗ, сӗт сăвассипе тӗллевлӗн ӗçлекен фермерăн ӗнисем ăратлисем кăна, çитменнине тӗрлисем. Сӗт нумай параканнисене, тӗслӗхрен, Геннадий Федорович Киров облаçӗнчен кӳнӗ, вӗсенчен кашни кунне 30-шар литр сӗт парать. Чăн та, çитменлӗхӗсем те пур. Картара кăна тăраканнисем пулнипе ытлашшипех лăпкă иккен. Кӗтӳре сӗтеклӗ курăк шыраса утмаççӗ, кунӗпе ниçта каймасăр пӗр вырăнта тăраççӗ. Хамăр тăрăхри ӗнесем çулталăкӗпех сӗт параççӗ пулсан, кусем 7 уйăхранах пăрахаççӗ иккен. Нумай сӗтлӗ ӗне пулнине пăхмасăр 5 çултан улăштармалла вӗсене, мӗншӗн тесен хăвăрт ватăлаççӗ.
Выльăх усракана хăйӗн çӗрӗ пулмасан хальхи вăхăтра алă çавăрса яма çăмăл мар. Макаровсен ку енӗпе йывăрлăх çук, вӗсен хăйсен çӗрӗ 330 гектар таранах. Унта  нумай çул ӳсекен курăк, урпа, тулă акаççӗ. Эпир пынă вăхăтра хӗрсех утăçи пыратчӗ. Çулнă утта тавăрма хатӗрленетчӗ хуçа. Сăмах май, çемье ӗçне мӗнпур çемйи хутшăнсан та Геннадий Федорович техникăпа хăйех çӳрет. Тракторӗ те, комбайнӗ те пур унăн. Çурхи ака вăхăтӗнче кăна 5 механизатора ӗçе илет. Пӗлтӗр сенаж та хурса пăхнă фермер. Çапла майпа выльăх апачӗ туянмасть, хӗл каçмалăх хăйӗн хирӗнче ӳстерет. Геннадий Федорович патӗнче 2013 çултанпа (çемье ферми уçăлнăранпах) 2 доярка, вӗсем йăвашкелсемех, ӗçлет.
Тăрăшнине кура тупăшӗ савăнтарсанччӗ те вӗт... Шел, хальлӗхе кун çинчен ӗмӗтленмелли кăна юлать. Фермер налогсем сывлама паманнине, мӗнпур япала ӳснӗ вăхăтра продукци хакӗ ӳсменнине тарăхса пӗлтерчӗ. Ял хуçалăхӗ вăл хуть мӗн каласан та сезонлă ӗç. Ӗнесем пăруламан январь, февраль, март уйăхӗсенче налог тӳлеттерни, çулталăкне 5 тӗрлӗ страхламалли взнос, «Меркурий» ветеринари контролӗшӗн тӳлевсем çӗр ӗçченӗн ал-урине çыхаççӗ. Çавăнпах Геннадий Федоровичăн вăхăчӗ-вăхӗчӗпе фермер ӗçне пăрахас шухăшӗ те пулать. Пӗрчӗн-пӗрчӗн пухни, пăчӗ-пăчӗпе тар тăкни шел пулнипе кăна выльăхӗсене сутса яма алли çӗкленмест унăн.
«Хăçан та пулсан ял хуçалăх çине çаврăнса пăхаççӗ-ши?» – терӗ  хальхинче те вăл. Çӳлте компетентлă çынсем лармасăр йӗрке пулассине шанмасть Йăвашкел чăвашӗ. Тӗслӗхрен, «Меркурий» ветеринари контролӗшӗн тӳлев те акă ун шучӗпе, 50 пуç ӗне тытаканшăн та, 300 ытла тытаканшăн та пӗр сумма пулмалла мар. Кунта миçе выльăх пулнине шута илсе тӳлев палăртмалла. Фермерăн ниме пăхмасăр пăхăнмаллах, мӗншӗн тесен «Меркурий» программăна кӗмесӗр пӗр килограмм тырă та, пӗр литр сӗт те сутаймасть. Сăмах та çук, асăннă программа кирлех, региона вăл чирлӗ выльăх, сывлăхшăн хăрушă продукци кӳресрен сыхлать, анчах ăна ӗçлесе çитермелле пулнă. Ахаль те çăмăл мар фермер ӗçне патшалăх çăмăллатса пымаллаччӗ пек те...

Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Г.Ф.Макаров.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев